Юрату паркĕ
Ял хĕрри. Ял хĕррипе юхан шыв юхса иртет. Çыранĕсем çӳллĕ, тĕпĕнче тĕрлĕ йывăç кашласа ӳсет. Пĕр айккипе çӳллĕ тăвайкки таçта çити тăсăлать. Учук сăрчĕ теççĕ ăна ял çыннисем. Унта авал уй чӳкĕсене ирттернĕ. Чӳк тумалли вырăнта капмар хурама, патвар юмансем ӳснĕ.
Пĕррехинче çуллахи вăхăтра ялта туй пулнă. Ватă асатте-асаннесем тата ашшĕ-амăшĕн пилĕпе çамрăк мăшăр çемье çавăрма хатĕрленнĕ. Туя ял-йыш тахçанах кĕтнĕ. Туй иртесси йăлтах хăйĕн йĕркипе пынă. Малтан туй каччă килĕнче пуçланнă, хăнасем пуçтарăннă, лашасене кӳлсе тăратнă, хĕре илме кайма хатĕрленнĕ.
Хĕр енчисем те кĕттермен, качча тухас хĕре арçын туйĕ çитнĕ çĕре тумлантарнă, юлашки самантра та хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнă.
Акă каччă туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлешрĕç. Ĕçрĕç те çирĕç, ташларĕç те юрларĕç, пил сăмахĕсемпе, саламсемпе чысларĕç. Кайран Учук сăртĕнчи хурама патне Киремете парне пама тухса кайрĕç. Пĕрер те икшер лаша кӳлнĕ темиçе урапа çине ларса тулнă туй халăхĕ чӳк вырăнне çитет. Парнине те панă, те паман та, анчах анаталла аннă чухне çутçанталăкпа темле ăнланмалла мар пулăм пулса иртет. Малтан хуллен кăна вĕрнĕ çил сасартăках улшăнать: вăйланать, çаврăнать, пĕтĕрĕнет. Çынсем çинчи япаласене хывса илес пек тулашать. Лашасем хартлатма, тулхăрма пуçлаççĕ. Сасартăк çĕр çурăлса каять те, çавăнта пулнă пĕтĕм çын, ачасем, лашасем — пурте çĕр айне анса каяççĕ те çĕрпе хупланаççĕ. Çĕр çийĕ малтанхи пекех тӳрленсе ларать, анчах нимле туй йĕрри те юлмасть.
Çил лăпланнă, хĕвел пăхать, кайăксем юрлаççĕ, кунта хăрушă инкек пулни ниçта та палăрмасть.
Тахçан авал туй çĕр айне анса кайни çинчен çамрăксене ялти ватăсем каласа параççĕ. Çамрăккисем ватăлсан тата ыттисене калаççĕ. Çав вырăнта ачасене кăшкăрашма хушмаççĕ, хытă тĕпĕртетсе чупма та чараççĕ. Хăш-пĕр чухне тулли уйăхлă каçсенче туй анса кайнă вырăнта туй юрри илтĕннине калаççĕ. Ача макăрнă сасă та илтĕнет теççĕ.
Анчах хальхи çынсем вĕсене ĕненсе ларасшăн мар. Паянхи кун унта пысăк сад лартса ӳстернĕ. Темĕн тĕрлĕ çимĕç йывăççи кĕркуннесенче хăйĕн парнисемпе савăнтарать. Улмуççисене пурне те тӳп-тӳрĕ йĕрпе лартса тухнă, хăш-пĕр вырăнта хăйăр сапса тунă сукмаксем пур. Сад варринче çап-çавра кӳлĕ çуталса выртать.
Ял çыннисем пушă вăхăтра кӳлĕ хĕррине уçăлма килсе çӳреççĕ. Кӳлĕ тавралла чăваш литературинче юратушăн кĕрешекен хĕрпе каччăн статуэткисем шап-шуррăн курăнаççĕ.
Кунтах К. Ивановăн Нарспипе Сетнерĕ пĕр-пĕрне алăран алла тытса тăраççĕ, Илпекĕн Селимипе Тухтарĕ çавапа утă çулма кайма тухни курăнать, А Артемьевăн Салампийĕпе Анатолий Алмазов юрă юрлама хатĕрленсе çăварĕсене уçнă, Хв. Уярăн Савтепийĕпе Ухтиван, нихçан та пĕрле пулаймассине палăртнă пек, çурăмĕсемпе çаврăнса тăнă. Каçсерен садри юпасем çинчи электричество лампочкисем таврана çутатаççĕ. Йывăç хушшисенче асамлă çутă çамрăксене уçăлма тухма йыхăрать. Хăлхана йĕрĕнтермелле мар илемлĕ классика музыки янăрать. «Юрату паркĕ» тесе ят панă çамрăксем лартса ӳстернĕ çак илеме.
Çынсем кунта шавламаççĕ, лăпкăн кăна пĕр-пĕрне ял хыпарĕсемпе паллаштараççĕ, малашнехи ĕçсем çинчен калаçаççĕ. Эрех-сăрапа аташасси çинчен маннă ку паркра канакансем. Хулара кăна мар, ял çыннисем те çапла культурăллă канма пĕлни чуна савăнтарать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...