Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Атӑл

Республикӑра

Чӑваш Енре 2010 ҫулхи шӑрӑх ҫулла Атӑл леш енче пулнӑ пушарсем пирки фильм ӳкерме палӑртнӑ. Ку ӗҫе «Павел Лунгин мастерсокойӗн» команди пурнӑҫлӗ. Команда Шупашкара килнӗ ӗнтӗ, халхи вӑхӑтра театр артисчӗсен хушшинче кастинг ирттереҫҫӗ. Кинокартина режиссерӗ Дмитрий Волков пулӗ, фильма хальлӗхе «Видео на память» ят панӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрату пирки пулӗ.

Команда 2010 ҫулта Атӑл леш енче пушар сӳнтерме хутшӑннӑ ҫынсене шырать. Кадрсене ӳкерме «чӗрӗ» свидетельствӑсем кирлӗ: мӗнле сӳнтерни, мӗнле транспортпа усӑ курни, ӑҫтан тумтир тата апат-ҫимӗҫ илни… Йӑлтах кирлӗ, ку пулӑмсене чӗрӗ кӑтартма май парӗ.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗр хутшӑннӑ ҫынсем пирки информацие электрон почтӑна йышӑнаҫҫӗ: wolf.d@mail.ru

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем кимӗри ӳсӗр арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ.

Кун пирки хыпар ӗнер 18:53 сехетре дежурнӑй пульчӗ ҫине килнӗ. Муркаш округӗнчи Шомикри кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта юсавсӑр вӗрсе хӑпартнӑ кимӗре арҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса ӑна шыраса тупнӑ.

Ҫитменнине, арҫын ӳсӗр пулнӑ иккен. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: кимӗре вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Сосновка ҫывӑхӗнче Атӑлта пулӑҫ пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра килсе пулӑшнӑ.

Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗнер, пуш уйахӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫӑлав службине шанкӑрав ҫитнӗ: икӗ пулӑҫ ҫыран хӗррине ҫитеймеҫҫӗ, пӗри ирӗлнӗ вырӑнта шыва кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗр тӑхтамасӑр пулӑҫсем патне «Ижора» аэрокимӗпе ҫитнӗ. Иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан вӗсене тухтӑрсене сывлӑхне тӗрӗслеме панӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Елаш ялӗнче пурӑнакан Валентина Архипова ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Валентина Егоровна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ, ҫапах йывӑр ӗҫрен пӑрӑнман: Йӗпреҫ районӗнче вӑрман хатӗрленӗ, Атӑл леш енче торф кӑларнӑ, «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ.

Кайран Валентина Егоровна Елашри фельдшер пунктӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ: куҫ чирӗсенчен сипленӗ, уколсем тунӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Хӑш чухне хӗрарӑмсене ача ҫураттарма та тивнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ӗҫне пӑрахман – вырӑнти фермӑра тепӗр 13 ҫул вӑй хунӑ.

Мӑшӑрӗпе Петр Никитичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл – вӑрҫӑ ветеранӗ. Паянхи кун Валентина Егоровна 10 мӑнукӗпе, 16 кӗҫӗн мӑнукӗпе хӗпӗртесе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17870
 

Тӗн
чувашинформ.рф сайтри сӑн
чувашинформ.рф сайтри сӑн

Кӑшарнире Шупашкарта 5 вырӑнта шыва кӗмелли 6 купель пулӗ. Вӗсен ҫывӑхӗнче ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ, ӑшӑнмалли палатка та пулӗ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе полици, ГИМС, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем дежурствӑра тӑрӗҫ.

Шыва кӗмелли вырӑнсем ҫакӑнта пулӗҫ: Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта (2 купель), Раҫҫей Ҫветтуй Новомоученникӗсен тата Исповедникӗсен чиркӗвӗ патӗнче, Хусан ҫыранӗнче, «Дубки» коттедж поселокӗ ҫывӑхӗнче, Коммуналлӑ Слобода урамӗнчи 50-мӗш ҫурт патӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Пӑтӑрмахсем

Паян Атӑл леш енче, Первомайски поселокӗ ҫывӑхӗнче, 75-ри пулӑҫ путса вилнӗ.

Инкек пулни пирки ҫӑлавҫӑсене паян кӑнтӑрла пӗлтернӗ. Пулӑҫ ҫыран хӗрринчен 300 метр аяккарах пӑр айне кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Палӑртмалла: хӗлле пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв-шур ҫинче пулнӑ пӗрремӗш инкек ку.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хватукасси ялӗ патӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем экстреннӑй службӑна шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле майпа путса вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн варринче ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9945
 

Пӑтӑрмахсем
penza.aif.ru сайтри сӑн
penza.aif.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ӑна Мускав ҫыранхӗрринчи носос станцийӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Чантӑрта пӗр кил хуҫалӑхӗнче вутӑ ҫуннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. Тӑвай округӗнчи Вӑтаяль ялӗнче 75 ҫулти хӗрарӑмӑн кил хуҫалӑхӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Пӗтӗм Раҫҫейри «РАҪҪЕЙШӖН халӑх фрончӗ» общество юхӑмӗ элчисемпе пӗрле тӗп хуламӑрти Якимов ҫырминче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне тухса тӗрӗсленӗ.

Якимов юханшывӗ Атӑла лекнӗ вырӑнта нефть йышши япаласем пуррине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче. Палӑртмалла: ҫак лаптӑк Шупашкар хула администрацийӗн шутланать.

Ҫавна май тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтнӑ.

 

Республикӑра
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ.

Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 26

1969
57
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть