«Раҫҫейре икӗ ыйту — ухмахсем тата ҫулсем», — теме юратаҫҫӗ ыттисенчен тӑрӑхлас килнӗ чух. Ку сӑмах ҫаврӑнӑшне япӑх ҫулпа ҫӳреме тивсен те аса илеҫҫӗ.
Раҫҫейри ҫулсен пахалӑхӗ пирки каланине Канаш хулинчен Йӗпреҫ поселокӗ енне каякансен те калама тивет пулӗ.
Ҫул ванса пӗтнине ӗнентермелле тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче унччен сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑччӗ. Халӗ вара «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал Инстаграмра видео лартнӑ.
Канашран Йӗпреҫе каякан ҫул хӑрушшине, анчах шӑтӑк-путӑка юсама васкаманнине пӗлтернӗ унта.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетри начар виҫӗ участока юсасси паха тата... вӑхӑтра пулса пынине ӗнентернӗ-мӗн.
Пост авторӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе килӗшмест. Вӑл 50597-2017-мӗш номерлӗ ГОСТа аса илнӗ. Унта вара нормативпа килӗшсе тӑман шӑтӑк-путӑка (тӑршшӗ 15 см ытла, тарӑнӑшӗ 5 см ытла пулсан) 5 талӑкран пуҫласа 15 талӑкчен юсамаллине каланӑ. «Регион пӗлтерӗшлӗ трасса ҫинче йӑлт урӑхла. Мӗншӗн?» — пуҫ ватнӑ пост авторӗ.