Унччен республика шайӗнчи «Чӑваш пики» конкурса ҫуркунне йӗркелесси йӑлана кӗнӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫуркунне ирттереймерӗҫ. Пӗр вӑхӑт ҫулла пулать тесе сас-хура тухрӗ. Анчах ЧНК конкурса кӗркуннене хӑварнине пӗлтерчӗ. Ҫулла ҫамрӑксен экзаменсем тытмалла, вӗренме кӗмелле.
Акӑ кӑҫал ЧНК тата ЧР Культура министерстви пуҫарӑвӗпе йӗркеленнӗ «Чӑваш пики» конкурс саккӑрмӗш хут иртет. Унта район шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ чи илемлӗ, чи сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗсем тупӑшӗҫ.
Конкурс Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем темиҫе ҫул каялла хӑйсен туйне чӑваш йӑлипе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Халӗ мӑшӑр туйри сӑнӳкерчӗксене «Манӑн пысӑк наци туйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ярса панӑ.
«Пирӗн туй — тӑван халӑхшӑн пӗчӗк парӑм ҫеҫ. Пирӗн ачасем Пинерпипе Асамат хӑйсен йӑхне пӗлччӗр», — ҫырнӑ Мальвина проект сайтӗнче. — Чӑвашсем туя тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӗр хӑй тӗрленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче — пӗркенчӗк. Тепӗр кунхине вӑл хушпу тата сурпан тӑхӑннӑ. Сурпан питӗ вӑрӑм пулнӑ, ҫавна май чӑвашсем сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ».
«Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ этника хушшинчи журналистика гильдийӗ пуҫарӑвӗпе иртет. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци хутшӑнать, хӑйсен культурине кӑтартать.
Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн пулӗҫ. Пӗрине профессионал журналистсен йышӗнче палӑртӗҫ, теприне халӑх тетелӗнче репост тунӑ ҫынран суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗшне сайтри сасӑлавпа палӑртӗҫ.
Алексеевсем сайта икӗ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ. Вӗсемшӗн «Моя большая национальная свадьба» сайтра сасӑлама пулать.
ЧР Наци телекуравӗнчи «НаоБУМ» вӑйӑ шоу сумлӑ «ТЭФИ регион» телекурав конкурсӗн финалне тухнӑ. Конкурса ҫу уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑма ярса панӑ. Унта республика хӑнисем — «Атал тӗлпулӑвӗсем» фестивалӗн тренерӗсем — хутшӑннӑ.
«НаоБУМ» ку конкурсра пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр, проект хут ҫинче ҫес пулнӑ чухне, Раҫҫей телкуравӗн академикӗсем шухӑша ырланӑ. Анчах парне паман. Халӗ, проекта пурнӑҫа кӗртсен, чӑваш кӑларӑмӗн Раҫҫейри чи лайӑх кӑларӑмсен йышне кӗрес шанчӑк пур.
Чыслав Сочи хулинче чӳкӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта «НаоБУМ» кӑларӑмсӑр пуҫне Хабаровскри «Час у дачи» кӑларӑм (пахча пирки), Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Надым хулинчи режиссерсем ӳкернӗ «Новый год ФМ» кӗске метражлӑ камит вӑй виҫӗҫ.
«НаоБУМ» авторӗ Мария Шоклева «ТЭФИ регион» конкурса пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. 2007 ҫулта унӑн «Куча мала!» кӑларӑмӗ «Чи лайӑх ача-пӑча кӑларӑмӗ» номинацире чи лайӑххи пулнӑ.
Ӗнер Шупашкарта ҫӗнӗ проект пуҫланнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул картишӗ» ятлӑ. Конкурсра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене чи лайӑх ирттерекен картише палӑртӗҫ.
Проект тӗп тӗллевӗ — ҫынсен кӑмӑлне хӑпартасси, тавралӑха уяв сӗмӗ кӗртесси. Унта хутшӑнакансем картишре ирттермелли мероприятисен проектне хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене 1–10 балпа хаклӗҫ.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн МИХсемпе ӗҫлекен тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Конкурс раштавӑн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ комисси палӑртӗ.
Пӗрремӗш вырӑн — 1, иккӗмӗш вырӑн — 2, виҫҫӗмӗш вырӑн — 3 пулӗ. Вӗсене дипломсемпе тата Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ирттермешкӗн укҫапа хавхалантарӗҫ.
1-мӗш вырӑншӑн 30 пин тенкӗ парӗҫ, 2-мӗшшӗн — 20 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 10 пин тенкӗ.
Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ.
П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики–2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртас, чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас лартакан мероприятие хутшӑнакансене сцена культури, аудиторипе калаҫас, сцена ҫинче тытас, артист ӑсталӑхне тата ыттине кура суйланӑ.
Конкурс вӑхӑтӗнче «Асанне арчи» наци ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштаракан слайд-шоу хатӗрленӗ. «Тӑван ен, тӑван тавралӑх» слайд-шоу вӑхӑтӗнче тӑван кӗтесе, яла, йӑла-йӗркене, яла, ял уявне кӑтартнӑ. «Чӑваш наци апачӗ» ӗҫе те хӗрсем аван хатӗрленӗ.
«Чӑваш пики–2014» ята Патӑрьелти Таня Николаева ҫӗнсе илнӗ. «Вице Чӑваш пики–2014» ята Чӑваш Ишекри Светлана Максимова тивӗҫнӗ. Начар Упи ялӗнчи Ольга Сироткина «Хӳхӗм пике» пулса тӑнӑ, асӑннӑ ялти Светлана Журавлева — «Ҫепӗҫ пике», Алманчӑри Инна Петрова — «Илӗртӳллӗ пике», Ҫӗнӗ Ахпӳртри Елена Козлова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике».
Сӑнсем (16)
Чӑваш Енӗн Строительство министерствин «Энергие перекетлес центр» автономи учрежденийӗ «Энергие перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхӗ енӗпе Чӑваш Енри чи лайӑх проект» конкурс ирттернӗ. Ӑна шкул ачисемпе студентсен хушшинче йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна тата 10 пин тенкӗ премие Шупашкарти машиностроени техникумӗн студенчӗсем Анжелика Прокопьевапа Алексей Степанов ҫӗнтернӗ. Вӗсем шыв перекетлесси пирки проект хатӗрленӗ.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ студенчӗ Александр Абдулкин тухнӑ. Вӑл вентиляциллӗ ҫурт-йӗр умӗсем конструкцисем тӑвассине тӗпченӗ, монтаж технологине тишкернӗ. Ҫӗнтерӳшӗн каччӑна лкенӗ преми 7,5 пин тенкӗпе танлашать.
Виҫҫӗмӗш преми — 5 пин тенкӗ. Вӑл Шупашкарти ятарлӑ (тӳрлетекен) шкул-интернатри Елена Кульевӑпа Владимир Воробьева лекнӗ. Вӗсем «Энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсем» темӑпа проект хатӗрленӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ыран, чӳкӗн 11-мӗшӗнче, энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерессипе иртекен регионти II конференцире чыслӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткинра ачасен «Путене» конкурс фестивалӗ иртнӗ. Унта 45 пӗчӗк артист хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинацире палӑртнӑ: вырӑнти паллӑ поэтсен сӑввисене вуласси, хальхи вӑхӑтри тата халӑх юррисене юрласси, ташласси.
Фестивальте ытларах Валентина Тараватӑн сӑввисем янӑранӑ. Ку номинацире Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова, Даниил Егоров малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ульяна Ширтановӑпа Софья Долгова — иккӗмӗш, Анастасия Натюновӑпа Дарья Сандркина — виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Пӗччен юрлассинче Татьяна тата Анна Ржатӑсем мала тухнӑ. Ушкӑнпа юрласа вара Аслӑ Нагаткинри Лянкинсен «Хӗвел» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ. Ташӑ номинацийӗнче Ҫӗнӗ Улхашри «Хамӑр ял» мала тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чысланӑ, конверт тыттарнӑ. Жюрире Валентина Тарават та пулнӑ. Вал хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ:
— Ку — чӑвашсен пысӑк уявӗ. Ачасем тата аслисем пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫни пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, чӗрене хытӑ ыраттарчӗ. Хисеплӗ ентешӗмерсем, капла эпир чӗлхене упраса хӑвараймастпӑр. Чӑвашӑн чӑвашлах калаҫмалла.
«Раҫҫей аллейи» акцие пӗтӗмлетнӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава нумаййӑн хутшӑннӑ. Чӑваш Ен палли хӑмла пулӗ. Уншӑн 4006 ҫын сасӑланӑ.
Чӑваш Енӗн палли пулассишӗн пилӗк ӳсентӑран хутшӑннӑ: хӑмла, хӑва, ҫӑка, юман тата салтак тӳми. Хӑмлашӑн 36 процент ҫын сасӑланӑ. Юман 34 процент сасӑ пухнӑ. Хӑва — 10%, ҫӑка — 9%, салтак тӳми 9% процент сасӑ пухнӑ.
Ҫапла майпа хӑмлашӑн, юманпа танлаштарсан, 200 ҫын ҫеҫ нумайрах сасӑланӑ. Хӑмла — чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ӳсентӑран. Вӑл Чӑваш Енӗн, Шупашкарӑн тата Куславкка районӗн гербӗсем ҫинче пур.
ЧР Вӗренӳ институтӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ырӑлӑх вӗрентекенӗсем: Чӑваш Ен» конкурса хутшӑннӑ вӗрентекенсем пухӑннӑ. Унта пур районти вӗрентекенсем те хутшӑннӑ.
Педагогсен чи лайӑх сӑнӳкерчӗксӗнчен 7 курав йӗркеленӗ. Теприне Вӗренӳ институтӗнче йӗркеленӗ. Кунта ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ, конкурса хутшӑннисене сертификат панӑ.
Интситута кӗнӗ ҫӗрте, вӗрентекенсен куравӗ патӗнче, педагогсене республикӑри фотограф, конкурс жюрийӗн председателӗ А.С.Абрамов кӗтсе илсе саламланӑ.
Дипломсемпе чысланӑ ҫӗре Е.В.Казакова ректор, Г.В.Николаева проректор тата А.Р.Кульева хутшӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ шкулӗн воспитателӗ Е.М.Елегонова ку конкурсра «Пейзаж» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |