Кӑҫал федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе 229,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Канаш хулине 135,5 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫапа чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑлатӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче вара Патшалӑх тӑвне тата ун патне илсе ҫитерекен ҫула илем кӳрӗҫ. Кун валли 94,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Юстицин аслӑ канашҫине Сергей Алексеева Канашри районсен хушшинчи прокурора ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ.
Сергей Алексеев 1983 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн прокуратура органӗсенче 15 ҫул тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2020 ҫултанпа ЧР прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ.
Аса илтерер: унччен Канашри районсен хушшинчи прокуратурӑна Сергей Фирсов ертсе пынӑ. 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе вӑл - Шупашкар хулин прокурорӗ.
Канашра пурӑнакан Глеб Семенов кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче маршруткӑна ларса парикмахерские кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӗрарӑм водительпе ӳсӗр пассажир вӑрҫӑннине курнӑ. Арҫын билетшӑн тӳлемен, водителе темӗн те каласа хӑртнӑ.
11-мӗш класра вӗренекен Глеб арҫынна хӑйне йӗркеллӗрех тытма ыйтнӑ. Анчах лешне ку килӗшмен. Арҫын чарӑнура ун хыҫҫӑн тухнӑ та ӑна пӗҫҫинчен мӑйӑр катмалли хатӗрпе ҫапнӑ. Хӗрарӑм водитель тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Глеб Семенова вара ШӖМӗн тав хучӗпе чысланӑ.
Паян 9 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗнче «Тойота» «Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобуспа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑскер, вилнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 7 пассажир пулнӑ. Вӗсем аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Грантӑна» кӑштах лектернӗ, унтан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет.
Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ.
Ҫил-тӑмана пула тӳлевлӗ М-12 ҫула вӑхӑлӑха хупнӑ. Анчах веҫех мар.
Паян ирхине «Автодор» хыпарланӑ тӑрӑх, М-12 ҫинче Тутарстан еннелле каякан ҫула хупнӑ.
«684-836-мӗш ҫухрӑмсенче (Канаш - Шали) машинӑсене яман», - ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» пресс-служби.
Канаш хулинче тӳнсе кайнӑ автокран рабочие суранлатнӑ. Следстви ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тимӗр-тӑмӑртан япаласем туса кӑларакан предприятире пулнӑ. Кран ӗҫленӗ чухне тӳнсе кайнӑ, вӑл йӑтма пуҫланӑ тимӗр листа предприяти водителӗ ҫине ӳкнӗ. Ҫапла ку унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Халӗ следовтельсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Канаш хулинче пурӑнакан Владимир Рожков ӗнер 100 ҫул тултарнӑ. Владимир Васильевич - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ӑна саламлама Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр директорӗ Наталия Иванова та ҫитнӗ. Ветерана Ҫӗнӗ ҫулпа та саламланӑ.
Юбиляр патне РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн салам ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Чӑваш Ен Правительствинчен те парнесем пулнӑ.
Канаш патӗнче «Мерседес» автомбиле пула ултӑ ҫн аманнӑ.
Инкек ӗнер, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче Канаш хулипе «Маяк» чарӑну хушшинче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседесӑн» 30 ҫулти водителӗ хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса вкайнӑ май ҫула май «УАЗ» автомобиле пырса лекнӗ, ҫӑкӑр турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ, ун хыҫҫӑн машинсем ҫине «Гранта» автомбиль пырса кӗнӗ.
Инкекре ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |