
Етӗрне округӗнчи Алексеевка ялӗнче пурӑнакан Елизавета Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫавра ҫулпа саламлама тӑванӗсем, кӳршисем, тӳре-шара килнӗ. Вырӑнти клуб артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ
Елизавета Александровна Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Етӗрне ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, тӑватӑ ачаран асли пулнӑ. 5-мӗш класс пӗтерсен хӗрача колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа Шупашкарти строительство компанийӗнче тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та малалла ӗҫленӗ, 1998 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ.
Паянхи кун Елизавета Александровна сывлӑх енчен аптӑрать, ҫапах вӑл пӗчӗк япаласенчех савӑнӑҫ тупма пӗлет: вӑл пахчари чечексемпе киленме юратать.
Ӗренпурта Ачасене хӳтӗлемелли кун Чӑваш Енри ҫемьене чысланӑ. Ильинсем «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс фестивальте «Ӗҫ династийӗ» номинацире ҫӗнтернӗ
Фестивале хутшӑннӑшӑн ҫемьене ятарлӑ парнепе чысланӑ. Кӑҫал фестиваль виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионтан 14 ҫемье хутшӑннӑ.
Ҫемье Етӗрне районӗнчи Алексеевка ялӗнчен. Вӗсем пултарулӑх енчен аталаннӑ: ял ҫамрӑкӗсен регионсен хушшинчи «Ӑраскал» конкурсӗнче, «Кӗмӗл сасӑра», «Шӑпчӑк сасси» конкурсра, «Асамат» фестивальте ҫӗнтернӗ.
Ильинсем пилӗк ача ӳстереҫҫӗ. Чи асли 17 ҫулта, кӗҫӗнни — 3-ре. Ҫемье пуҫӗ Владислав Ильин ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Ильина килте ачасемпе ларать. Ильинсем пӗрле 18 ҫул пурӑнаҫҫӗ.

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурса Чӑваш Енрен Етӗрне районӗнчи ҫемье хутшӑнать. Ун пек шайри ӑмӑртӑва асӑннӑ районти Алексеевка ялӗнчи Ильинсем кайма кӑмӑл тунӑ.
Владислав Африкановичпа Лариса Юриевна пӗр ҫемьене чӑмӑртанни 18 ҫул иртнӗ. Вӗсем пилӗк ача: тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр — ӳстереҫҫӗ. Ҫемьери чи аслӑ ывӑл 17 ҫулта, кӗҫӗнни виҫҫӗре кӑна-ха. Ҫемьене хакланӑ чух вырӑнтисем вӗсем спортпа туслине палӑртаҫҫӗ. Ильинсем, чӑн та, кил хушшинче тренажерсем те вырнаҫтарнӑ иккен. Пӳртре вара бокс груши ҫакӑнса тӑрать-мӗн. Тӗрлӗ вӑйӑ валли те ҫемье нумай хатӗр туяннӑ.
Уявсене Ильинсем хӑйсен ҫемйипе ирттереҫҫӗ. Уҫӑлма та пӗрле тухса ҫӳреҫҫӗ-мӗн, ҫул ҫӳреме те юратаҫҫӗ, куравсемпе музейсене те ҫитеҫҫӗ иккен. Ильинсен ачисем шкулти мероприятисене хастар хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Ӳркенменскерсем республикӑра тата регионсем хушшинче иртекен конкурссене унччен те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Сӑмахран, ял ҫамрӑкӗсен «Ӑраскал» фестивальне, Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне.
Пӗлтӗр Ильинсем «Етӗрне районӗнчи чи лайӑх ҫемье–2014» конкурсра ҫӗнтернӗ.
