Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫемье ӑшши» пултарулӑх конкурсӗ пырать. Унта тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илекен ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫемьесен авторитетне хӑпартас, ырӑ ҫынсен тӗслӗхне кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Пултарулӑх конкурсне 4–17 ҫулсенчи ачасене опекӑна илнисем е хӑйсен тӑван ывӑлӗ-хӗрӗ пек документ хатӗрлесе йышӑннисем хутшӑнаяҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ: «Ҫемьен визит карттӑчки», «Ылтӑн алӑ», «Килти Эрмитаж». Паян жюри пӗтӗмлетӳ тӑвӗ. Чи лайӑх ӗҫсене республика шайӗнче иртекен конкурса ярса парӗҫ. Мӗнпур ӗҫе вара Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ирттерекен куравра курма май пулӗ.