
Канашра пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ӗненсе ӑна ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможня витер тухайман-мӗн, ҫавӑнпа куншӑн пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарма хушнӑ, вӑл каланӑ счет ҫине хумаллине ӗнентернӗ.
Ҫапла хӗрарӑм ҫав палламан арҫынна 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа, ытти – кивҫен илнӗ. Анчах куҫарса панӑ хыҫҫӑн хайхи арҫыннӑн пӑсӗ те юлман – ҫухалнӑ.
Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчеч Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Тимофеевсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Анатолий Васильевичпа Зинаида Ефимовна 50 ҫул каялла Канашри ЗАГСра ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Ольга тата Екатерина. Халӗ ултӑ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Тимофеевсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Канаш хулинче ӗҫленӗ. Анатолий Васильевич малтана ПАТПра, кайран Канашри автоагрегат савутӗнче водительте тӑрӑшнӑ. Зинаида Ефимовна КААЗра повар пулса ӗҫленӗ.
Мӑшӑра Канаш округӗн ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

Чӑваш Енре кӑҫал та урамра кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. «Кино под открытым небом» (чӑв. Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино) проекта ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫавна май тӗрлӗ муниципалитетра кино кӑтартма тытӑнӗҫ.
«Школа Бабы-Яги» фильма ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче курма май килӗ. Ӑна Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинчи культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере, Краснорамейскинче тата Шӑмӑршӑра курма май туса парӗҫ..
Кинона кӗҫнерникунсерен, 19 сехет те 30 минутра, кӑтартӗҫ.
Афишӑпа яркоелеточувашии.рф сайтра паллаштарма шантараҫҫӗ.

Чӑваш Енри вӗрентекен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне лекнӗ. Сӑмах – Татьяна Константинова пирки.
Вӑл Финанс университечӗн Канашри филиалӗнче студентсене вӗрентет. Педагог Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци технологийӗсен «Чи ҫамрӑк преподаватель» конкурсне хутшӑнса палӑрнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыври 500 ытла вӗрентекен тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 80 ҫын лекнӗ. Унта Татьяна Вячеславовна хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Жюри ӑна пысӑк хак панӑ. Ҫапла пирӗн ентеш 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Константиновӑна Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа аслӑ вӗрентӗвӗн комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. Ӑна Татьяна вӗрентӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курас килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Енре кӗҫех ятарлӑ проект старт илӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа округсенчи культура ҫурчӗсен умӗнче уҫӑ лапамра кино тӳлевсӗрех кӑтартма пуҫлӗҫ.
Пӗрремӗш фильм «Школа Бабы-Яги» ятлӑ пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ: Шупашкарта — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинче — культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех кинона Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Шӑмӑршӑра курма май пулӗ.
Палӑртса хӑварар: фильмсене ҫулла вӗҫлениччен кашни кӗҫнерникун кӑтартӗҫ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Канашри ишӗлсе пыракан ҫуртра пурӑнакансем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсен ҫурчӗ Автовокзал урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав ҫурта 2018 ҫултах ишӗлекен ҫурт тесе йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ паян кун та татӑлман, вӗсен пурӑнма начар ҫуртра тӗпленсе пурӑнма тивет.
Александр Полтинин хӑйӗн патне йышӑнӑва пынӑ Канаш ҫыннисее тӗплӗн итленӗ, вӗсем илсе пынӑ хутсене тарӑннӑн тишкернӗ, унтан Канашри пайӑн тӗпчевҫисене ку ыйтупа пуҫиле ӗс пуҫарма хушнӑ.
Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫармалла. Ӗҫ вырӑнӗнчи ҫынсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫламанран ҫынсем правине пӑссан шӑпах ҫав статьяпа явап тыттараҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 50 ҫын «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ. Ку хисепсене ахальтен аса илмерӗмӗр. Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Донорсен наци кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кун республикӑра хисеплӗ донорсене кӑкӑр палли парса чысланӑ. Ҫак йышра ултӑ ҫын пулнӑ, вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Канашра пурӑнакансем.
Сӑмах май, паянхи кун республикӑра 9 пин ытла донор пурӑнать. Вӗсенчен 4,7 пин ытларахӑшӗ «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ.

Канаш хулинче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юлашки ветеранне юлашки ҫула ӑсатнӑ. Владимир Рожков 102 ҫулта пулнӑ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулта кайнӑ. Малтанах Брянск облаҫӗнче окоп чавнӑ. Кайран пӗр ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ та унтан госпитальте сипленнӗ. Ҫӗнтерӗве Владимир Васильевич Чехословакире кӗтсе илнӗ.
Сумлӑ ветеранпа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинчи Мухтав Монуменчӗ патӗнче, Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫывӑхӗнче, ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ.
