Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр службисем водительсене руль умӗнче асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ.
Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ӑна епле тасатса тӑнипе пӗрлех транспорт хуҫисем хӑйсене мӗнле тытнинчен те килнине палӑртаҫҫӗ. Асӑрханса ҫӳресен, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнсан инкек те пулмӗ.
Ҫанталӑк пирки сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ тесе йышӑннӑ: ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтсе янӑ май сывлӑшӑн талӑкри вӑтам температури 5 градусран ытла чакнӑ.
Ҫакна та шута илмелле. Ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн тӗп диспетчерскине (8352) 54-05-00, 8-917-679-23-16 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла.
Ҫул-йӗр ҫинче инкексем, шел пулин те, час-часах пулкалаҫҫӗ. Пур чухне те пысӑк пӑтӑрмахпа вӗҫленменни этем кипкепе суралнине пӗлтерет пулинех.
Акӑ, Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх. Ӑна «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ.
Машинӑри видеорегистратор тӑрӑх хакласан, пӗр хӗрарӑм таҫта питӗ васкани сисӗнет. Вӑл автомобиль ҫулӗ патне ҫитичченех чупса пыни курӑнать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул ҫине ҫитсен те хӑвӑртлӑхне чакармасть — унталла-кунталла пӑхмасӑрах вирхӗнсе кӗме ӑнтӑлать. Унччен те пулмасть — такӑнса ҫул варрине персе анать. Юрать-ха, автомашина хуҫи чарса ӗлкӗрет.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнта кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта 28-ти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Шупашкарти Университет урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хытах сехӗрленнӗ — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш подъездсенче пурӑнакансем тӗтӗм шӑршине сиснӗ иккен. Аялти хутра пурӑнакансене сывлама уйрӑмах йывӑр пулса кайнӑ.
Хӑраса ӳкнӗскерсем часрах урама чупса тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле — асӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ аптека, банк, парикмахерски ӗҫченӗсем. Кӗҫех пушарнӑйсем те персе ҫитнӗ — ара, вӗсене пӗр арҫын путвалтан тӗтӗм тухни пирки хыпарланӑ-ҫке. Ҫӑлавҫӑсем икӗ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе ҫитсе тӑнӑ. Вырӑнта вӗсем путвала анса пӑхнӑ та ҫулӑм асӑрхаман. Кайран управляющи компани ҫыннисем ку ҫуртра пӑрҫаран дезинсекци ирттернине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ун пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ теҫҫӗ-мӗн, лешсем вара курман, илтмен, пӗлмеҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.12.2019 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кадышев Михаил Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |