<p>Нумаях пулмасть Хырхӗрри шкулӗнчи пуҫламӑш классенче вӗренекенсем тӗп хуламӑрти пуканесен театрӗнче пулса курчӗҫ. Ача-пӑча Ҫӗнӗ ҫула чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, Хӗл Мучи парнесем парасса шанать. Ҫавӑнпах пуль, вырӑс халӑх юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Морозко» спектакль ачасен кӑмӑлне кайрӗ, паканесем вӗсене чӗрӗ ҫын пекех туйӑнчӗҫ.</p>
<p>Спектакль хыҫҫӑн шӑпӑрлансем пуканесем упранака пӳлӗмре пулса курчӗҫ. Тӗлӗнмелли нумай кунта: урайӗнчен пуҫласа мачча таранах вырнаҫтарнӑ ҫӳлӗксем ҫинче пин-пин пукане саркаланса ларать! Экскурсовод ачасене мӗнле-мӗнле пуканесем пулни ҫинчен каласа пачӗ: марионеткӑсем, петрушкӑсем, гапит ҫинчи пуканесем, пятачок пуканесем тата ытти те. Асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ ачасем.</p>
<p>Юлашкинчен хамӑр районти Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ артистпа Иван Кузьминпа тӗлпулу иртрӗ. Тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ килӗсене ачасем, асаилӳсем нумайччен хумхантарӗҫ-ха вӗсене.</p>
<p>Интереслӗ экскурси йӗркеленӗшӗн З.Н.Воробьёва, Г.В.Храмова вӗрентекенсене тав сӑмахӗ клас килет. Ҫакӑн пек мероприятисем татах пуласса шанас килеть.</p>