Ултавҫӑсен капкӑнне йӗрке хуралҫисем те, усламҫӑсем те ҫакланаҫҫӗ. Ун пек авӑра ватӑ ҫынсем ытларах лекеҫҫӗ тесе шухӑшлас килет пек те, анчах апла мар иккен.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Осокин каланӑ тӑрӑх, такам та ӗненсе лартма пултарать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне, машинине салука хывса кредит илеҫҫӗ. Унтан укҫана ултавҫӑҫене куҫарса параҫҫӗ.
«Улталамалли меслет нумай. Пӗр-тен пер ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ канаш параймӑн, — тенӗ вӑл. — Эпӗ ҫапах та пӗлмен ҫынсемпе телефона калаҫма тӑхтама сӗннӗ пулӑттӑм».