Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Раштавӑн 9-12-мӗшӗсенче Л.Толстой ячӗллӗ Хусанти федераци университечӗ ҫумӗнчи филологи тата культура коммуникацийӗсен институтӗнче Раҫҫейри халӑхсен тата тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫӗршывсен литератури енӗпе студентсемпе шкул ачисен фестивалӗ иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗн вӗренекенӗ Анна Егорова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ – чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Петрова. Патӑрьел районӗнчи Туҫа шкулӗнче ӑс пухакан Валерия Николаева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Татьяна Мишина, Канашри педколледж студентки Ника Александрова, И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Федорова призерсен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: фестиваль финалне Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри, Алтайри, Пушкӑртстанри, Бурятири, Кабарда-Балкарти, Калмӑкри, Комири, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Хакасри, Чӑваш Енри, Якутири 130 ытла студентпа шкул ачи хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Телекӑларӑма 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи пултаруллӑ, калаҫма пултаракан ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кӑларӑмра Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи «Подснежники» (чӑв. Ҫеҫпӗл) ушкӑна ҫӳрекен Мария Александровӑна курӑпӑр.
Шупашкарти хӗрача сӑвӑ хитре калать иккен. Лайӑх астуса юлать. Телешоуна Мария Александр Пушкинӑн «Зимнее утро» сӑввипе кайнӑ.
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче — Шупашкарти пӗчӗк астронома Максим Казынкина, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче — Шупашкарти Лев Гренадёрский географа.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ.
Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур.
Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ.
Сӗт тирпейлекен савут тума Китай усламҫисене урӑх вырӑнта ҫӗр уйӑрса парасшӑн. «Чувашия – Сычуань» агропроекта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ертсе пынипе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер, Китай инвесторӗсем сӗт тирпейлекен савута Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнчи Эхветкасси ялӗ патӗнче тӑвас тенӗччӗ. Унта вӗсем ҫӗр те туяннӑччӗ. Ял халӑхӗ шикленсе ӳкнипе шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсем савутран таса мар шыв урам тӑрӑх юхӗ, ҫывӑхри пӗвене кайӗ тата ытти ҫавӑн йышши пӑтӑрмахран хӑраса ӳкнӗ. Вырӑнтисене шиклентерме вут хуракансем те пулнӑ тесе калаҫаҫҫӗ.
Премьер-министр ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем, Муркаш район администрацийӗнче тӑрӑшакансем, «Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания» тулли мар яваплӑ общество ҫыннисем хутшӑннӑ.
Китай инвесторӗсене тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗр сӗннӗ, ҫав шутра — Канашра та.
Паян Чӑваш Енри вунӑ ҫамрӑка Мускав Кремльне, Президент полкне, хӗсмете ӑсатнӑ. Ҫав ятпа Канашри сбор пунктӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ.
Сумлӑ ҫӗре кайма тивӗҫ пулнӑ яшсене тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ. Ҫав шутра федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, республикӑн ҫар комиссарӗ Алкксандр Мокрушин пулнӑ. Тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ пынӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫара каякансене ырӑ сунса салам ҫитернӗ. Кун пирки Юрий Васильев пӗлтернӗ.
Савӑнӑҫлӑ пухӑва Президент полкӗнчен кӑҫал таврӑннисене те йыхравланӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн сехетне парнеленӗ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑранпа вӑхӑт иртрӗ. Йывӑр суранланса пульницӑна лекнӗ ҫынсен шӑпи еплерех-ши? Аса илтерер: авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Канашран Мускава кайма тухнӑ микравтобус ҫине самосвал кӗрсе кайнӑ. Водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме йышӑннӑ.
Авари вырӑнӗнче 11 ҫын тӳрех вилнӗ. Тепӗр 6 ҫынна, суранланнӑскерсене, пульницӑна ӑсатнӑ. 5 ҫынна сиплесе киле янӑ ӗнтӗ. Шел те, тепӗр 1 ҫын пульницӑра куҫ хупнӑ. Ҫапла майпа авари 12 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Аварире вилнисен тӑванӗсене 250 пин тенкӗ тӳленӗ, суранланнисене вара – 50 пин тенкӗ.
Канашра пурӑнакан пӗр ҫынна кинемейсем чуччупа ярӑнни килӗшмен. Вӑл икӗ ватӑ ҫын «Кайӑк йӑви» евӗр чуччу ҫинче ярӑннине асӑрханӑ. Лешсем ун ҫине урапа хӑпарса тӑни ӑна килӗшмен.
Ҫак ҫын сӑн ӳкерсе ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Канашра пурӑнакансем ӑна сӳтсе явма тытӑннӑ. Пӗрисем кинемейсене ырланӑ. Ара, чуччупа ярӑнни усӑллӑ-ҫке-ха. Теприсем вара кӑмӑлсӑрланнӑ: ачасем чуччу ҫине хырӑмпа выртса ярӑнаҫҫӗ, ватӑсем вара урапа хӑпарса тӑнӑ.
Канаш ҫывӑхӗнче пӗр хӗрарӑм пуйӑсран тухса ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ.
Икӗ пассажирка пирус туртма шухӑшланӑ. Анчах хайхискерсем юлашки вакунра пулнине пӗлмен-мӗн. Шӑп та лӑп ун чухне вакун алӑкӗ уҫӑ пулнӑ тата. Пӗр хӗрарӑмӗ ура айне пӑхмасӑр утӑм тунӑ та рельс ҫине тухса ӳкнӗ, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Пуйӑс Ижевскран Мускава кайма тухнӑ пулнӑ. Канашра темиҫе вакуна вӗҫертсе хӑварнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпӗ – пуйӑс бригадинче, вӗсем алӑка хупмасӑр хӑварнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть.
Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман.
Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ.
Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |