Республикӑра
![]() https://svobody.pl/pagination/46 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пӗр кунлӑха эрех сутма чарӗҫ. Ун пек чарусем, тӗрӗссипе, унччен те пулкаланӑ-ха. Ҫапла йышӑну уявсемпе ҫыхӑннӑ. Хальхинче лавккасенче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутма юрамӗ. Аса илтерер: пирӗн республикӑра Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ятарлӑ йышӑну кӑларнӑччӗ. Унта эрех-сӑра сутассипе ҫыхӑннӑ йӗркене, хӑҫан тата мӗнле сутассине пӑхса хӑварнӑ. Халӑх валли ирттерекен пысӑк уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Пӗлӳ кунӗ те ҫавӑн пекки шутланать. Анчах кӑҫал вӑл вырсарникуна лекнӗрен ачасем парта хушшине авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫеҫ ларӗҫ. Апла пулсан эрехе ҫав кун сутма юрамӗ. Саккуна пӑхӑнманнисене явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |