Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Минкӗш

Ял хуҫалӑхӗ

Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.

Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.

Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.

 

Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.

Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.

Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.

Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.

«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).

«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Куславкка районӗнчи Минкӗшре пысӑк футбол уявӗ иртрӗ — ялти командӑна йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ-ҫке!

Ҫак паллӑ куна уявлама ял халӑхӗ лайӑх хатӗрленнӗ — хӑйсемех футбол площадкине юсарӗҫ, хитре календарь кӑларчӗҫ, уява пӗлтерекен баннер туса ҫакрӗҫ. Уява ирттерме уйрӑмах Ю. Именнов, А. Баранов, А. Садовников, М. Мясников, Ю. Казаков, С. Ригов тата ыттисем пулӑшрӗҫ.

Кӑнтӑрла тӗлне футбол тӳремне халӑх пухӑна пуҫларӗ. Уява килнӗскерсем Минкӗшри футбол музейпе те кӗрсе паллашрӗҫ.

Каҫ еннелле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Енӗн футбол федерацийӗн председатель ҫумӗ Ю. Зорин, паллӑ телекоментатор В.Ильин ҫитрӗҫ. Уява чаплӑн уҫса вӗсем ял халӑхне саламларӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ парнесем пачӗҫ.

Уяв икӗ вӑйӑпа вӗҫленчӗ — Минкӗшри футболҫӑсем Куславкка районӗнчи ялсен пӗрлӗхи командипе тупӑшрӗҫ. Вӗсен вӑййи 5:1 счетпа вӗҫленчӗ — Минкӗшсем ҫӗнтерчӗҫ. Ялти аслӑ ҫулсенчисем ытти ял тӑрӑхӗсенчисемпе вылярӗҫ. Хӑнасем ҫӗнтереймерӗҫ, 4:0 счетпа выляса ячӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org