Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Чурачӑк

Вӗренӳ

Комсомольски районӗнчи шкулсенче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗрен конкурссемпе олимпиадӑсем, семинарсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, сӑмахран, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче хӑйсен черетлӗ фестивальне истори, право, обществознани тата экономика предмечӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальсем кашни ҫулах историри мӗнле те пулин паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: иртнӗ 2015 ҫул — Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне халалланӑ, кӑҫал — XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ декабристсен пӑлхавӗн юбилейне.

Ҫитнӗ хӑнасене малтанах С.А.Лукиянов шкул директорӗ саламларӗ, шкулӑн пуян историпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн педагогсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. Унтан виҫӗ ушкӑна пайланса уҫӑ уроксене ирттерме кӑмӑл тунӑ О.Г.Сорокина (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Р.Д.Тимаев (Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), И.В.Пильщиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) вӗрентекенсем патне саланчӗҫ. Чӑн та, тӗплӗн хатӗрленнӗ ҫамрӑк вӗрентекенсем фестивале: шкул ачисене те, ытти шкулсенчен килнӗ вӗрентекенсене те кӑсӑклантарчӗҫ вӗсем.

Малалла...

 

Культура

Комсомольски районӗнче фольклор фестивалӗ иртнӗ. Каҫалсем иккӗмӗш хут иртекенскере Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Мирлӗ пурнӑҫшӑн» ят панӑ.

Ҫак фестивале ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Владимир Павлов йӗркелесе янӑ. Кӑҫалхи фестивале каҫалсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри К.Иванов ҫулталӑкне те халалланӑ.

Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев тата Комсомольскипе Елчӗк районӗсен ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗ Сергей Данилов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухнӑ.

Аслӑчурчӑксем, кӗҫӗнҫӗрпӳелсем, элпуҫсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче улах ларнине кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Сӗнтӗр каччи Александр Тарасов вӑрҫа тухса кайна салтаксен юррине шӑрантарнӑ.

Сцена ҫине ҫавӑн пекех Хырхӗрринчи «Палан» ансамбль, Асанкасси тӑрӑхӗнчи юрӑҫсем тухнӑ. Юнтапа тата Йӳҫ Шӑхаль ҫыннисем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи мирлӗ пурнӑҫ вӑхӑтӗнчи хӑна юррисене юрланӑ.

 

Тавралӑха илемпе хӑтлӑх кӗртес ӗҫе ҫӗр типсе ҫитнӗ хыҫҫӑн тытӑнаканччӗ. Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем те ҫаплах тунӑ-ха. Анчах хӗл каҫипе пухӑннӑ тасамарлӑха пуҫтарнипех ҫырлахман вӗсем, Ҫӗнӗ урам вӗҫӗнче йывӑҫ лартса хӑварнӑ вырӑна карта тытса ҫавӑрма йышӑннӑ.

Зверевсем, Ефремовсем, Наумовсем тата Яковлевсем унта ҫемье йывӑҫҫи те лартас тенӗ.

 

Аслӑ Чурачӑк Яндекс карттинче
Аслӑ Чурачӑк Яндекс карттинче

Ял ҫыннисемшӗн кашни магазин уҫӑлни хӑйне евӗр хаваслӑ уяв пулса тӑрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ҫак кунсенче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Встреча» кафен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Райпо тытӑмӗн ҫӗнӗ обществӑлла апатлану точкине хута янӑ ҫӗре Чӗчкен ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене чи малтанах район пуҫлӑхӗ, райпо совечӗн председателӗ Евгений Карпеев саламларӗ. Ҫак кафе ҫывӑхра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, районшӑн та питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ, строительсене ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тунӑшӑн тав турӗ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Лукиянов кафе хӑнасене кӗтсе илме яланах хатӗрри питӗ меллӗ пулнине, вӑл ял ҫыннисен культура шайне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗ, ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех райпо председателӗн ҫумӗ Людмила Сорокина, райпо совечӗн членӗ Василий Николаев ҫак кафене тӑвас ӗҫре вӑй хунисене чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, ҫакӑн евӗр учреждени таврара урӑх ҫуккине ҫирӗплетрӗҫ.

Малалла...

 

РАШ
18

Асра юлмалли кун
 Walentina Lep. | 18.12.2011 08:50 |

Ачасем Иван Кузьмин артистпа
Ачасем Иван Кузьмин артистпа

<p>Нумаях пулмасть Хырхӗрри шкулӗнчи пуҫламӑш классенче вӗренекенсем тӗп хуламӑрти пуканесен театрӗнче пулса курчӗҫ. Ача-пӑча Ҫӗнӗ ҫула чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, Хӗл Мучи парнесем парасса шанать. Ҫавӑнпах пуль, вырӑс халӑх юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Морозко» спектакль ачасен кӑмӑлне кайрӗ, паканесем вӗсене чӗрӗ ҫын пекех туйӑнчӗҫ.</p>

<p>Спектакль хыҫҫӑн шӑпӑрлансем пуканесем упранака пӳлӗмре пулса курчӗҫ. Тӗлӗнмелли нумай кунта: урайӗнчен пуҫласа мачча таранах вырнаҫтарнӑ ҫӳлӗксем ҫинче пин-пин пукане саркаланса ларать! Экскурсовод ачасене мӗнле-мӗнле пуканесем пулни ҫинчен каласа пачӗ: марионеткӑсем, петрушкӑсем, гапит ҫинчи пуканесем, пятачок пуканесем тата ытти те. Асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ ачасем.</p>

<p>Юлашкинчен хамӑр районти Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ артистпа Иван Кузьминпа тӗлпулу иртрӗ. Тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ килӗсене ачасем, асаилӳсем нумайччен хумхантарӗҫ-ха вӗсене.</p>

<p>Интереслӗ экскурси йӗркеленӗшӗн З.Н.Воробьёва, Г.В.Храмова вӗрентекенсене тав сӑмахӗ клас килет.

Малалла...

 

Ыран, Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм студент, пӗтӗм вӗрентекен (вӗсемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те) Пӗлӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑкра вара ку кун тата уҫӑмлӑрах иртӗ — вӗсем ҫӗнӗ шкул ҫуртӗнче вӗренме тытӑнӗҫ.

 

Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкула 1840 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Вӑл ун чухне завство училищи ятлӑ пулнӑ. Шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне вара 2006 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. 2007 ҫулта республика укҫа-тенкинчен ӑна туса пӗтермешкӗн 14,4 млн. тенкӗ, вырнӑнти бюджетран 200 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра ӑҫталӑхпа информатика пӳлӗмӗсем, апатлану пӳлӗмӗ пур, спортзала йӗркелесе пӗтереҫҫӗ. Шкула интертетелпе ҫыхӑнтарнӑ, вӗсен шкул сайчӗ те пур.

 

Шкулта 125 ача вӗренӗ, вӗсен ӑсне 13 вӗрентекен ӳҫтерӗ. Турипе Анат Тимӗрчкасси тата Чӗчкен ялӗнчи ачасене шкул автобусӗ илсе ҫитерӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org