Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Етӗрнере ҫӗнӗ шкул уҫӑлнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 19.08.2019 20:42 | 207 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрнере пурӑнакансем питӗ савӑннӑ: унта пуҫламӑш шкул хута кайнӑ. Красноармейск урамӗнче вырнаҫнӑскере 300 ача вӗренме ҫӳрӗ. Шкула тумашкӑн 169,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлӳ ҫуртне Етӗрне хулин ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурлан 17-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Унччен, 2016 ҫулта, 1-мӗш шкула авариллисен йышне кӗртнӗ, алӑкне хупнӑ. Ачасем кун хыҫҫӑн 3-мӗш шкула ҫӳренӗ, икӗ сменӑпа вӗреннӗ. Халӗ ав ҫӗнӗ шкул вӗсене Пӗлӳ кунне йыхравлӗ.

Шкул виҫӗ хутлӑ. Унта спортзал, вулавӑш, акт залӗ, апатланмӑш, медицина блокӗ пур. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫак ҫӗнӗ шкулӑн партисем хушшине 325 ача ларӗ. Вӗсене 16 педагог вӗрентӗ.

#вӗренӳ, #шкулсем, #Етӗрне, #ачасем, #Пӗлӳ кунӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тутарстанри Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчен вӗренмелли пур
2019, 04, 09
Шупашкарти пӗр шкул директорне явап тыттарнӑ
2019, 04, 24
Хула ачисем чӑваш чӗлхине вӗренесшӗн
2019, 04, 29
Инженери-техника шкулӗ уҫӑлӗ
2019, 07, 21
«Садовый» микрорайонти ачасене автобуспа илсе ҫӳресшӗн
2019, 08, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org