Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нӑрваш Шӑхальте «Сарпи вулавӗсем» иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 22.01.2011 18:09 | 2740 хут пӑхнӑ
Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем
Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем

Кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, 30 градуса яхӑн сивӗ тӑракан вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче чӑваш сӑвӑҫин, ҫыравҫин тата драма ӑстин Раиса Сарпин литература каҫӗпе «Сарпи вулавӗсем» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Конкурс кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ, халалласса та ӑна Раиса Васильевна 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Йӗркелекенсем: Раиса Сарпи, Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, «Труд» (чӑв. Ӗҫ) хуҫалӑх. Конкурса ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас, сӑвӑ ҫырма ӑста ачасене палӑртас, ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне уҫса парас шухӑшпа ирттернӗ. Ӑмӑртура 2 номинаци пулчӗ — Раиса Сарпи сӑввисене вуласси, тата ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвва каласа парасси.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, шартлама сивве пӑхмасӑр Нӑрваш Шӑхаль шкулне ачасем чылаййӑн пухӑннӑччӗ — 70 ытлаччӗ вӗсем. 22 шкултан килнӗччӗ. Сарпи сӑввисене вуласа малти вырӑнсене Екатерина Шурякова (1 кл, Аслӑ Арапуҫ шкулӗ), Милана Наумова (4 кл, Патӑрьелти 1№ шкул), Татьяна Жегалина (6 кл., Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ), Анастасия Салмина (9 кл., Кивӗ Ахпӳрт шкулӗ) тухрӗҫ.

Хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пӗрремӗш вырӑнсене Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекен Александр Кондратьев тата 6-мӗш класра вӗренекен Любовь Мешкова йышӑнчӗҫ.

12 сехетре халӑхпа лӑк тулнӑ клубра Раиса Сарпин литература каҫӗ пуҫланчӗ. Шкул ачисем, педагогсем, ял хоре курма пухӑннисене концертпа савӑнтарчӗҫ. Вӗсен хушшинче Раиса Сарпи сӑввипе Бородкин В.М. кӗвӗленӗ юрӑсем те пурччӗ.

Концерт хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ — малти вырӑна тухнисене пылак торт лекрӗ. Ҫавӑн пекех пур ҫӗнтерӳҫе те ӗнентерӳ хучӗсем, дипломсем пачӗҫ, кӗнекесемпе чысларӗҫ.

Мероприятине Раиса Сарписӗр пуҫне ҫавӑн пекех Альбина Юрату, Олег Цыпленков, Ӑсан Уҫӑпӗ хутшӑнчӗҫ.

 

Сӑнсем (223 сӑн)

#Кивӗ Ахпӳрт, #Патӑрьел, #Пӑлапуҫ Пашьел, #Нӑрваш Шӑхаль, #литература каҫӗсем, #Патӑрьел районӗ, #шкусем, #Аслӑ Арапуҫ

 

Комментари:

2011.01.23 10:17
Аçтахар Плотников
Сăнсем хушрăм — 223 сăн!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем