Чун


«Мĕнпе-ши чун канать?...»


Мĕнпе-ши чун канать? Юратупа?

Ун умĕнче пуç пĕкрĕм, упалентĕм,

пуççапрăм эп ăна, сӳслентĕм.

Манран вăл тарчĕ вĕтĕ юртăпа.

 

Мĕнпе-ши? Тен, канать вăл туслăхпа?

Туссен умне чуна эп сарса хутăм.

Каçар, эй, Турă! Мĕн ку? Йăнăш утăм!

Чун такăнма пуçларĕ, куçăхма.

 

Тен, канăçĕ эрех хăватĕнче?

Çук мар, пурах иккен эрех хăвачĕ:

чĕре, пĕвер, вар-хырăм сусăрланчĕ.

Йĕрсе ларать чун шăппăн тĕпĕнче.

 

Мĕнпе-ши чун канать? Сăвăпала?

Е çулçă çумăрĕпеле кăшт канĕ?

Кĕрхи вут-хĕмлĕ капăр ял вăрманĕ...

Сисеп, кунта ман чун лăштах пулать.

 

Тӳпе тĕнчи инçе, ытла таса.

Пĕлсе çитме çукран тӳпе — тӳпе-тĕр.

Тӳпе пирки те шухăшлатăп эпĕ,

кĕрхи çулçа алра вăрах тытса...

Ан ташла, урхамах


Ан ташла, урхамах, ман умра,

Çавапа вилĕм тăрать çумра.

Санăн пулĕ хуçу урăххи,

Тен, манран та чылай лайăххи...

 

Чун тени паян — пур, ыран — çук,

Ăнланмастпăр çакна çамрăк чух.

Çавăнпа вăй çитер савăнма,

Вăхат çук куççульпе çăвăнма.

 

Ан ташла, урхамах, ман умра,

Çавапа вилем тăрать çумра.

Чун тени çав-çавах чĕрĕ çав,

Вилес килет тени вăл — çăхав!

Амăшĕн чунĕ


Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.

Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ

Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

 

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.

Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ

Çак килте, çак йышра ун сăмахĕ çукран.

Чул хушшинчи чун


Пĕтнĕ тейĕн пархатарĕ,

Киленсе унта-кунта —

Пĕлĕт çĕрĕпе таптарĕ

Ăшă чунлă кăвайта.

 

Вăл çапла ташланă хыççăн

Типĕ çип те çук çумра.

Кашкăр пек улать çил выççăн,

Хăвалать-ши çумăра?

 

Тăрăшсах вĕретĕп — пĕтĕм

Кăвайта сывлаттарам.

Кăмрăк хуп-хура. Шур тĕтĕм

Çĕкленмест, кĕтни харам.

 

Хĕрлĕ юнлă пĕр кăвар та

Курăнмасть кĕл ăшĕнче.

Вилĕ пек ăна хăвартăм

Шухăшăн çăви çинче.

 

Чим, чула сирсе пăхатăп —

Йăл кулса илет хĕлхем:

— Пурнăç пуринчен паха та...

Чун тени, чăтма пĕлсем...

Юр çăвать


Ӳкĕнсе пыратăп. Юр çăвать.

Ман хыçра таптанса йĕр юлать.

Урасем таса мар пулнăран

Хăварап хура йĕр хыçăмран.

 

Ӳкĕнсе утатăп. Юр çăвать,

Йĕрĕме витсе вăл тасатать.

Шухăшлатăп: «Хамăн ăшăма

Шуйттана ма патăм варлама?»

 

Чунăмра тата та хурарах:

Тĕттĕмре хăварчĕ çав хурах.

Тасине таптарĕ варласа,

Ыррине пĕтерчĕ вăрласа.

 

Ирçĕр шухăшран хăпайманран

Йĕрĕнсе пыратăп эп хамран.

Йĕрĕнетĕп хамăн чĕремрен —

Чĕреме иленнĕ çĕленрен.

 

Чĕремрех çав ирсĕр хĕвĕшет,

Тарăхать, вăрçать вăл, кĕвĕçет:

Ав курсам, сăхасшăн вăл кӳрше,

Ав курсам, йĕплесшĕн пĕлĕше.

 

Ылханать, элек сарать, витлет,

Тап-таса çыннах ятлать, питлет.

Пуçăма вăлах çӳле çĕклет:

«Эс хăв çеç маттур!» — тет, хĕтĕртет.

 

Ӳкĕнсе утатăп. Юр çăвать,

Йĕрĕме хуплать вăп, тасатать.

Пĕр ыйту кăшлать халь ăсăма:

Кам тасатĕ манăн ăшăма?

«Укçашăн, чапшăн чунна ан сут!..»


Укçашăн, чапшăн чунна ан сут!

Суялăх-нишлĕх лаприне ан пут!

Чун — ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми вут.

Чунна ыр ĕçшĕн, тусăм, çут!

Чунсем хушши


Турра тавах, хăлха илтет-ха манăн!

Эп шăплăха та хатĕр тăнлама…

Сан кăшкăрса тухан кашни сăмахăн

Тӱрккеслĕхĕ хуçать кăмăлăма.

 

Чунсем хушши нивушлĕ пысăкланчĕ?

Ытла инçе эпир пĕр-пĕринчен.

Тахçанччĕ çирĕп ăнлану хăвачĕ

Çухалчĕ хăвăрт хамăр сисиччен.

 

Сана кун пек пачах илтместĕп эпĕ —

Ан кăшкăр, калаçсам хуллентерех:

Сассу чуна сĕртĕнессе кĕтетĕп…

Мана хăçан ăнланăн-ши пĕрех?