Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Куславкка тӑрӑхӗнче «Выля, купӑс» иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.10.2012 23:27 | 2325 хут пӑхнӑ

Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.

Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.

Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.

Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.

«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).

«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ. 2-мӗш вырӑн Абуков Геннадие лекрӗ, вӑл та ҫак шкултах вӗренет.

Ятарлӑ пӗлӳ илнисем хушшинче ҫаксем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ: Амалекри Трифонов Юрий (1-мӗш вырӑн), Кунерти Фёдоров Борис (2-мӗш вырӑн), Минкӗшри Гаврилов Юрий (3-мӗш вырӑн).

«Хаваслӑ такмаксем» номинацире вара 1-мӗш вырӑна чи ҫамрӑк купӑҫҫӑ — Мушарти Яковлев Иван — тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна «Надежда» ансамбль (Куславкка), 3-мӗш вырӑна Краснова Наталья (Карач) тухрӗҫ.

Фестиваль йӗркелӳҫисем ытти купӑсҫӑсене дипломсемпе хавхалантарчӗҫ.

Сӑнсем (13)

#фестивальсем, #Куславкка, #Куславкка районӗ, #Мушар, #Карач, #Куснар ял тӑрӑхӗ, #Амалек, #Кунер, #Минкӗш, #Куснар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем