Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Пушкӑртстанри чӑваш арӗ хурт-хӑмӑр ӗрчетет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 26.06.2019 20:16 | 1580 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш арӗ — хурт-хӑмӑр ӑсти. Владимир Викторов утарҫӑ ҫак ӗҫе кукашшӗпе ашшӗнчен вӗренсе юлнӑ. «Хурт-хӑмӑр ӗҫне пикеннӗ чухне ашшӗнчен пӗр-икӗ вӗлле юлнӑ пулсан, халӗ унӑн утарӗнче вӗсем аллӑ ытла. Хурт пӑхасси ҫӑмӑл ӗҫ мар пулсан та Владимир Викторович ҫак ӗҫе юратса, чунне парса пурнӑҫлать. Хӑех хурт вӗллисем ӑсталать, тӗрлӗ ҫӗре утара тухса, пысӑк тупӑш илсе пыл пуҫтарать, суту-илӳ ӗҫне тытса пырать тата ытти те. Хурт-хӑмӑр ӗҫӗсӗр пуҫне чӑваш арӗ ытти ял ӗҫӗсене те кӑмӑллать: пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп, кӑвакал усрать, хӑй ӑсталанӑ читлӗхсенче ӑратлӑ кроликсем ӗрчетет. Вӑл хӗллехи вӑрӑм каҫсенче те ӗҫсӗр лармасть. Ӑста столяр пулнӑран, ҫуркуннехи кунсем ҫитичченех вӗллесем тата рамӑсем ӑсталать, нумайӑшне заказ майӗпе туса сутать. Хутран-ситрен ҫывӑхри вӑрмансемпе уй-хирсене тухса ҫут ҫанталӑкпа киленет, сунара ҫӳрет.

Ҫапла, XXI ӗмӗрте Владимир Викторович ӗҫпе пиҫӗхсе кун хыҫҫӑн кун ирттерет. Пирӗн шутпа, ытти ҫынсемшӗн вӑл ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Мӗншӗн тесен, «Ялта ӗҫ ҫук» тесе алӑ усса ларма вӑл пӗрре те хӑнӑхман. Ун пек ӗҫчен чӑваш ҫыннишӗн пирӗн савӑнмалла анчах», — пӗлтернӗ «Урал саси» хаҫатра Валентина Архипова.

#ял хуҫалӑхӗ, #Пушкӑртстан, #МИХсем, #Авӑркас районӗ, #Ҫӗньял

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_878
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем