Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.2 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вулавӑшсем

Чӑвашлӑх
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Тӑван чӗлхеҫӗм, янӑра!» темӑпа калаҫу ирттернӗ.

Унта хутшӑннӑ Трак шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекенсем (класс ертӳҫи - Ирина Федорова) Петӗр Хусанкайпа Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗсен чӑваш чӗлхи ҫинчен калакан сӑввисемпе паллашнӑ.

«Хамӑн «Чун уҫҫи» сӑвӑ кӗнекинчи тӑван чӗлхе темипе ҫырнӑ сӑввӑма вуласа патӑм. Калаҫу-тӗлпулӑва Тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Гурьева йӗркелесе пычӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Красноармейскинчи шкулта ӗҫлекен Зинаида Михайлова.

 

Культура
https://vk.ru/wall-211725618_3141 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-211725618_3141 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансен «Хавхалану» клубне йыхравлаҫҫӗ.

Унта нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫисене аса илӗҫ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тата Ҫар мухтавӗн кунӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вулӗҫ.

Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ сӑвӑсем те вулама палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3141
 

Персона
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи вулавӑшра Владимир Константинов таврапӗлӳҫӗне 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.

Владимир Константинов Красноармейски районӗнчи Анат Типҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл - журналист, педагог, таврапӗлӳҫӗ, халӑх академикӗ, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, 10 кӗнеке авторӗ, М. Тинехпи тата Н. Янкас премийӗсен лауреачӗ.

Вырӑнти хастар, Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилейпа ентешне «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем, Трак вӑтам шкул педагогӗсем, Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Иван Прокопьев, ЧНКан Трак енри ӳйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем саламланӑ.

 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ангелина Павловская чӑваш ҫыравҫин «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.

Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Анна Никонорова. Романӑн алҫырӑвӗ «Чӑваш романӗ» II литература конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Кӗнеке хӑтлавне писательсемпе журналистсем, педагогсемпе студентсем, литературоведсем хутшӑнӗҫ.

 

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Лидия Филиппова журналистӑн, ҫыравҫӑн, поэтӑн, публицистӑн кӗнекисене хакласа сӳтсе явма пысӑкран та пысӑк йышпа пуҫтарӑннӑ.

Унта икӗ кӗнекене: «Ух-х, шереметсем!» тата пилӗк чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ «По следам Сеспеля» — ятлисене тишкернӗ.

Автор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ку пулӑм хӑйӗншӗн пысӑк чыс тата ҫитӗнӳ пулнине пытарман. «Кашни автор хӑйӗн ӗҫне юратать, анчах унӑн ӗҫӗ халӑхшӑн кирлӗ пулнине курасси – икӗ хутчен телейлӗрех!» — чӑннипех тӗрӗс палӑртса хӑварнӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall270168791_2852
 

Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн ку уйӑхенчи хӑни Ольга Рубцова пулнӑ.

Литература клубне ҫӳрекен хастарсем хальхинче Ольга Рубцован «Телейлӗ билет» кӗнекине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вӗрентекенсем, авторӑн ҫывӑх тӑванӗсем пухӑннӑ. Литература уявне «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пынӑ.

Пухӑннисем Ольга Рубцовӑна ырласа та мухтаса нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.

 

Культура
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Альбина Юрату Мускавра пӗр харӑс ултӑ кӗнекине презентациленӗ. Кун пирки эпир Телеграмри «Пуринчен малтан» канала вуласа пӗлтӗмӗр.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пӗлтӗр ултӑ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Халӗ вӗсене Мускаври Р.И.Рождественский ячӗллӗ вулавӑшра пахаланӑ.

Кӗнеке хаклавне Валентина Черчен, Аида, Ирина Понамарева, Валентина Попова юрӑҫсем, «Ентеш», «Шевле» ансамбльсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16957
 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ каҫ иртнӗ.

Музейра ҫав кун «Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт» курав уҫӑлнӑ. Поэта саламлама поэтсемпе прозаиксем, кӗнеке кӑларакансемпе вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсемпе артистсем, сӑвӑҫӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ачасем чӑваш халӑх артисчӗсемпе Геннадий Медведевпа тата Наталия Сергеевӑпа тӗл пулнӑ.

Артистсем хӑйсен пултарулӑх ҫулӗ, сцена ҫинчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем ачасем валли ачисем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ май арҫын ачасемпе хӗрачасем артистланса пӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_11506
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ учрежденин 155 ҫулхине халалланӑ юбилей каҫне ирттерӗ.

«В кругу друзей» (чӑв. Туссемпе пӗрле) ят панӑ мероприятие вулавӑша кӗнеке вулама ҫӳрекенсемпе библиотека ӗҫӗн ветеранӗсене йыхравлӗҫ. Ҫав кунах «Люблю! Читаю! Дарю!» (чӑв. Юратӑп! Вулатӑп! Парнелетӗп!) ыркӑмӑллах кӗнеке марафонӗ пуҫланӗ. Кӗнеке фондне пуянлатма пулӑшнисене тӗрлӗ майпа чыслӗҫ.

Уява «Бард-ковчег» автор юррин клубӗ, «Эхо» пӗрлешӳ, «Эткер» фольклор студийӗ хутшӑнӗҫ.

Мероприяти вулавӑшӑн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 97
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