Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Укҫа-тенке тытса пырассипе чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫалхинче Муркаш тата Пӑрачкав районӗсем мала тухнӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва ҫӗршывра ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗ пулӑшнипе районсемпе хуласем хушшинче ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне укҫа-тенкӗ тытса пырассин пахалӑхне ӳстерессине кӗртеҫҫӗ. Кам епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ чух муниципалитетсен хыснинче хӑйсен пурлӑх тӳпин шайне, тӑкаксен тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнине, парӑмпа майлашса пынине тӗпе хунӑ.
Кӑҫалхи конкурса 206 муниципалитет хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районсем хутшӑннӑ.
РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ.
Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ фольклор ушкӑнӗсем хушшинче иртнӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурса хутшӑннӑ.
«Шурӑмпуҫ» унта чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ: «Сапаланчӑк сӗлли», «Вӑйӑ юрри». Ентешӗмӗрсемшӗн Тутарстанри Чуллӑ Ҫыр хулинчи «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ ӑмӑртуҫӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче ҫак конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ кӑшт кӑна ҫӗнтереймен. Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ унран 2 сасӑ ҫеҫ нумайрах пухнӑ.
Ҫапах Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пуҫ усмасть, ҫитес ҫул конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме ӗмӗтленет. Ентешӗмерсене пултарулӑхне кура гала-концерта чӗннӗ.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ.
«Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова.
Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ…
Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова.
Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ.
Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.
Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗ умӗнчи лапамра кӳмесен «Пирӗн тӗлӗнтермӗш» конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса чылай ҫын хутшӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗн кӳмисене мӗнле кӑна илемлетмен! Кӑмака, чечек… евӗр. Мероприятире пысӑк тата пӗчӗк кӳмесем, велосипедсем те пулнӑ.
Чи илемлӗ кӳмесен хуҫисене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (39)
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин делегацийӗ Кирова ҫемьесен «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лайӑх ҫемье» конкурс фестивале хутшӑнма тухса кайнӑ.
Чӑваш Ен чысне унта икӗ ҫемье хӳтӗлӗ. Пӗри Елчӗк районӗнчи — Адюковсем (вӗсем республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье — 2013» конкурсра ҫӗнтернӗ). Ҫемьере 5 ҫын: Александр (ҫемье пуҫӗ), Любовь (унӑн мӑшӑрӗ) тата ачисем — Екатерина, Юлия, Мария. Адюковсем пӗрле 19 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Фунтиковсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Андрейпа Ирина виҫӗ ача ӳстернӗ: Екатерина, Людмила, Михаил. Ҫемье куравсене, концертсене ҫӳреме кӑмӑллать. Фунтиковсем 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗн ачисене пӗр иккӗленмесӗрех маттур теме пулать. Ҫак уйӑхра Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем — Оксана Христофорова, Евгения Петрова, Эльвира Трифонова, Даниил Михайлов, Максим Романов — Пӗтӗм тӗнчери «Bookworms» конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Релод вӗренӳ компанийӗ ирттернӗ.
Финал Мускавра Вӗрентекенсен ҫуртӗнче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрмар районӗн ачисем финала тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртени пирки пӗлтерет район сайчӗ!
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ачасем акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Л.П.Петровапа Мускава ҫула тухнӑ. Финал турнирне Раҫҫейри пилӗк команда тухнӑ. Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем «Чи лайӑх дебютшӑн» номинацире ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ене Дипломпа, Oxford издательство кӗнекисемпе таврӑннӑ. Самантпа усӑ курса ачасем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пулса курнӑ.
Ӗнер, ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавӗ тата «Чӑваш ачи, сасуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернисене чысласси пулчӗ.
Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑлараканӗ Николай Плотников, редакторӗ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вӗрентекенсем те — тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни автора эпир тин ҫеҫ тухнӑ кӗнекене парнелерӗмӗр.
«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене темиҫе парне кӗтрӗ — паллӑ сӑвӑҫсен сӑнӗсем (вӗсене чӑваш чӗлхипе литературин класӗнче ҫакма меллӗ тесе шутларӑмӑр) тата Чӑваш халӑх сайчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесенчен пӗри. Паллах, Хисеп хучӗсемпе тивӗҫтермесӗр пултараймарӑмӑр. Уява уйрӑмах сӑвӑ калакансем илем кӳчӗҫ — пӗчӗккисем те аслӑрах класрисем те.
Юрӑ-ташӑпа вара Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ.
Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ.
«Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех.
Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |