Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрремӗш вӗренӳ хутне алла илчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 23.06.2013 07:24 | 1297 хут пӑхнӑ

Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) 9 ҫул вӗренмелли шкулта кӑҫал ултӑ вӗренекене лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ ятпа алла пӗрремӗш вӗренӳ хутне — аттестата — алла пачӗҫ.

Ирина Сатлайкинӑн аттестатӗнче йӑлтах «пиллӗксем», Николай Софроновӑн, Ксения Семеновӑн, Наталия Соловьевӑн, Алевтина Конновӑн — «тӑваттӑсемпе» «пиллӗксем». Шкул директорӗ Вера Парикова тӑрӑшса вӗреннӗ ачасене хисеп хучӗ парса чысларӗ. Шкул пӗтерекенсене Марина Парикова завуч, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ тата класс ертӳҫи Галина Зотова саламларӗҫ.

Галина Зотова ачасен ашшӗ-амӑшне ачасене тата хӑйне куллен пулӑшса пынӑшӑн, вӗсене тӗрӗс воспитани панӑшӑн чунтан тав турӗ, шкул коллективӗ ячӗпе Тав хучӗсем парса чысларӗ: «Класри ачасемпе чунтанах мухтанатӑп. Вӗсем ҫак ҫулсенче шкул чысне район тата республика, ҫӗршыв шайӗнче яланах ҫӳллӗ шайра тытса пычӗҫ, предмет олимпиадисенче, республикӑра ирттернӗ тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссенче хутшӑнса палӑрчӗҫ. Ирина Сатлайкина, Аля Коннова, Наташа Соловьева, Коля Софронов — спортсменсем, Катя Ильина, Наташа Соловьева, Аля Коннова, Ксюша Семенова — юрӑпа ташӑ ӑстисем, класӗпех — ҫыравҫӑсем, пурте яланах чӑваш сайчӗ ирттернӗ фантастика конкурсне хутшӑнса, нумайӑшӗ Хисеп хучӗсене, хаклӑ парнесене тивӗҫсе. Вӗсен ӗҫӗсем виҫӗ кӗнекере Николай Плотников тата Галина Зотова кӑларнӑ кӗнекесенче темиҫе хутчен те кун ҫути курса, чӑваш сайчӗн ертӳҫи кӑларма хатӗрлекен тепӗр кӗнекере каллех Катя Ильинапа Наташа Соловьевӑн хайлавӗсем кун ҫути курмалла».

Телейлӗ ҫул сире, шкул пӗтерекенсем!

#шкулсем, #Штанаш, #Херлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем