Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ.
Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ.
Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |