Комсомольски районӗнче, А-151 ҫул, 79 ҫулти ватӑ ҫын машинӑпа инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
«АвтоВАЗ» заводра туса кӑларнӑ «тӑваттӑмӗш» рулӗ умне тытса пыракан водитель ҫул ҫине тухнӑ чухне унпа пыракан машинӑна ирттерсе яман иккен. Ҫавна май вӑл «Датсун» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 4 ҫын шар курнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра ларса пынӑ 4 ҫулти хӗрача тата 50 ҫулти хӗрарӑм, «Жигулири» водительпе унӑн 14 ҫулхи пассажирӗ аманнӑ.
«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.
Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Комсомольскинчи пӗр кафере арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Машинӑра ларнӑ чухне хайхи арҫын пакунлине чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тытса чарнӑ.
Ҫак арҫын Омск облаҫӗнче пурӑнаканскер иккен, 28 ҫулта. Ӑна хӑйсен регионӗнче шыраҫҫӗ. Вӑл унта ҫу уйӑхӗнче влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн лекнӗ. Унӑн тухса ҫӳреме юраман. Анчах вӑл Чӑваш Ене тухса тарнӑ. Кунта та ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Каҫал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Завод урамӗнчи ҫул япӑххишӗн сӑмах лекнӗ. Комсомольски ял администрацине суд ҫула юсама хушнӑ. Укҫана тӳре-шара ҫав тӗллевпе 2022 ҫулта уйӑрма палӑртнӑ.
Завод урамӗнчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта путӑк 14 сантиметр тарӑнӑш, 60 сантиметр тӑршшӗ.
Район центрӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе надзор органӗ асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑка кӑштах саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе йӗркеллӗ туса пӗтермен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски салипе усӑ курман карьер хушшинчи 11 гектара яхӑн хыр вӑрманне касасшӑн. Ҫав лаптӑк «М-12» федераци ҫулне тӑвакансене кирлӗ, строительсем хӑйӑр туянма укҫа перекетлесшӗн имӗш.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Александр Андреева депутат вырӑнти хастарсемпе тӗлпулнӑ.
Организацисенчен пӗри маларах Комсомольски ял тӑрӑхне вӑрман фончӗн ҫӗрне ял тӑрӑхӗн чиккине кӗртме, унтан ҫавӑнта хӑйӑр карьерӗ йӗркелеме ыйтса сӗнӳпе тухнӑ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн генпланне ылмаштарма хирӗҫлекеннисем 100 ытла ҫын тупӑннӑ. Татӑклӑ сӑмаха вырӑнти депутатсем калӗҫ.
Елчӗк районӗнчи суд Комсомольски районӗнчи 22 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ. Каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатас тенӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче ӑнланманлӑх хуҫаланнӑ. Хирӗҫӳ ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе 19 хутчен чикнипе вӗҫленнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Комсомольскинче канализаци ҫӑлкуҫӗнче ача виллине тупнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл йӗркеллӗ пепке те пулса ҫитеймен. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 24-25 эрнесенче ҫеҫ. Ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.
Ҫакӑ паллӑ: варта аталанса ҫитеймен ачана вӗлернӗ йӗрсем ҫук. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Комсомольски районӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш олимп резервӗн шкулӗн велоспорчӗн уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие «Кӗтне» ача-пӑча спорт шкулӗнче паян ирттернӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, спортсменсем хутшӑннӑ.
Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, В. Ярды ячӗллӗ республикӑри спорт шкулӗн аслӑ тренерӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн спорт дисциплинисен кафедрин профессорӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Краснов хӑйӗн ӗмӗчӗ тулнине, тӑван кӗтесӗнче велоспортӑн уйрӑмӗ уҫӑлнине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Уншӑн вӑл республикӑн Спорт министерствине тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.