Канашра пурӑннӑ ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. 1987 улхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгений Федорова юлашки хут кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче курнӑ. Ун чух вӑл Канаш районӗнчи Хунав ялӗнчен юлташӗ патӗнчен тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫитнине тата унпа мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем арҫын ҫухалнине кура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Евгений Федоров хура тӗслӗ колпакпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, тӗксӗм сӑрӑ ҫыхнӑ свитерпа, «РЖД» элемлӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Урине ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли шнуроклӑ, хура ботинка, хура нуски тӑхӑннӑ. Начар тата вӑрӑм арҫыннӑн ҫӳҫӗ хура, кӑтрарах. Хырӑмӗ ҫинче аппендицит тунӑ хыҫҫӑн ҫӗвӗ юлнӑ. Сулахай кӑкӑрӗ тӗлӗнче «ВДВ» тата «А (2) +» тесе ҫырнӑ татуировка пулнӑ. Утнӑ чух ури чапрасси сисӗнет.
Канашри усаламҫа автор прависене пӑснӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те суда янӑ.
55 ҫулти усламҫӑ пӗлтӗр ака уйӑхӗнче хулари ярмарккӑ территорийӗнче хӑйӗн киоскӗнче контрафактлӑ 17 DVD-диск сутма тӑратнӑ. Вӗсенче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ мультипликациллӗ тата ӳнер фильмӗсем пулнӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ саккунлӑ право харпӑрҫине 200 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Айӑпланакан арҫын следовтельсене йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Кӗҫех ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ: Шупашкартан Канаша кайма тухнӑ маршрутка МАЗпа ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен микравтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Микроавтобусӑн водителӗ вилнӗ, салонра пулнӑ ултӑ пассажир, ҫав шутра икӗ ача, суранланнӑ.
Канаш районӗнче автотранспортӑн ҫӗнӗ маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ документра палӑртса хӑварнӑ. Маршрутсене Улатӑр, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче ылмаштарасшӑн.
Чӑваш Енри муниципалитетсен хушшинчи транспорта йӗркелесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута улшӑну кӗртнине ӑна йӗркелекенсем транспорт сетьене лайӑхлатассипе сӑлтавлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, документа ҫынсем, районсен администрацийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем ыйтнипе ҫӗнетме йышӑннӑ.
Правительствӑн йышӑнӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи ҫӗнӗ 4 маршрут уҫма, 15 маршрутӑн схемине ылмаштарма тата 61 маршрута хупма йышӑннӑ. Хупма палӑртнисемпе е ҫӳрекен ҫук, е ун пек ҫулпа хутлаканнисем ахаль те пур.
Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна 7 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ хулан Кӑнтӑр районӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ача пахчи умӗнчен утса иртекен хӗрачана арҫын асарханӑ та ҫӗклесе илсе ҫын ҫӳремен вырӑна — гаражсем патне — йӑтса кайнӑ. Йӑтса чупнӑ вӑхӑтра итлемесен, пӑхӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Хытах сехӗрленсе ӳкнӗ ача хирӗҫ чӗнмен. Хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пурнӑҫласан арҫын тарса ҫухалнӑ. Апла пулин те ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд йышӑнӑвӗпе арҫынна ун чухнех ирӗксӗр хӑварнӑ, халӗ вӑл суд пуласса кӗтет.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле 2 сехет те 40 минутра Канашри Лермонтов урамӗнче пурӑнакан арҫын темӗн ҫатӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Ҫурт ҫунать-мӗн. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр 6 ҫулти ывӑлне тата 37-ри арӑмне чӳречерен урама илсе тухнӑ, хӑй вара каялла кӗрсе ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшнӑ.
Пушарнӑйсем килсен арҫынна урама илсе тухнӑ. Вӑл ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне 40 ҫулти ҫемье пуҫӗ аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман, сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманшӑн тухнӑ.
Палӑртмалла: ирнӗ талӑкра Шупашкарта икӗ пушар алхаснӑ.
Канашра пурӑнакан арҫын тӗреклӗ пулас тесе мышцӑсене ӳстерекен эмелсем саккас панӑ. Анчах ҫакӑ ӑна суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ.
Арҫын ют ҫӗршыв сайтӗнче 80 эмел тӳми тата 10 ампула саккас панӑ. Эмел йышӗнче вара пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман япаласем пулнӑ.
Кӗҫех Раҫҫей почти тавар килнӗ тесе уведомлени панӑ. Арҫын саккаса илме кайнӑ. Анчах унтан тухнӑ ҫӗре ӑна полицейскисем кӗтсе тӑнӑ. Хими тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, эмел йышӗнче метандиенон, станозолол, тестостерон пулнӑ. Вӗсем – организма вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем, кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть.
Арҫын тӗлӗшпе «Вӑйлӑ витӗм кӳрекен япаласене контрабанда туни» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раҫҫейри технологи университечӗ 2018 ҫулта вӗренӳ заведенийӗсем кадрсене мӗнле хатӗрленине тишкернӗ, мониторинг тунӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пилӗк техникумпа колледж Раҫҫейри чи лайӑх 500 вӗренӳ заведенийӗ йышне кӗнӗ.
Списока Шупашкарти медицина колледжӗ, Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗ кӗнӗ.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра 33 вӗренӳ учрежденийӗче вӑтам професси пӗлӗвӗ параҫҫӗ.
Канаш хулинче тимӗр тирпейлекен производство хута яма палӑртнӑ. Вӑл асӑннӑ хулара аталантаракан«Канаш» социаллӑ пурнӑҫпа экономика территорийӗнче вырнаҫмалла.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ территорие резиденчӗ тесе хальхинче «КанПромТех» тулли мар яваплӑ обществӑна йышӑнӑ. Ӑна ҫавна май ятарлӑ реестра кӗртнӗ.
«КанпромТех» предприяти тимӗр-тӑмӑр тирпейлеме палӑртать. Ҫулталӑкра вӑл производство калӑпӑшне 6000 тоннӑна ҫитерме ӗмӗтленет.
Производствӑна хута ярсан предприяти 40 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ туса парӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерстви «КанпромТех» тулли мар яваплӑ общество производствӑна 90 миллион тенкӗ ытла хывма палӑртнине пӗлтерет.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.
Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.
Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |