Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Иртнӗ эрнере ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева ертсе пынӑччӗ, хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑй хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Кунта дезинфекци тӑвасси, маска тӑхӑнасси, гигиена кӗрет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская вӗҫемех рейдсем ирттернине ӗнентернӗ. Автобус-троллейбуссен водителӗсене перчеткесемпе, антисемпитксемпе тивӗҫтерменни, пассажирсенчен ҫурри маска тӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |