Тавралӑха илемпе хӑтлӑх кӗртес ӗҫе ҫӗр типсе ҫитнӗ хыҫҫӑн тытӑнаканччӗ. Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем те ҫаплах тунӑ-ха. Анчах хӗл каҫипе пухӑннӑ тасамарлӑха пуҫтарнипех ҫырлахман вӗсем, Ҫӗнӗ урам вӗҫӗнче йывӑҫ лартса хӑварнӑ вырӑна карта тытса ҫавӑрма йышӑннӑ.
Зверевсем, Ефремовсем, Наумовсем тата Яковлевсем унта ҫемье йывӑҫҫи те лартас тенӗ.