Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Херлӗ Чутай районӗ

Культура

Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла.

Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ.

 

РАШ
30

Фунтикпа Беладонна ачасене уявра савӑнтарнӑ
 Галина Зотова | 30.12.2015 17:02 |

Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех йышлӑ ҫемьери тата йывӑр пурнӑҫпа пурӑнакан ачасене Ҫӗнӗ Ҫул уявӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов пулӑшать. Кӑҫал та районти ачасем Хӗрлӗ Чутая уява пуҫтарӑнчӗҫ.

Малтанах вӗсене Пукане театрӗн артисчӗсем спектакльпе савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисене 2016 ҫулпа Чӑвашпотребсоюз председателӗ Валерий Павлов саламларӗ, вӗсене вӗренӳре, спортра ӑнӑҫусем сунчӗ. Хӗрлӗ Чутай администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ачасен ашшӗ-амӑшне пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла талпӑнма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Унтан ачасем чӑрӑш тавра юрласа-ташласа савӑнчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике, Фунтик, Беладонна тата ытти юмах сӑнарӗсем уява илемлетрӗҫ.

Паллах, кашниех Хӗл Мучи парнине илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Сӑнсем (37)

 

Культура

Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.

Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.

 

Культура

Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ.

Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен.

Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать.

Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле.

Малалла...

 

Культура

Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци куравӗ ӗҫлет. Хурт-кӑпшанкӑ пуххине Шупашкарта пурӑнакан энтомолог-коллекционер Виссарион Петрович Лосманов пухса йӗркеленӗ. Каникул вӑхӑтӗнче куравпа ача пахчине ҫӳрекенсемпе шкул ачисем те, аслисем те хаваспах паллашаҫҫӗ.

Музей ертӳҫи Зоя Спипидонова, экскурсовод Валентина Торейкина тата экспонатсене пӑхса тӑракан Елена Чемалинова хӑнасане яланах хавас. Валентина Торейкина пухӑннисене Виссарион Петрович Лосманов биографийӗпе паллаштарать, кураври экспонатсем пирки каласа кӑтартать. «В.П. Лосманов Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗнче 1935-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. 1968 ҫулта куҫӑмсӑр майпа Мускаври политехника институтне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарта конструктор бюро ертӳҫи пулса ӗҫленӗ, 1995 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура. Унӑн ашшӗ Петр Захарович ҫутҫанталӑк пурҫӑнӗ хатӗрлекен комбинатсем валли Китай юман пуҫӑн хуртне ӗрчетнӗ, ывӑлӗшӗн ҫакна сӑнама те интереслӗ пулнӑ. 1968-мӗш ҫултанпа хӑй те лӗпӗшсемпе интересленме тытӑнать. Ҫулленех тӗрлӗ ҫӗре экспедицисене ҫӳресе хӑйӗн коллекцине пуянлатать, куравсем тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелет».

Малалла...

 

Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) 9 ҫул вӗренмелли шкулта кӑҫал ултӑ вӗренекене лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ ятпа алла пӗрремӗш вӗренӳ хутне — аттестата — алла пачӗҫ.

Ирина Сатлайкинӑн аттестатӗнче йӑлтах «пиллӗксем», Николай Софроновӑн, Ксения Семеновӑн, Наталия Соловьевӑн, Алевтина Конновӑн — «тӑваттӑсемпе» «пиллӗксем». Шкул директорӗ Вера Парикова тӑрӑшса вӗреннӗ ачасене хисеп хучӗ парса чысларӗ. Шкул пӗтерекенсене Марина Парикова завуч, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ тата класс ертӳҫи Галина Зотова саламларӗҫ.

Галина Зотова ачасен ашшӗ-амӑшне ачасене тата хӑйне куллен пулӑшса пынӑшӑн, вӗсене тӗрӗс воспитани панӑшӑн чунтан тав турӗ, шкул коллективӗ ячӗпе Тав хучӗсем парса чысларӗ: «Класри ачасемпе чунтанах мухтанатӑп. Вӗсем ҫак ҫулсенче шкул чысне район тата республика, ҫӗршыв шайӗнче яланах ҫӳллӗ шайра тытса пычӗҫ, предмет олимпиадисенче, республикӑра ирттернӗ тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссенче хутшӑнса палӑрчӗҫ. Ирина Сатлайкина, Аля Коннова, Наташа Соловьева, Коля Софронов — спортсменсем, Катя Ильина, Наташа Соловьева, Аля Коннова, Ксюша Семенова — юрӑпа ташӑ ӑстисем, класӗпех — ҫыравҫӑсем, пурте яланах чӑваш сайчӗ ирттернӗ фантастика конкурсне хутшӑнса, нумайӑшӗ Хисеп хучӗсене, хаклӑ парнесене тивӗҫсе.

Малалла...

 

РАШ
17

140 ҫул каялла
 Галина Зотова | 17.12.2011 21:01 |

Штанаш. airfoto.cheb.ru сӑнӗ
Штанаш. airfoto.cheb.ru сӑнӗ

Паянхи кун, 1871-мӗш ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче, шӑп та лӑп 140 ҫул каялла Илья Николаевич Ульянов Кӑрмӑш уесӗнчи Атай вулӑсӗнчи Штанашри халӑх училищине тӗрӗслеме килнӗ, ятарлӑ акт ҫырса хӑварнӑ. Ку акт Чӗмпӗр хулинчи архивра упранать. Ӗлӗкхи вулӑс центрӗн ҫурчӗ ҫине 1968 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Ульянов пирӗн шкулта пулни ҫинчен пӗлтерекен ятарлӑ хӑма вырнаҫтарнӑ. Ун ҫине «1871-мӗш ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче ку шкулта И.Н. Ульянов пулнӑ. 17 декабря 1871 года школу посетил И.Н. Ульянов», — тесе ҫырнӑ.

 

Владимир Ничиков хурӗсем
Владимир Ничиков хурӗсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче пурӑнакан Ничиков Владимир Михайлович хӑй хуҫалӑхӗнче 170 хур усрать. Вӗсене вӑл «Самозанятось» (Хӑйне хӑйех ӗҫпе тивӗҫтерни) программӑпа усӑ курса Канаш хулинчи чӑх-чӗп фабрикинче туяннӑ. Пӗтӗмешле укҫалла 200 хур илнӗ, хальхи вӑхӑтра вара вӗсенчен 30 пуҫ ҫеҫ чакнӑ.

Харпӑр хӑй усламҫа тухма Владимир Михайлович виҫӗ уйӑх каялла ҫеҫ шутланӑ — унччен ӗҫсӗр ҫӳренӗ. Программӑпа усӑ курса илнӗ укҫан пӗр пайне вӑл сарай тума янӑ — хӗл лариччен ӑна хута яма палӑртать. Ҫапла май вара хурсем хӗлле ӑшӑ витере пурӑнӗҫ.

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирртерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑпа фэнтези хайлавӗсен литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш сӑвӑ-калавсем киле пуҫларӗҫ.

Чи малтанхи Хӗрлӗ Чутай районӗнчен ҫитрӗ — Роксана Хромова (тӑтӑшах хутшӑнать) «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» ятлӑ калав ярса панӑ. Канаш районӗнчи РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Янкӑлчри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Шемякина Кристина та хӑйӗн «Юрату паркӗ» калавне вӑраха тӑсмасӑр пирӗн пата ҫитернӗ. Патреккелти (Елчӗк районӗ) шкултан та ярса панӑччӗ — шел те, ӑмӑртун йӗрки-шывне тивӗҫтерменрен (сарӑмпа хатӗрлемен, Arial Cyr шрифтпа ҫапнӑ) ӑна хальлӗхе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарман.

Асилтеретпӗр: Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса панӑ ӗҫсене 1 балл хушса хаклӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 28

1887
134
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1903
118
Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1935
86
Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1969
52
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org