Канаш округӗнчи Ухман ялӗнче администраци ӗҫченӗсем шкул ачисемпе, волонтерсемпе пӗрле 150 ытла лӑсӑллӑ йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ. Астӑвӑм сачӗ пулӗ вӑл. Ҫапла ухмансем пирӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксене тав туса вӗсене манманнине кӑтартаҫҫӗ.
Хунавсемпе Канаш лесничествин директорӗ Дамир Юнусов тивӗҫтернӗ.
Ҫӗрле Канаш хулинче «Гранта» хӑрушӑ аварие лекнӗ. Унта пулнӑ икӗ пассажирӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем 16-ра тата 18 ҫулта пулнӑ.
Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун чухне шӑпах унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗн машинине тапратса тухнӑ та юлташӗсемпе хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ҫул хӗресленекен вырӑнта машина «семеркӑпа» ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ, ыттисем, виҫҫӗшӗ, аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: водителӗн права пулман.
Нумаях пулмасть республикӑна «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килсе кайнӑччӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ акципе килӗшӳллӗн, вӑл каллех пирӗн пата ҫитӗ. Пуйӑс Чулхула чукун ҫулӗн 45 станцийӗнче чарӑнӗ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра вырнаҫнисенче те.
Пирӗн республикӑна пуйӑс ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Вӑл «Ҫӗмӗрле», «Вӑрнар», «Канаш1» станцисенче чарӑнӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр тата Шупашкар урлӑ иртӗ. Чарӑнура 20 минутран пуҫласа 1 сехет таран пулӗ.
Канашра пурӑнакан ҫемьере харкашу сиксе тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫсе кайнӑ та 37 ҫулти хӗрарӑм электрогитара ярса тытнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Гитарӑпа темиҫе хутчен ҫапнипех ҫырлахман-ха усал хӗрарӑм. Вӑл алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа упӑшкин аллине суранлатнӑ.
Кайран хӑйех васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ, полицие пӗлтернӗ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче Марк Аттай сатирик, педагог ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки район хаҫачӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Марк Аттай (Марк Сергеевич Терентьев) 1905 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа 1924 ҫулта аппаланма пуҫланӑ. Унӑн юптарӑвӗсем «Канаш» хаҫатра, «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.
Шупашкара 1926 ҫулта куҫса килсен рабочи пулса, типографире корректорта тӑрӑшнӑ. Шупашкарти рабфакран вӗренсе тухсан «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ, Канаш районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ.
1927 ҫулта унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Очерк тата фельетон жанрӗсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ.
1936 ҫулта Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, унти шкулсенче тӑрӑшнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ вӑрҫӑра татӑлнӑ.
Канашри пӗр урамра 10 ҫул ҫутӑ пулман. Асӑннӑ хулари Машина тӑвакансен урамӗнче тӗттӗм пулнӑ, каҫхине ҫынсене, ҫав шутра ача-пӑчана та, ҫӳреме хӑрушӑ пулнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ.
Халӗ тӗксӗм участокра 9 юпа тата хунарсем вырнаҫтарнӑ.
Прокуратура хистенипе ытти хӑш-пӗр урамра ҫунса кайнӑ хунарсене те яваплисем ылмаштарнӑ.
Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енре вакансисен ярмӑркки иртӗ.
Ӑна харӑсах ултӑ лапамра йӗркелӗҫ. Ярмӑрккӑ Шупашкара – Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрне тата Шупашкар муниципалитет округӗсенче – кадр центрӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта химипе механика техникумӗн професси хатӗрленӗвӗн центрӗнче иртӗ
Ярмӑрккӑн Раҫҫейри тапхӑрне ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Канашра вырнаҫнӑ «Аркто» компани унти индустри паркӗн резиденчӗсенчен пӗри. Федераци тата регион шайӗнче панӑ ҫӑмӑллӑхсене пула асӑннӑ организаци холодильниксен производствинче хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнӑ.
Канашра туса кӑларакан сивӗтмӗшсене паян Чӑваш Енпе Раҫҫейре ҫеҫ мар, ют ҫӗршывра та пӗлеҫҫӗ.
Компани ҫулсерен ытларах та ытларах сутать. Предприятин техника директорӗ Александр Чурип пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта кӑтартӑва унчченхи ҫулхинчен икӗ хут ӳстерме пултарнӑ.
Продукцин 10 ытла проценчӗ чике леш енне, ҫав шутра Казахстана, Беларуҫе, Кӑркӑстана ӑсанать.
Шупашкарта пурӑнакан 92 ҫулти Галина Маскевич темиҫе ҫул каялла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Галина Фёдоровнӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Анна Христофорова пӑхса тӑрать.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑм Канашри педагогика училищинче веренне, кайран вӑл Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта педагогика институтӗнче куҫӑнсӑр майпа вӗреннӗ. Унтах вырӑнти каччӑпа паллашна, унпа вӗсем Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Хӗрарӑм Варнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче преподавательте ӗсленӗ, литература кружокне ертсе пынӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухса вӑл Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче (унта чирле ачасем ҫӳренӗ) 72 ҫула ҫитиччен тӑрӑшнӑ.
2017 ҫулта кинемей «Исповедь души» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна пичетлеме унӑн веренекенӗсем пулнисем пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |