Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Çапла, чеелĕх çитет ман, — чĕнмесĕр тӳсеймерĕ Пăлли, — урайĕнче çывăрнă чух ниçта та ӳкместĕп.

— Туттă. Кĕтсех тăр, колхоза илсен, пӳрт лартса пама ыйтăн-ха.

— Мĕнех, ыйттăр, ним мар лартса паратпăр, — пат татрĕ кӳршĕ сăмахне çап-çамрăк хĕрарăм, ура çине сиксе тăрса. — Пăлли аппан хуйхи пысăк пулнă. Кам ăна хĕрхеннĕ? Тăшман çывăрман, хăйне май çавăрнă, ялтан çавăтса илсе тухса кайнă. Эпир, чунсăрскерсем, ал витĕр пăхса юлнă. Пĕр çын тупăнман ăна ăс паракан. Апла пулсан, эпир хамăр та айăплă ăна ăçтиçук этемсене тыттарса янăшăн. Тата Пăлли аппан упăшки фронтра Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçне хунă. Пирĕн фронтовик çемйисене пулăшаççĕ. Колхоз ăна çурт та лартса пама тивĕçлĕ. Ман шухăш çапла: правление «Чиперрисем» ушкăн Пăлли аппана колхоза илме сĕнтĕр. Ĕçе те чи тĕрĕс татса пани пулать ку. Хӳтĕлес ăна!

Çамрăк хĕр халăха хăй майлă çавăрчĕ. Вăл мĕнле каланă, çапла йышăнчĕç.

Çакăн хыççăн Селле юлташ манпа килнĕ хĕрарăмсене хăйсен ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

— Епле пулмалла ку чухнехи ял хĕрарăмĕн? Акă мĕн пуçа вататчĕ пирĕнне. Мĕн кирлĕ хĕрарăма колхозра вăй хурса ĕçлеме? Ача-пăча сывлăхлă пулни. Апла-тăк яслипе садик уçмалла. Çакна шута илсе, кĕркуннех, уй-хир ĕçне вĕçлесессĕнех, ыйту хускатма тиврĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? Ача-пăчана тăрантма апат-çимĕç фонтне, воспитательсене тӳлеме укçа-тенкĕ е ĕçкунĕ уйăрмалла. Ырришĕн тăрăшни сая каймасть. Колхоз килĕшрĕ-килĕшрех. Ăçта кайса кĕрес пур? Тĕрĕссинчен хăтăлма хĕн. Ара, чăннипех вăй хутшăнать-çке капла. Çапла вара иртнĕ çул вĕт-шакăр садике çӳрерĕ, пĕчĕккисене ашшĕ-амăшĕсем яслине леçсе тăчĕç. Хĕрĕх-аллă хĕрарăм ача-пăчашăн ним пăшăрханмасăр вăй хучĕ. Колхоз та уйри ĕçе хăй вăхăтĕнче пуçтарчĕ.

Селле юлташ «Чиперрисем» ушкăн хĕрарăмсен хушшинче ĕçе тасалăхран пуçлани çинчен каласа кăтартать. Ахальтен фельдшерица мар вăл.

Тасалăх вăл — сывлăх. Сывлăх вăл — телей. Телей вăл— савăнăçлă пурнăç.

— Сывлăхлă çын ĕçре те маттур, — тет Анна Семеновна. — Халĕ урамсем тăрăх кайăпăр.

Пĕр-урам пуçламăшне пырса тăтăмăр. Умра, çип çапнăн, тӳп-тӳрĕ ретпе çуртсем лараççĕ. Тап-таса. Урам варринчи çул тип-тикĕс. Тăршшипех çамрăк йывăçсем ешереççĕ. Тупата, урам мар, парк тейĕн.

— Анна Семеновна, мĕнле майпа çакнашкал йĕрке тума пултарнă эсир? — тĕпчет унпа юнашар утса пыракан хĕрарам. — Мĕн пулăшать?

— Пирĕн кашни урамăн хуçи пур. Ку урама фронтовичка ертсе пырать...

Хветтис пирки аса илчĕ Селле. Эпĕ шухăша кайрăм. «Чиперрисен» ушкăнĕ тăрăшман пулсан, вăл пĕтнĕ пулĕччĕ. Пĕтнĕ çынна ура çине тăратма çăмăл мар. Мĕн чухлĕ калаçнă унпа, ятланă та, хăратса та пăхнă. Стена хаçатĕнче ӳсĕрĕлсе йăваланса выртнине карикатура ӳкерсе кăларнă. Тепĕр чух хĕрарăмсем хурал та тăнă ун килĕ таврашĕнче. Эрех юхтарма ирĕк паман. Эрех ĕçме пыракан çамрăксене хӳтернĕ. Вĕсене пухусенче намăслантарнă. Хаçатра та кулнă эрех ĕçсе çапкаланса çӳренĕшĕн. Пистернĕ пистернех йĕксĕксене Хветтис патĕнчен. Майĕпен хĕрарăм уçăлса çитнĕ, этем ретне кĕнĕ. Халĕ вăл колхозра çĕмĕрттерет кăна. Ун сăнӳкерчĕкĕ колхоз правлени умĕнчи хĕрлĕ хăма çинче ытти ĕç паттăрĕсем хушшинче илем кӳрсе тăрать. Тата вăл хăйсен урамне ав епле тирпейлĕ тыттарса тăрать.

— Пĕр-ик киле кĕрсе тухасчĕ, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Селле юлташа манпа юнашар утса пыракан хĕрарăм.

— Чару çук, — йăл-йăл кулкаларĕ Анна Семеновна. — Хăш киле кĕме кăмăлăр пур? Тархасшăн.

Урамалла виçĕ чӳрече кăларнă çурта суйласа илчĕç хĕрарăмсем.

Селле юлташ кантăкран шаккать. Шăп çак вăхăтра пуçне шурă тутăр çыхнă кинемей хапха умне ĕне çавăтса çитрĕ.

— Мĕн-и, эпĕ кунта-ха, — сас пачĕ вăл.

— Э-э, Ултатти инке, каçар! Курман та, кантăка тăнкăртаттарап кăна.

Эпĕ хам та асăрхаман ку кил хуçи хĕрарăмĕ ăçтан килсе тухнине.

— Ан кӳренĕр те-ха, Ултатти инке, район пухăвне пуçтарăннă хĕрарăмсем сирĕн пата кĕресшĕн, килпе кил ăмăртнин уссине курасшăн.

— Савăнтарăр-савăнтарăр, — çапла пулчĕ ун йыхравĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хыççăн кĕпĕрлĕнсе кĕтĕмĕр. Ĕнине вăл сарайнелле çавăтса кайрĕ, унта кăкарчĕ пулас: выльăхĕ каялла-мĕн тухмарĕ. Ахăртнех, ялан çапла, унсăрăн картиш çăрăнса тăрĕччĕ, кусен, ав, йĕтем çаврашки евĕр тип-тикĕс, ниçта выльăх ашни паллă мар. Çӳп-çап та япăхса выртмасть, путех, шăлсах тăраççĕ. Вут-шанки те шаршанра.

— Пирĕн картишсенче чĕркуççи таран пылчăк, — пуплет пĕри. — Çулла та типмест.

— Хамăр юлхав, пурăнма пĕлместпĕр, — сăмах хушрĕ тепри. — Тасалăх хамăршăн та-çке.

Алкумне хăпаратпăр. Картлашкисем сап-сарă. Кусарпа хырса сĕлт шывĕпе çунă, ахăртнех.

Пĕчĕккĕ чух анне пире шурлăхра ӳсекен супăнь курăкĕ таттарса килтеретчĕ. Çавăнпа сĕтел, сак, урай хăмисене лутăркаттăмăр. Типсен, урайне пăхса ытармалла марччĕ: чăн-чăн йĕс.

Ултатти инкен пӳртĕнче те таса, тирпейлĕ, хăтлă. Саксене килте тĕртсе тунă кавирпе сарнă. Урайĕнче те çавăн йышши кавирех пĕр ан тăсăлса выртать. Шап-шурă питшăллисем йăрхахра çакăнса тăраççĕ.

Ăшăмра Селле юлташа тав туса илтĕм. Ахальтен мар ĕнтĕ ялта пăсăк куçлă çын пачах çук.

Ĕлĕк, революциччен, тата каярахпа та-ха, вăтăрмĕш çулсенче, пĕр питшăллипе шăлăнса пурăннипе чăвашсем тĕрлĕрен куç чирĕсемпе, уйрăмах трахомăпа, тертленнĕ.

— Миçен пурăнатăр? — ыйтрăм эпĕ кил хуçинчен.

— Çемье ни пĕчĕккĕ, ни ытлашши пысăк мар. Икĕ мăнукăм пур. Вĕсем шкула çӳреççĕ. Кинпе ывăлăм тата хам — пурĕ пиллĕкĕн.

Каçару ыйтса, Ултатти инке патĕнчен тухрăмăр.

— Мавра, илсе каç-ха хăвăн «патшалăхна», — чĕнчĕ Селле пĕр хĕрарăма. Эпĕ ăна ялти хĕрарăмсен пĕрремĕш пуху пулнă кунтанпах пĕлетĕп. Фермăра ĕне сăвать. Чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри. Ăна ферма пуçлăхне куçарасшăн-ха.

— Атьăр, атьăр, — алне сулчĕ вăл малалла, хăй хыççăн утма чĕнсе. Йыша тăкăрлăк еннелле ертсе кайрĕ. Хĕрарăмсем унта мĕн курнипе хытса тăчĕç, мĕншĕн тесен вăл тăкăрлăк, чăн-чăн тĕлĕнтермĕш — кану кĕтесĕ. Сукмак икĕ айккипе, пахчасем çумĕпе, çамрăк пилеш йывăççисем речĕпех çитĕнеççĕ. Пĕркун вĕсем шап-шурă чечекреччĕ-ха. Халĕ чечекĕ тăкăннă, çырлисем чăмăртаннă. Кĕркунне хĕрлĕ шăрçаллă çупкамсем усăнса тăрĕç. Илем куçа илĕртет, кăмăла çĕклентерет. Çапла, чун килентермĕшĕ ку тавралăх. Тата тепĕр пысăк пай та пур çак йывăçсенчен: кайăксем иленни. Вĕсемшĕн пиçсе кĕрпекленнĕ пылак пилеш хĕллехи сивĕ кунсенче чи тутлă апат. Çаралса юлнă туратсем хушшинче кайăксем чĕвĕлтетсех суйлаççĕ кăвар тĕслĕ çырласене. Хаваслă сассисене тăнласси хăй мĕне тăрать! Харам пырсем мар, тав тăваççех вĕсем çынна. Çиттĕр çеç çуркунне, кĕтĕвĕпех куçаççĕ этемпе юнашар ĕçлеме. Пахчаçимĕç тулăх пулнинче кайăксен тӳпи те пысăк.

Утатпăр тăкăрлăк-аллейăпа. Юмах тĕнчинче евĕр туятпăр хамăра. Вĕçне çитесперех ешĕл арка айне кĕтĕмĕр кайрăмăр. Пуç çийĕнчи сарлака пĕкĕ тавра хăмла аври явăнса ашкăрнă. Икĕ айккипе саксем лартнă.

— Кунта кăнтăрла шăрăхпа аптранă ватăсем канаççĕ, каçхине çамрăксен улах вырăнĕ, — тет кулкаласа урам хуçи Мавра.

Эпир те, саксем çине ларса, урасене канăç патăмăр пĕр кана.

— Мĕн чухлĕ вăй, вăхăт кирлĕ, — мăкăртатать пĕр хĕрарăм.

— Йышпа ĕç кал-кал пулса пырать, — евитлет Селле юлташ. — Нумай чух усăсăр ирттеретпĕр эпир хаклă вăхăта. Яла илем кӳни — хамăршăн.

Эпир ешĕл арка айĕнчен тухрăмăр. Мавра урамĕ куç умне тухса тăчĕ. Тин çеç утса тухнă Хветтис урамĕнчен ним чухлĕ те кая мар. Йывăçĕсем те речĕпех, тасалăхĕ те çителĕклĕ. Пыраттăмăр киленсе. Сасартăк курах кайрăмăр: пĕр качака йăмра вуллине кăшласшăн кармашать. Мавра качака патне чупрĕ. Хĕрарăмсем пĕр харăс кăшкăрса ячĕç:

— Качча! Качча!

— Ах, мур çимен выльăхĕ!

— Хуçине тапкă памалла.

— Пулаççĕ иккен сысналла çынсем. Тьфу!

— Çак....

Селле юлташ аллине çĕклерĕ.

— Чимĕр-чимĕр! — чарчĕ вăл ман юлташсене. — Çынна хăртас йăлана сивлетпĕр эпир. Пĕр-пĕрин ырă кăмăлĕсене упрасшăн ăмăртăва тухнă.

— Мĕнле апла? — тĕлĕнчĕ пĕри.

— Пĕр-пĕрне усал сăмах калама, элек сарма, ятлаçма юрамасть. Çак пăтăрмахсем çын сывлăхне пăсаççĕ. Кам та пулин инкек-синкеке кĕрсе ӳксен, ăна пулăшма тăрăшатпăр.

— Тĕллев пурнăçланать-и? — ыйтрĕ тахăшĕ.

— Майĕпен майлашса пырать. Усал сăмахпа перкелешекенсене пĕлтĕрсем пĕрер ĕçкунĕ чакарма тивкелерĕ. Çакăн çинчен ăмăрту условийĕнче кăтартнă.

Акă Мавра качакана, мăйракинчен çавăтса, çул çине илсе тухрĕ. Хăй ним те ятлаçмасть. Пӳрт умĕнче вылякан ачасене чĕнсе, качакана хуçи патне, Укахви инке килне ăсатма хушрĕ.

— Калăр ăна, — терĕ, — ватнă йăмрана халех килсе эмеллетĕр. — Унтан вăл пирĕн енне çаврăнса çапла каларĕ: — Коммунизмла урам ятне çĕнсе илме чаракан кăлтăксем тупăнсах пыраççĕ.

Хĕрарăмсем ку урамра та пĕр-ик киле кĕрсе тухрĕç. Вĕсен тĕлĕннин вĕçĕ-хĕрри çук.

— Хама эпĕ тĕлĕкри пек туятăп, — икĕ аллипе пĕççине шарт! çапать шурă тутăр çыхнă хĕрарăм. Хăй ал ĕçĕ тума юратать, ахăртнех. Пуçĕнчи тутăр кĕтессине тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн çиппе питĕ илемлĕ тĕрленĕ. — Мĕнрен тытăнмалла-ши ял хĕрарăмĕсене ырă ĕçе хăнăхтарма?

— Тĕрĕрен!—хушса хучĕ Селле юлташ. Хăшпĕрисем Анна Семеновна сĕнĕвне шӳт вырăнне ăнланчĕç те кулса илчĕç. — Ан кулăр. Эпĕ тĕрĕссине калатăп. Тĕрĕ — хĕрарăмсене çирĕп чăмăра пĕрлештерекен малтанхи тапхăрсенчен пĕри.

Юлашкинчен «Чиперрисем» ушкăн хăнасене чейпе сăйларĕ. Вара эпир район центрне таврăнтăмăр.

Тепĕр кун пуху пӳçланчĕ. Докладне эпĕ турăм. Сăмах кашни ялта хĕрарăмсен совечĕсене йĕркелесси, вĕсен ĕçне мĕнле майласа пымалли çинчен пычĕ. Чи кирли — мире сыхласси. Нумай калаçрĕç хĕрарăмсем. Йывăрлăхсем сахал мар çав пурнăçра.

Селле юлташ тухрĕ трибуна умне. «Чиперрисем» ушкăн тунă ĕçсем пирки калаçнă май вăл ырă хыпар пĕлтерчĕ: вĕсем мир фончĕ йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем хăйсем перекетленĕ укçаран мир фондне сакăрçĕр тенкĕ хывнă. Селле юлташ çĕнĕ çултан пуçласа хăй кăна икçĕр тенкĕ парнеленĕ. Алă çупса йышăнчĕç çак чуна çĕклентерекен хыпара.

