Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӑн положенийӗ

Шкул ачисемпе ҫамрӑксен тата вӗрентекенсем хушшинчи
«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑллӑ хайлавсен
интернет-конкурсӑн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.

Ӑ. Литература тӗсӗ: фантастика е фэнтези.

Б. Тема: хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах.

В. Хушма тема: Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлав ӗҫ-пуҫӗ ҫак авалхи, пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӗҫе лайӑхрах хаклама май парӗ.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсене пайланӑ1:

А. 11-13 ҫулхи ачасем (6-7 кл.)

Ӑ. 14-15 ҫулхи ачасем (8-9 кл.)

Б. 16-17 ҫулхи ачасем (10-11 кл.)

В. 18-30 ҫулхи ҫамрӑксем

Г. Шкул вӗрентекенӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

Пӗр автор конкурса темиҫе хайлав та ярса пама пултарать.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), хайлав темине уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни.

Ҫавӑн пекех хайлава хакланӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсене шута илеҫҫӗ: сайра усӑ куракан тата кивелнӗ сӑмахсене, ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ сӑмахсене усӑ курни (вӗсене мӗн чухлӗ ытларах усӑ курнӑ — хаклав ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах); хайлав калӑпӑшӗ (2 страницӑран ытла пулсан лайӑхрах хаклӗҫ).

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех вулакансен кӑмӑлне кайнӑ икӗ хайлава (шкул ачисем хушшинче тата вӗрентекенсем хушшинче) парнесемпе чыслӗҫ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӑмӑрту 3 тапхӑртан тӑрать:

1. Ӗҫсене йышӑнасси (ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен);

2. Ӗҫсене хакласси, вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлавшӑн сасӑласси (чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен).

3. Вырӑнсене палӑртасси (раштавӑн 1-мӗшӗ)

Ӗҫсене 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. 2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче (ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен) ярса панӑ ӗҫсене хушма балл парса хаклӗҫ. Конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрти юлашки эрнинче (юпан 25-мӗшӗ хыҫҫӑн) ярса панӑ ӗҫсем 1 балл сахалрах илӗҫ.

Хайлавсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Конкурса йӗркелекенсем патне ӗҫе ҫитересси — хутшӑнакансен тивӗҫӗ. Хайлава вӑхӑтра ҫитерейменшӗн конкурс йӗркелӳҫисем яваплӑ мар.

Хайлавсене электронлӑ форматпа ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Текста хатӗрленӗ чухне чӑваш сарӑмне (раскладкине) усӑ курмалла2, «чӑваш шрифчӗсемпе» (Times ET Chuvash, Arial Cyr Chuv йышшисем) усӑ курса пичетленӗ хайлавсене ЙЫШӐНМАҪҪӖ3.

Хайлав калӑпӑшӗ 1 страницӑран кая мар пулмалла (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши – яланхи интервал).

Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче (http://lib.chuvash.org/) кун ҫути курать, конкурса хутшӑнни автор хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет.

Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла. Шаблонне 1-мӗш хушӑмра тупма пултаратӑр.
Хайлавра фантастика е фэнтези паллисем пулмасан, унти ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмасан ӑна ӑмӑртӑва йышӑнмаҫҫӗ.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-10 22:58:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3887 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем