Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Куславкка районӗнче пыл хурчӗ вилет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.06.2019 18:24 | 1520 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.

Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.

Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.

#Пакӑш, #ял хуҫалӑхӗ, #Куславкка районӗ, #Минкӗш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Раиса // 3265.9.6179
2019.06.26 13:53
Ӑҫтан ан вилччӗр ӗнтӗ вӗсем.Пӑхӑр-ха уйсене, тап-таса, пӗр ҫум курӑк ҫук, Европӑри пек. Ҫут ҫанталӑкра кун пек пулмалла мар, кӑштах та пулин,унта-кунта акмасӑр ӳсекен курӑксем пулмалла. Халь пӑхатӑн та, уйсене синтетикӑран тунӑ кавирсем сарса хурнӑ пек. Мӗн чухлӗ им-ҫам тӑкнӑ ӗнтӗ ҫӗре. Кайран хамӑрах ҫӑкӑрпа, пахча ҫимӗҫпе ӑна ҫиетпӗр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем