Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.
Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ.
Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ.
Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне информаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ.
Чӑваш Енре Ленин, Сталин, Крупская, Распутин сӑнлӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе пирӗн тӑрӑха Андрей Кончаловский продюсер центрӗн пайташӗ Дмитрий Матвеев килсе ҫитнӗ.
Дмитрий Матвеев каланӑ тӑрӑх, паллӑ кинорежиссёр историлле пысӑк сериал ӳкерме пуҫлӗ. «Вӑл мана ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫейри паллӑ ӗҫченсем евӗр сӑнлӑ ҫынсене тупма хушнӑ», – ӑнлантарса панӑ вӑл.
Кайран Дмитрий ытти региона тухса кайӗ. Проектпа «Народный кастинг» сайтра паллашма пулать.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ.
Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Мунча» курав уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ экспозици мунча чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Чӑваш наци музейӗн пуян коллекцийӗнче мунча хатӗрӗ нумай: йывӑҫ тата ытти тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ алтӑрсем, йывӑҫ тата пӑхӑр тазсем, тӗртсе тунӑ алшӑллисем, ҫара ӳт ҫине тӑхӑнмалли тумтир...
Мунчара ҫӑвӑннӑ ҫеҫ мар, унта ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ, кунтан уйрӑлса каяканнине те мунчара ҫунӑ. Чирлисене сиплемелли йӑла-йӗркене те мунчара ирттернӗ. Мунча мӗн авалтан асамлӑхпа тулнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн «Куккук каҫӗсем» проектне калӑплама Раҫҫейӗн культура фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшӗ. «Кӗмӗле» грант конкурсӗнче ҫӗнсе илнӗ.
Проекта «Чуччу» спектакль тӑрӑх хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ — актёр ӑсталӑхӗпе режиссурин кафедрин доценчӗ Алексей Болдырев. Унта режиссура енӗпе пӗрремӗш курсра вӗренекенсем вылянӑ. Спектакль сценарине Олег Уляшевӑн «Качели» пьеси тӑрӑх ҫырнӑ. Алексей Болдырев режиссер-педагог ӑна чӑваш пурнӑҫӗпе ҫывӑхлатнӑ.
«Куккук каҫӗсем» спектакль-притчӑра чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассине, ӑна ҫамрӑксем хушшинче сарассине тӗпе хурӗҫ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗн пайташӗсем Мари Элӑн Туҫи Мари районӗнче пулнӑ. Вӑл тӑрӑхра, академи членӗ пулнӑ май, Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн наци аталанӑвӗн центрӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Юрий Виноградов доцент та пулса курнӑ.
Экскурсире пулнисем туҫи марисен, Вырӑс патшалӑхӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ палӑксемпе паллашнӑ. Туҫи марисем хӑйсен турханӗсен, ҫӗрпӗвӗсен, халӑх сӑмахлӑхӗнче асӑнакан паттӑрӗсен ячӗсене манмаҫҫӗ иккен ‒ вӗсене халалласа нумай-нумай палӑк лартнӑ. Акпарс паттӑра асӑнса лартни, сӑмахран, пысӑк тата туслӑ пурӑнма чӗнет.
Автобус, тӗпрен илсен, хӑй вӑхӑтӗнче Хурӑнлӑ ҫул иртнӗ вырӑн тӑрӑх кайса килнӗ. Чулхула кӗпӗрнипе Хусан кӗпӗрни хӑй вӑхӑтӗнче чикӗленнӗ вырӑнта, ҫуллӗ тӗмеске ҫине чикӗ юпине купаласа лартнӑ. Вӑл юпана ӗлӗкхи пек пултӑр тесе ҫӗнетсе ҫӗкленӗ. Юнашарах ‒ Александр Пушкин поэт Ӗренпура кайнӑ Хурӑнлӑ ҫул вырӑнӗ...
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗ шӑп та лӑп 100 ҫул каялла Украинӑри Остёр хули ҫывӑхӗнчи Старогордка ялӗнче татӑлнӑ.
Поэтӑн тӑван тӑрӑхне паян чӑваш халӑх поэчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ директорӗ Валери Туркай; Светлана Асамат поэт тата юрӑҫ; чӑваш поэтесси, драматургӗ, тӑлмачӑ Раиса Сарпи; Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева; Алексей Енейкин тележурналист; Олег Цыпленков кинематографист тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Улькка Эльмен пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн хастарӗсем Владимир Андреев подполковник тата Вячеслав Ильин полковник ҫитнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра Атӑлҫи Пӑлхар патшине Катрака халалланӑ палӑк лартнӑ. Унӑн авторӗ - Николай Кондрашкин скульптор.
Катрак - Аслӑ Пӑлхар ханӗн Кубратӑн пилӗк ывӑлӗнчен пӗри. Вӑл ашшӗ вилсен хӑйӗн ҫыннисемпе Хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ, Атӑлҫи Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх йӗркелесе янӑ. Ку патшалӑх 10-13-мӗш ӗмӗрсенче пулнӑ
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш лекторӗ пулса Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) тухса калаҫӗ. Маттур чӑваш арӗ — уйлӑха йӗркелекенӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫей наукисен академийӗнче уралпа алтай чӗлхисен пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать, филологи наукисен кандидачӗ.
Сантӑр Савкилта чӑвашсен этносӗпе чӗлхе историйӗ ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, иртекен Акатуя Чӑваш Енри артистсем те хутшӑнӗҫ.
Уяв Ҫӗнӗ Басманнӑй урамри 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш строенийӗнче (унта ҫитес тесен «Красные ворота» метрора тухмалла) 11 сехетрен 17 сехетчен пырӗ.
Уяв программине Мускавра пурӑнакан артистсем: Валерий Иванов, Елена Соловьева, Григорий Вакку, Ирина Шоркина, Алена Савельева, Валентина Попова, Ирина Музыкантова, Ксения Гришина, Ольга Абрамейцева, Виталий Воронов — илем кӳрӗҫ. Чӑваш Енрен Акатуя Алина Варна, Сергей Лекерев, Тамара Ишмуратова, Валентина Семенова, Олег Залогин пырса ҫитӗҫ.
Коллективсенчен Мускаври сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Атӑл» хор, «Ентеш» тата «Шевле» ансамбльсем, Чӗмпӗртен «Укӑлча» коллектив, Шупашкартан «Хӗлхем» тата «Азамат» ушкӑнсем тухӗҫ.
Мускаври чӑвашсен уявне Якут Республикинчен, Пушкӑртстанран тата Удмурт Республикинчен хӑнасем пырса ҫитӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |