Ыран, нарӑсан 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен экономикин ҫӗнетӗвӗнчи наци тӳпи» (Национальный компонент в модернизации экономики Чувашии) ятлӑ ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем: «Аталану» тата «Сувар» фондсем, «Юристы за гражданское право» НП.
Пухура республика экономикинчи ӗҫ хальхи вӑхӑтра епле пынине сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑнти (чӑваш) бизнес-пӗрлӗхӗн интересӗсене майлӑ ӗҫлемелли патшалӑх политики пирки калаҫӗҫ.
Ҫавра сӗтеле йӗркелекенсем Чӑваш Ен экономикишӗн, ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансене пурне те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-919-661-53-40, 38-73-76 (Игорь Михайлов)
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ҫӗнӗ клуб уҫнӑ — шашкӑлла тата шахмӑтла выляма кӑмӑлакансен клубне. Ӑна ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем хӗллехи куна интереслӗ ирттерме йӗркеленӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле кӑтартуллӑ вӑйӑсем те ирттереҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӑстасем ачасене хӑйсем вӑййипе кӑҫал та тӗлӗнтерчӗҫ: Верендеев В.А., Мазуркина С.А., Афанасьев В., Шуткин В хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле вӑйӑсене ача-пӑча та хутшӑнчӗ, выляма вӗренсех ҫитейменнисем вара вӗсен вӑййине сӑнаса тӑчӗҫ. Ӑстасем ачасене кӑшлах вӑййа вӗрентсе те илчӗҫ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫак вӑйӑсем шкул ачисен хушшинче сарӑласса шанса тӑраҫҫӗ.
Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ.
Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.
Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр.
Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки.
Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӗртме ҫурла уйӑхӗсенче «Ҫуллахи вӑхӑтӑн ҫӗраҫҫийӗ» ятлӑ ача-пӑча вулавӗн ҫуллахи фестивалӗ иртрӗ. Унта районӑн ял вулавӑшӗсем хутшӑннӑччӗ. Нумай пулмасть, ҫурлан 25-мӗшӗнче, фестивале пӗтӗмлетрӗҫ — Хутарти культура ҫуртӗнче «Ҫу уйӑхӗсен ӑшшийӗ — кӗнекесем» («Это лето было книгами согрето») ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Сӑмах май каласан, уява Ҫӗмӗрлери тӗп вулавӑш ӗҫченӗсен хатӗрлеме тӳр килчӗ.
Фестиваль пирки каласа парас пулсан, ҫу вӑхӑчӗ хушшинче районта вулавӑш ӗҫченӗсем 50 ытла мероприяти ирттерчӗҫ, 8 ҫӗре яхӑн ача хутшӑнчӗ.
Хутарти уяв интереслӗ иртрӗ — хӑнасемпе (фестиваль ҫӗнтерӳҫисем) куракансем умӗнче ачасем сценкӑсем кӑтартрӗҫ, юрласа-ташласа пачӗҫ. Литературӑна пӗлнине те куракансен кӑтартма тиврӗ — пӗчӗк ӑмӑртусем ирттерчӗҫ.
Уяв вӗҫленес умӗн фестиваль ҫӗнтерӳҫисене парнесемпе тата хисеплӗ грамотӑсемпе чысларӗҫ. Ачасен хушшинче парнесене 15-ӗн тивӗҫрӗҫ. Чи хастаррисем: Сергеева Н. (Юманай ял вулавӑшӗ), Арсютова З.
Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫуллахи вӑхӑтра ахаль лармаҫҫӗ — вулавӑшсене, культура ҫурчӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Нумай пулмасть Якунекассинчи вулавӑш умӗнче карта тытса тухрӗҫ, керамика плитисенчен тротуар сарчӗҫ, тӑррине тата чӳречисене сӑрласа тухрӗҫ. Халӗ вара черетпе Иккӗмӗш Хурамашри культура ҫуртне тирпей кӳме тытӑнчӗҫ — стенисемпе чӳречисене сӑрлама та ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ҫурт тӑрринчи шифер тахҫанхиех, ҫавӑнпа ӑна та хальхи вӑхӑтра анлӑ усӑ куракан профнастилпа улӑштарасшӑн.
Ку ӗҫре вӗсене ялти ҫамрӑксем те пулӑшаҫҫӗ — культура ҫурчӗ ытларах вӗсене кирлӗ-ҫке.
Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ.
Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать.
Пуш уйӑхӗнче Красноармейски районӗн тӗп вулавӑшӗ 75 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Ҫак вӑрӑм тапхӑрта ун пурнӑҫӗнче нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ тӗпрен улшӑнчӗ. Паян тӗп вулавӑш 14 ялти 6698 ҫынна кӗнекесемпе тивӗҫтерет. Ҫав вӑхӑтрах унӑн кӗнекесен фончӗпе районти кашни вулаканах усӑ курма пултарать. Хальхи вӑхӑтра вулавӑш ҫумӗнче «Тимлӗх», «Тавра пӗлӳҫӗ», «Чечек юратакансем» клубсем, литература, музыка тата искусство салонӗ, компьютерпа ӗҫлеме вӗрентекенсен, ҫамрӑк суйлавҫӑсен шкулӗсем, пенси тата право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен консультаци клубӗсем пур. Вулавӑш ӗҫ содержанине пуянлатса пырать. Кӗнеке фончӗ ҫӗнелет, халӗ унӑн шучӗ 27 936 экземпляра ҫитрӗ. Библиотекарьсем «Дорога к дому» (район 75 ҫул тултарнине халалланӑ), «Пусть живые знают, пусть поколения помнят» (Ҫӗнтерӳ 65 ҫул тултарнине халалланӑ), «Через книгу к свету», «Учителями славится Россия» программӑсене пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Тӗп вулавӑш ялтисене ҫӗнӗлле ӗҫлеме вӗрентсе пыракан центр пулса тӑрать. Паян Трак енре 15 вулавӑш, вӗсем 9 ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Паян, акан 13-мӗшӗнче, Тӗмшер тӗслӗх вулавӑшӗнче ачасем валли «Кайӑксене пулӑшасси — ырлӑх тӑвасси» викторина иртрӗ. Тӗмшерти тӗп пӗлӳ паракан шкул ачисем ҫак ӑмӑртӑва хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ҫур кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн тавралӑх кайӑк-кӗшӗк юррипе тулнине пурте сисрӗҫ ӗнтӗ — унта та кунта вӗсен чӗвӗлти сассисем илтӗнеҫҫӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене вӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ — шкултан килнӗ хӑнасем интересленсех итлерӗҫ: Куславкка тӑрӑхӗнче мӗнле кайӑк тӗл пулни пирки пурин те пӗлес килчӗ! Ыйтусем ҫине те хуравларӗҫ.
Тӗслӗх вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Чи чаплӑ шӑнкӗрт вӗлли» ӑмӑртӑва ирттерме сӗнчӗҫ — ачасем ку сӗнӳпе килӗшрӗҫ, хутшӑнма шантарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |