ҪӖР | 22 |
Республика кунӗ ҫитсе пынӑ май уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пуҫланчӗҫ те ӗнтӗ. Ак, ӗнерех, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Комсомольски ялӗнче пӗри иртрӗ — кунта «Кӗтне» вӑй-хал культурипе спорт комплексне уҫрӗҫ. Халӑх кӗтнӗ ҫурт алӑкӗ малашне уҫӑ пулӗ.
Чаплӑ уява Чӑваш Ен элтеперӗ Михаил Васильевич Игнатьев та хутшӑнчӗ — сӑмах каланӑ хыҫҫӑн комплекс директорне Тихонов Евгений Аркадьевича «Газель» машинӑн ҫӗраҫҫине парнелерӗ.
Мероприяти концертпа вӗҫленчӗ.
Асилтеретпӗр: Республика кунне халалланӑ мероприятисем кӑҫал ытларах Шупашкарта тата Ҫӗрпӳре иртӗҫ.
Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна).
Паянхи кун Комсомольски районӗнчи пушар хуралӗнче 20 ҫын ытла вӑй хурать. Кунсерен унта вӑтамран 3—4 ҫын дежурствӑра хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вут-ҫулӑм тухсан тӳрех ҫула тухаҫҫӗ, инкекрен ҫынсене ҫӑлаҫҫӗ. Пурлӑха упраса хӑвараҫҫӗ.
Пушар хуралӗн 31-мӗш пайӗн ӗҫченӗсемшӗн иртнӗ тунтикун, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чӑваш Республикин пушара хирӗҫ кӗрешекен служби» ПУ начальникӗ В.Ф. Игнатьев унта ӗҫлекенсене «Участникам ликвидации пожаров в 2010 году» (2010 ҫулти пушарсене сӳнтерекенсене) медальсем парса чысларӗ. Наградӑсене илме районти пушар хуралӗн республикӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче вӑрман сӳнтерсе палӑрнӑ ӗҫченсем тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем: Иван Николаевич Порфирьевпа Андрей Владимирович Прохоров караул начальникӗсем, Алексей Владимирович Шемекеев, Александр Сергеевич Самарин, Герман Николаевич Крылов, Андрей Сергеевич Самарин, Николай Николаевич Лупов, Анатолий Федорович Тихонов, Андрей Николаевич Жуков, Сергей Петрович Жуков, Николай Витальевич Мамуткин, Сергей Павлович Краснов пушар хуралӗн ӗҫченӗсем.
Паллӑ ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче икӗ пине яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халӑхӑнах хӑйне евӗр йӑли-йӗрки, тӗн-ӗненӗвӗ. Пирӗн Кӗтне тӑрӑхӗнче те авалтанпах ҫумма-ҫуммӑн чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсем туслӑн пурӑнаҫҫӗ, ирҫе, ҫармӑс тата ытти халӑх ҫыннисем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫывӑхра пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин йӑлисене хӑнӑхса-ӑнланса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑм малалла аталантӑр тесе иртнӗ 2009/2010 ҫулӑн тӑваттӑмӗш чӗрӗкӗнче Раҫҫейри ятарласа суйласа илнӗ регионсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ паракан шкулсенче ҫӗнӗ предмет — ОРКСЭ (Основы религиозной культуры и светской этики) вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыма кӗҫӗн классенче вӗрентекенсене ятарласа Вӗрентӳ институтне чӗнсе илсе хатӗрлени ҫинчен Комсомольски район хаҫатӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш класра вӗренекен ачасем кӑҫал та ҫӗнӗ предмета малалла вӗренчӗҫ. Районти чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене православи тӗн йӗркине вӗрентме кӑмӑл турӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пепкисене этика, ислам тата тӗнчери тӗн йӗркисемпе паллаштарас текенсем те пур. Ачасене вӗренме меллӗрех пултӑр тесе вӗрентӳ кӗнекисемсӗр пуҫне электронлӑ пособисем те кӑларнӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ ултав кунӗ пулсан та, Кивӗ Сӗнтӗр ҫыннисене хальхинче улталамарӗҫ. Тахҫантанпах кӗтнӗ маршрутлӑ автобус чӑннипех ял варрине ҫитсе чарӑнчӗ. Район центрӗнчен Кивӗ Сӗнтӗре ҫитме халӗ питех те меллӗ. Нумай ҫул ҫуран утса тертленнӗ хыҫҫӑн «Комсомольски — Кивӗ Сӗнтӗр — Хырай Ӗнел» маршрутпа автобус ҫула тухни ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн уяв пекех.
Ялти культура ӗҫченӗсем В.Ванюркин, Г.Ванюркина, Е.Костякова, ветерансен совечӗн председателӗ А.Петрова пухӑннӑ ҫынсемпе пӗрле пӗрремӗш автобуса юрӑ саламӗпе, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Водительне вара ҫул ҫинче ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. «Правда» ООО ертӳҫи К.Н.Кокшин та маршрута уҫнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Кӑҫал К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта поэмӑпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 7-11 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ.
Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве икӗ ушқана уйӑрчӗҫ. 7-9 классенче вӗренекенсен хушшинче чи лайӑх ӳкерчӗксем ҫаксен пулчӗҫ: чи лайӑххи 7-мӗш класра вӗренекен Алена Кокаревӑн, иккӗмӗш вырӑнта — Инна Шамбинӑн (8-мӗш клас). Виҫҫӗмӗш вырӑна 8-мӗш класра веренекен Анастасия Андреевӑпа Екатерина Ахметова ӳкерчӗкӗсем йышӑнчӗҫ.
10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче Марина Косовӑн (11б клас), Татьяна Алексеевӑн (10в клас), Михаил Хреновӑн (10б клас) ӗҫӗсене палӑртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсене район конкурсне тӑратӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.