— Хисеплĕ юлташсем, ырă тусăмсем! Пирĕнтен тĕслĕх илме сунатăп. Мир фондне куллен-кун ӳстерсе пырар! — чĕнсе каларĕ вăл пухури хĕрарăмсене. — Тăрăшар! Пирĕн ачасен вăрçă хăрушлăхне курмалла ан пултăр. Сывă пултăр мир!

Тăвăллăн алă çупрĕç хĕрарăмсем.

Пуху районта та мир фончĕ уçма йышăнчĕ.

 

41

— Илпинас! Тытса кăкар мана! Унсăрăн вĕçсе кайăп, — ыталатăп хĕрĕме.

— Ах, ик-чак... Мĕнле савăнăç хăй çунатти çине лартрĕ? — куçне чарса пăрахрĕ вăл. Аннен чĕлхи вĕçĕнчи «ик-чак» çаврăма хăй калаçăвне кĕртни ман кăмăлăма татах хăпартлантарчĕ. Тӳсеймен енне ахăлтатса кулса ятăм, ăна тĕрткелесе выляса илтĕм.

— «Кукамайăм», — терĕм ăна, — ман Ленинграда каймалла. Туятăн-и çакна?

— Ик-чак... Кам кăчăк туртать унта сана?

— Семинара яраççĕ.

Партин районти иртнĕ конференцийĕнче мана райкомăн виççĕмĕш секретарьне суйларĕç. Унăн ытти ĕçсемпе пĕрле тата тин аталанакан ялти хĕрарăмсен совечĕсене ертсе пымалла. Çак енĕпе семинара пухаççĕ те ĕнтĕ виççĕмĕш секретарьсене.

— Каласа пар семинарта, Итемри юлташ, паттăр чăваш хĕрарăмĕсем çинчен, — хушать мана пĕрремĕш секретарь. — Итлеччĕр те тĕлĕнччĕр.

— Пур-ха ку тĕлĕшпе кăшт мухтанмалли. «Чиперрисем» ушкăнăн ырă ĕçĕсем хăйсем мĕне тăраççĕ.

Илпинас юрласа ячĕ:

 

Ай-хай, уйăх пĕччен, уйăх пĕччен.

 

Малаллине эпĕ тăсатăп:

 

Уйăх пĕччен мар халĕ, çăлтăрсем пур.

 

Вăл:

 

Ай-хай, эп пĕччен, эп пĕччен.

 

Эпĕ:

 

Эсĕ пĕччен мар халĕ, туссем пур.

 

— Талюна анне, хăçан таврăнатăн? — тĕпчет Илпинас, куçран пăхса.

— Ан - пăшăрхан, хĕрĕм, ку эрне пĕтнĕ çĕре таврăнатăп та пулĕ.

— Тăлăх-турат эпĕ, куляннипе вилĕп те выртăп, акă, — тет Илпинас.

— Мĕн эсĕ айванланан? — хăтăранçи пулатăп. — Чĕре хуйхи, пĕлетне, вăя сăхать. Пурăн лăпкăн кăна. Кĕт. Варук аппу хĕрĕсем, Литипе Липа, çывăрма килеççĕ. Калаçрăм вĕсемпе. Ан тунсăхла.

— Ăнланатăп... Эсĕ унта...

Пуçланă сăмахне вĕçлемерĕ. Чим, мĕн «ăнланать» вăл? Тĕксе каламасть-и? Ман вăрттăнлăха тĕшмĕртмест-и? Вăрттăнлăх чăнах та пур: Кимпа курнăçасшăн эпĕ. Пĕрпĕрне курманни миçе çул! Çыру çырманни те пайтах. Манман-ши вăл мана, хăйĕн юратнă «арăмне»? Тупата. Ленинград урамĕнче перĕнсе иртсе кайсан та паллаймĕ, акă.

Сасартăк ăш вăркама пуçларĕ. Такам вĕри шыв сапрĕ: пăчă, чĕре кăртлатать, питçăмартисем пĕçереççĕ. Мĕн çав териех хыпăнса ӳкрĕм? Тăхта, тăхта... Кимăн адресĕ мĕнлеччĕ вара? Мĕнлеччĕ? Пуçа икĕ аллăмпа ярса тытрăм. Пуш-пушах. Пĕр кукринче те тытăнса юлман ун адресĕ. Асра юлнă ăстăн тумлам тумланас пек пуç мимине хĕсетĕп. Ленинград... Çапла. Урам ячĕ, миçемĕш çурт, хваттер?.. Мур шăтăкне ӳксе пач çухалнă. Унччен те пулмарĕ, çутă шухăш ялтăрр çуталчĕ: хăй янă çыру конверчĕ çинче пур-иç! Ытла айван та-çке эпĕ, çакна тавçăрайманскер.

Тытăнтăм шырама. Тустаратăп шкап ещĕкĕсене. Кĕнекесене уçкалатăп. Кăлăхах. Тем тесен те, кивĕ пӳрте сӳтнĕ чух çухалнă. Кирлĕ мар хутсемпе пĕрле асăрханмасăр Ким çырăвĕсене те çунтарса янă, ахăртнех.

Хĕрĕмпе сывпуллашатăп. Вăл ытла мĕскĕн. Хĕрхенетĕп. Чунăм ыратать. Ма çав териех пăлханас-ха, темиçе уйăхлăха пăрахса хăвармастăп-çке? Демьян килкелесе çӳрекелĕ. Варукăн вăхăт пулмĕ, вăл каллех ача çуратнă — йĕкĕреш.

— Чипер юл, — тетĕп Илпинаса.

Вăл та мана ыр сунать:

— Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пултăр!

 

...Ленинград. Çывхаратпăр. Чĕрем сиксе тухасла тапать. Ленинград — тахçан пирĕн çамрăк чунсене илĕртнĕ, вĕренме йыхăрнă аякри хуламăр. Вăрçă чăрмантарчĕ йăлтах. Ĕмĕтĕм, акă, тин пурнăçланать.

Çул çинчех эпĕ темиçе çынпа, семинара хутшăнакансемпе, паллашрăм.

Пуйăс чарăнчĕ. Вагонран тухатпăр. Пире кĕтсе илме ятарласа пĕр юлташ килнĕ-мĕн. Вăл пире, пурне те пуçтарса, хăна çуртне ертсе каять. Ун хыççăн кĕшĕлтетрĕмĕр. Ирхи кӳлĕм. Кĕркуннехи сывлăш уçă.

Невский проспектпа утатпăр. Илемлĕ çуртсем, палăксем куç ытамне кĕреççĕ. Ав мĕнле чаплă иккен эсĕ, паттăр хула!

Çыннисем хирĕç пулса иртеççĕ. Вĕсем хушшинче кĕç-вĕç палланă сăн-пит курăнса каяссăн туйăнса пырать. Пурпĕрех шыраса тупатăп сана, Ким!

 

Сывлăш çавăрсанах, Кимăн телефонне шырама тытăнтăм. Шăнкăрав янрĕ те трубкине çĕклĕ: «Алло! Кам кирлĕ?» — тĕпчеме тытăнĕ. Ман сасса, паллах, уйăраймасть вăл. «Кăна санпа «арăму» (хăй ялан мана юратнă «арăм» тетчĕ-çке-ха) — Талюна калаçать! Эпĕ — Ленинградра!»— тейĕп. Хыпăнса ӳкет ĕнтĕ вăл. Пĕр минут тăхтамасăр хăй патне пыма чĕнĕ. Çук, хăна çуртне вăл хăй чупса килĕ мана илме.

Шухăш-ĕмĕтĕм мĕн тери пысăк.

Справкăсем паракансенчен Кимăн телефон номерне ыйтатăп. «Халех...» — терĕ те шăпланчĕ. Шырать пулас-ха. Эпĕ хатĕр тăратăп. Сĕтел çинче хут листи, пӳрне хушшинче — кăранташ. Акă сасă: «Итлетĕр-и? Эсир асăннă çын ячĕпе пирĕн телефон шутланмасть». Хуйха путрăм.

— Адреса пĕлтерекен бюро ĕçлет. Вунă пус тӳле те хут тыттараççĕ, — ăс пачĕ хăна çуртне пĕрле вырнаçнă хĕрарăм.

Эпĕ тухса чупрăм. Кăлăхах. Ким адресне унта та тупса параймарĕç.

■ Страницăсем: 1... 16 17 18 19 20 21 22 23