Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аслӑ Чурачӑкри кафе хӑнасене кӗтсе илме хатӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.11.2012 13:22 | 1873 хут пӑхнӑ
Аслӑ Чурачӑк Яндекс карттинче
Аслӑ Чурачӑк Яндекс карттинче

Ял ҫыннисемшӗн кашни магазин уҫӑлни хӑйне евӗр хаваслӑ уяв пулса тӑрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ҫак кунсенче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Встреча» кафен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Райпо тытӑмӗн ҫӗнӗ обществӑлла апатлану точкине хута янӑ ҫӗре Чӗчкен ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене чи малтанах район пуҫлӑхӗ, райпо совечӗн председателӗ Евгений Карпеев саламларӗ. Ҫак кафе ҫывӑхра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, районшӑн та питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ, строительсене ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тунӑшӑн тав турӗ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Лукиянов кафе хӑнасене кӗтсе илме яланах хатӗрри питӗ меллӗ пулнине, вӑл ял ҫыннисен культура шайне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗ, ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех райпо председателӗн ҫумӗ Людмила Сорокина, райпо совечӗн членӗ Василий Николаев ҫак кафене тӑвас ӗҫре вӑй хунисене чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, ҫакӑн евӗр учреждени таврара урӑх ҫуккине ҫирӗплетрӗҫ.

Райпо ӗҫченӗсем ахальтен мар шӑпах ҫак ялта обществӑлла апатланӑвӑн пунктне тума шут тытнӑ. Аслӑ Чурачӑк районти чи пысӑк ялсенчен пӗри шутланать, кунта 700 ытла ҫын пурӑнать. Эппин, кафе пушӑ лармасса, халӑха та, унта ӗҫлекенсене те усӑ кӳрессе шанма пулать. Ҫынсене аякка ҫӳремесӗрех хӑтлӑ пӳлӗмре тӗл пулса шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларма, пӗр-пӗр уява пуҫтарӑнса ирттерме май туса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ паянхи ял хуларан нумай кая юлманнине ҫирӗплетет, ялтан писсе хуланалла талпӑнакансен шутне чакарасса шанас килет.

«Встреча» кафери тӗп залра 60 ҫын вырнаҫма пултарать. Унсӑр пуҫне 15 вырӑнлӑх банкет залӗ пур. Ҫавӑн пекех сулхӑнра чейпе сӑйланма кӑмӑллакансемшӗн ҫуллахи веранда ӗҫлет.

Ҫак кун савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисен райпо тытӑмне кӗрекен предприятисем туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхма май пулчӗ. «Встреча» кафере ирттернӗ тӗл пулусен шучӗ ӳстӗр. Унӑн алӑкӗсем апатланас, ларса канас текенсемшӗн яланах уҫӑ пулччӑр», — пӗтӗмлетрӗҫ уява пынисем.

Палӑртмалла: суту-илӳ, обществӑлла апатлану енӗпе ӗҫлекен усламҫӑсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать пулсан та, райпо тытӑмӗ вӗсенчен кая юлмасть. Магазинсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнелсе сӑн-сӑпатне улӑштараҫҫӗ, ҫӗнӗ суту-илӳ, апатлану вырӑнӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Райпо ӗҫченӗсем малашне районти ытти ялсенче те ҫакӑн евӗр кафесем туса лартасса шанас килет.

#Аслӑ Чурачӑк, #Чӗчкен ял тӑрӑхӗ, #кафесем, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем