Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнче Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа мероприяти ирттернӗ. «Кашни кӗтес хӑйӗн пултаруллӑ та маттур ҫыннисемпе пуян. Комбайнер-и вӑл е бухгалтер-и, вӗрентекен-и, сутуҫӑ-и, поэт-и... Тӗрлӗ профессире палӑраҫҫӗ вӗсем», — тенӗ Иван Чернова халалласа асӑну хӑмине уҫнӑ май. Иван Иосифович Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, «тӑван шкулшӑн, ял тӑрӑхӗшӗн тата тӑван колхозшӑн чунне парса ӗҫленӗ». Пурӑннӑ пулсассӑн вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултармалла пулнӑ. Иван Чернов вырӑнти ял тӑрӑхне тата ял хуҫалӑх предприятине чылай ҫул ертсе пынӑ. Асӑну каҫне ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ, шкулта вӗренекенсем, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑн тата районтан килнӗ хӑнасем, Иван Черновпа пӗрле ӗҫленисем хутшӑннӑ. Иван Чернов ӗҫленӗ колхоз правлени ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |