Нӑрваш Шӑхаль (выр. Норваш-Шигали) — Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи ял. Вӑл Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн административлӑ тӗпӗ шутланать.
Географийӗ
Ял район центрӗнчен — Патӑрьел ялӗнчен — 12 километр хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхне ҫавӑн пекех Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗпе Ясная Поляна поселокӗ кӗреҫҫӗ.
Историйӗ
Ял 1927 ҫултанпа администраци центрӗ пек паллӑ. Малтанхи ячӗсем: Аслӑ Шӑхаль (1917), Чиркӳллӗ Шӑхаль (1927). Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче ял шуррисен аллинче пулнӑ. Ялта Сӑваплӑ Николай храмӗн православли прихучӗ ӗҫлет.
Халӑх йышӗ
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 1092 ҫын пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, 1224 ҫын пулнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем.
Паллӑ ҫыннисем
- Чекушкин Владимир Иванович (1936 ҫулта ҫуралнӑ) — философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, чӑваш халӑх юррисен юрлакан. Хирти Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ, каярах ку ял Нӑрваш Шӑхаль йышне кӗнӗ.
- Чекушкина Клара Ивановна (1941 ҫулта ҫуралнӑ) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, юрӑҫ.
- Калентьева (Ягупова) Ирина Николаевна (1977 ҫулта ҫуралнӑ) — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, 2007 ҫулта маунтинбайк енӗпе тӗнче чемпионӗ, Пекинти XXIX ҫуллахи Олимпиада вӑййисен бронза призёрӗ. Нӑрваш Шӑхаль ялӗн тата Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ.
- Николаев Анатолий Арсентьевич (1965 ҫулта ҫуралнӑ) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ.
- Сарпи (Бородкина) Раиса Васильевна (1951 ҫулта ҫуралнӑ) — чӑваш сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
- Исаев Юрий Николаевич (1969 ҫулта ҫуралнӑ) — Раҫҫейри чӗлхеҫӗ-ӑсчах, патшалӑхпа политика ӗҫченӗ.
- Пушкин Василий Николаевич (1953 ҫулта ҫуралнӑ) — педагог, литература тӗпчевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Инфраструктура
Ялта вӑтам пӗлӳ паракан шкул, тухтӑр амбулаторийӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш ӗҫлеҫҫӗ. Сӑваплӑ Николай храмӗ пур.
Экономика
«Труд» ЯХПК ӗҫлет.
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-26 17:13:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11 хут пӑхнӑ.