Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 61-мӗш шкул ҫумӗнче инженери-техника шкулӗ уҫӗҫ. Ку проект пурнӑҫланасси вӗренӳ учрежденийӗн ҫӗнӗ корпусне уҫнипе ҫыхӑннӑ. Проекта 1-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта шӑпӑрлансене инженери-техника профилӗнчи профессисемпе паллаштарӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – 5-7-мӗш классем валли. Вӗсем валли проектированипе практика занаятийӗсем те пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта ачасем шкулти пӳлӗмсемпе лабораторисенче кӑна мар, Регионсен хушшинчи компетенци центрӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче те вӗренӗҫ. Шкул ачисемпе Чапаев савучӗ тӳрреммӗн ӗҫлӗ. Кун хыҫҫӑн ачасем икӗ ҫултан пӗрне суйлама пултарӗҫ: колледжсен е техникумсен ҫумӗнче профиль вӗренӗвне малалла тӑсӗҫ е 11-мӗш класс хыҫҫӑн аслӑ шкулта инженери-техника специальноҫне суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |