Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Чим-ха, тăхта, — чаратăп ăна. — Малтан сире хĕрачапа паллаштарам. — Хăйне хăрах аллăмпа ыталаса чуптурăм. — Лар, кукам.
Вăл сĕтел пуçне вырнаçрĕ, аллине тăсрĕ.
— Э-э, ик-чак... Кӳр-ха, эппин, ачине тытам.
— Илпинас хĕрĕм, — çупăрлатăп ăна çурăмĕнчен. Анне умне илсе пытăм та пĕчĕк пепкене ăнлантарма тытăнтăм: — Ку — кукам. Сана питĕ юратать вăл. Кукам, ку вара пирĕн пĕчĕк Илпинас. Астуса юлтăн-и ятне? Илпинас.
— Пинас, Пинас! — çаплах сиккелет ывăлăм, — «ку-ка-май» те, — вĕрентет вăл хĕрачана.
Тĕлĕнтерет мана Рубен. Кур-ха эсĕ ăна, хăйне май ят тупрĕ пĕчĕк пикене чĕнме — Пинас! Илпинас теме чĕлхи çаврăнмасть-ши? Е ачашласа çапла чĕнесшĕн-ши?
— Акă ку — Рубен, санăн пиччӳ вăл, Илпинас. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, — пĕшкĕнсе чуптуса илтĕм ывăлăма.— Вăл ăслă, маттур. Никама та кӳрентерме памĕ сана, яланах хӳтĕлĕ.
— Эпĕ урамра ăна çĕклесе çӳрĕп.
— Çĕклесе çӳреме кирлех мар, вăл сан хыççăн хытă чупĕ.
Хĕр пĕрчине кукамăш арки çине лартрăм. Ютшăнмарĕ, кăмăллăн пăхкалать кăна.
— Савнă мăнукăм, ылтăнăм, — ăшшăн йăпатать ачана анне, утьăкка сиктеркеленĕ май, — манран пехил сана. Ырă кур, пархатар кур. Пысăккă ӳс, телей тени хăй сăпки çинчен ан ӳкертĕр сана. Пулас кин...
Аннем йĕрсе ячĕ. Илпинаса хĕрхеннипе ĕнтĕ. Иртет-ши ун пĕр кун та пулин макăрмасăр?
— Халĕ ĕнтĕ сан икĕ мăнук. Иккĕшне те пĕр пек юрат. Сан умăнта парăмра юлмĕç вĕсем, — тетĕп аннене.
— Э-э, ик-чак... Кӳрентерсе, ачасен чунне хуçассинчен тур сыхласа тăтăр. Ара, малаш-каяшне шухăшлама пĕлетĕпех ĕнтĕ.
Аннен питçăмарти тăрăх çутă тумламсем йăрр юха-юха анаççĕ. Арки çинче ларакан пĕчĕк хĕрача ку тетте шăрçасем маррине ăнланать пулас: сăнĕ улшăнчĕ, хурлăхлăн пăхкалать. Ватă кукамăшĕн пĕркеленчĕк пичĕ çинчи куççуль пĕрчисене хăйĕн пӳрнипе пăт-пăт пускалать те айккинелле сĕрет.
— Анне, кур-ха, Илпинас сана епле хĕрхенет.
— Ырă кăмăллă пулас, э-э, ик-чак.. Мăнтарăн ачи, телейĕ хăй çураличченех хура йытă çăварне лекнĕ. Ылханатăп вăрçă пуçарнă этеме.
Ачана путмар сакки çине майлаштарса лартрăмăр. Анне чăлана кĕчĕ, вăл апат хатĕрлесшĕн.
— Ай-уй, чак... (Рубен та аннен йăли-сăлайне хăнăхать-и, чак та чак текелет.) Пинасăн пӳрнисем, анне, пăх-ха, питĕ пĕчĕккĕ-çке, кĕп-кĕске, — тĕлĕнет Рубен. — Пăх-ха, пăх.
— Пурна киле ӳсет.
Рубен хĕрачан аллине ярса тытрĕ те алă çуптарма пуçларĕ. Вăйă килĕшрĕ пулас, хăйсем савăнăçлăн ахăлтатаççĕ.
Тусланччăр-ха пĕр-пĕринпе. Çавăнпа, ачасене иккĕшне пĕрле хăварса, пӳртрен тухрăм.
Хĕвел тӳпене хăпарса çитет. Каçчен вăхăт нумай, çапах та ĕçе кайма шутламарăм паян. Илпинаса çĕнĕ килйышра пурăнма кăшт та пулин хăнăхтармалла.
Çӳрекелесен, çăвăнкаласан каялла кĕтĕм. Мĕн хăтланаççĕ-ха ман пепкесем? Рубен хĕрача умне пĕтĕм теттисене хурса тултарнă. Хăй Илай çăка хуппинчен ăсталанă тихине чуптарать. Иккĕшĕ те питĕ хаваслă. Чун-чĕрем савăнăçпа тулчĕ.
Тăватсăмăр та сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Сĕтел çинче икĕ тирĕк. Пĕринче — çăмах яшки, тепринче — уйран.
— Сып, сып, — сăйлать анне пĕчĕк хĕре. — Э-э, ик-чак... Кукаçу-кукаму çисе пурăннă чăваш апачĕ ку. Хырăмне тултаракан путек ӳсет, теççĕ.
— Кукам, матти пĕçеретĕн-и? — Рубена çăмарта кирлĕ, ав.
— Унсăр мĕнле-ха. Пĕлетĕп: матти çиекен ача вăйлă пулать.
— Мана Ванюк çĕнеймест. Эп унран паттăртарах, — мухтанса та илчĕ Рубен.
Сĕтел хушшинчен тухсан, эпĕ кашăк-тирĕк пуçтарса çума пикентĕм. Илпинас кукамăш арки çине хăпарса ларчĕ. Хăй анаслать.
— Э-э, ик-чак... пĕчĕк майран паппа тăвас килет. — Анне хĕрачана кăкри çумне сĕвентерчĕ те чăп-чăп! чуптурĕ пуçĕнчен. Вара ачана çупăрла-çупăрла ыйхă кĕвви пуçларĕ: «Нянине-паппине... Ачи çывăрса кайсассăн, сиктермелле амăшне. Чу-чу-чу! Чуччу кашти хуçăлтăр. Чуччу кашти хуçăлсан, ашшĕ патăр юсаса. Ашшĕ тума пĕлмесессĕн, тара тытса юсаттартăр... Çывăр, ачам, ачаш кутьук...»
Куçне хупрĕ Илпииас. Çывăрса кайрĕ. Лăпкăн, тӳлеккĕн. Тутине чăпăртаттаркалать хушăран. Ырă тĕлĕксем кур, пĕчĕкскерĕм.
— Паян, пурте килте чух, мунча хутса пултарар-ха, çăвăнар, атьсемĕр. Атьăр, э-э, ик-чак... — йыхăрчĕ пире анне.
Эпĕ пĕр ытам вутă çĕклесе кайрăм. Кăмакине анне хăех чĕртнĕ-мĕн. Унтан Рубенпа иксĕмĕр пысăк хуранпа каткана тăп-тулли шыв йăтса тултартăмăр. Милĕк çыхса ларнă вăхăтра Вунеркке килсе тухрĕ.
— Салам ĕçлĕ халăха! — сывлăх сунчĕ вăл пире. Рубен хыпар пĕлтерме те васкарĕ:
— Аппа, ман йăмăк пур. Ат, чак... Пĕчĕккĕскер вăл. Ак çакăн çӳллĕш çеç, — Рубен хăйĕн пилĕкĕ таран кăтартрĕ.
— Илтрĕм-ха. Ăна курас тесе килтĕм те.
— Халь Пинас паппа тăвать. Ăна вăратма юрамасть
Макăрса ярĕ таçта. Вăл питĕ, питĕ чипер. Эпĕ юрататăп ăна.
— Ăслă ача эсĕ, Рубен. Санăн йăмăк-çке вăл, ăçтан юратмасăр тăрăн-ха.
Рубен хăй умĕнчен вĕлтлетсе иртнĕ лĕпĕш хыççăн чупрĕ.
— Оля виличчен çитме ĕлкĕртĕн-и хуть, Талюна? — сăмах тапратрĕ Вунеркке юлташ, хамăр çеç юлсан.
— Çитессине çитрĕм, анчах сăмахласси пулмарĕ. Чĕлхи çухалнăччĕ ĕнтĕ ун. Ах, чăрлаттарса пăхрĕ те хăй. Палларĕ пулĕ тетĕп. Упăшкипе юнашар пытартăмăр.
Сăмах татăлчĕ те, пĕр хушă ним те шарлаймарăмăр. Чунра манăн та, унăн та — хĕрхенӳ, тарăху. Вăрçă инкекĕ, ток чуптаракан йĕплĕ пралук пек, çаплах тăсăлать çĕр çийĕн. Вăл çынсен ĕмĕрне татать, ача-пăчана тăлăха хăварать. Акă, Илпинас вăрçă хыççăн çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ — летчиксем, фронтра сусăрланнăскерсем, пурăнаймарĕç, лăпкă саманара çĕре кĕчĕç. Хĕрачи пĕччене юлчĕ, вăл — тăлăх-турат.
— Юрать-ха, ача ырă çынсен аллине лекрĕ, — тав тунăн ман хулпуççи çине хурать аллине Вунеркке.
— Таса чунпа пăхса ӳстерĕпĕр.
Анне пырса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатпăр, Краçук инке? Аванах пулĕ? — сывлăх сунчĕ Вунеркке ăна.
— Э-э, ик-чак... Аван пурăнасси-мĕнĕ, нушашăн çын патне кивçене каймастпăр. Кун тени кĕпер урлă каçнă евĕр иртмест ялан, хушăран тăвайккинелле те тапаçланма тивет.
Эпĕ çыхнă милĕксене тыткаласа пăхрĕ анне. Килĕшсех каймарĕ-ши —ырламарĕ, пуçне çеç пăркаласа сулкаларĕ. Вара хăй тытăнчĕ туратсене суйлама. Пĕрпĕрин çумне çат-çат çапса майлаштарать, Пулчĕ тăчĕ тăпăл,-тăпăл икĕ милĕк. Кусем Рубенпа Илпинас валли ĕнтĕ.
Милĕксене хул хушшине хĕстерсе мутана кĕрсе кайрĕ анне, вĕри шывпа пĕçерсе çемçетет вĕсене.
Пăхатпăр та, пирĕн Рубен Илпинаса çавăтса тухать. Вăратнă ĕнтĕ ăна.
— Вунеркке аппа, — чĕнчĕ вăл, — паçăр каларăм-çке: акă вăл хайхи папак. Вăл мана юратать, эпĕ те юрататăп,— чăпăрт чуптуса илчĕ йăмăкне.
— Пе-е, кунашкал йăлтăркка теттене мĕнле савмăн? — кулкалать Вунеркке, унтан юбка кĕсйинчен улăм пĕрчисенчен ăсталанă пукане кăларчĕ те ывăл енне тăсрĕ. —Ме, тыт.
«Мĕн эсĕ, ăнланмастăн-им?» — тенĕн чăрр! пăхрĕ Рубен хăна çине. Сăнĕ кăшт тĕксĕмленчĕ.
— Тыт часрах, — сĕнет Вунеркке, ачана витĕр курнăн сăнаса.
— Аюк. Арçын ачасем пуканелле вылямаççĕ, — пĕр именмесĕр пат! татса каларĕ Рубен.
— Пе-е, пĕлмен эпĕ ăна-кăна, — тĕлĕннĕ пек турĕ те Вунеркке пуканене айккинелле ывăтма тăчĕ.
— Ай, ан пăрах! Кӳр! — ал-хапăл ярса тытрĕ пуканене Рубен. Вара ăна çийĕнчех Илпинаса парнелерĕ.
Эпĕ ăшăмра кулатăп. Чее темĕн Вунеркке. Учительница темерĕн.
Рубен чăн-чăн рыцарь пек мăнаçлăн тăрать хĕрача умĕнче. Ара, вăл-çке ăна пуканеллĕ пулма пулăшрĕ. Илпинаса пукани килĕшрĕ пулас, епле хытă çатăрласа тытрĕ. Хăй пирĕн çине савăнăçлăн пăхкалать. Шел, сăмахлама пĕлеймест-ха, атту хаваслăнах чĕвĕлтетнĕ пулĕччĕ-тĕр.
— Мунча пулнă, атьăр кĕме! — йыхăрчĕ анне. Вунеркке ачасене çавăтса утрĕ. Эпĕ, пӳрте кĕрсе, таса кĕпе-йĕм, питшăлли илсе тухрăм.
Мунчана кĕтĕмĕр. Питĕ пылак шăршă сарăлнă кунта. Тӳрех ăнлантăм: анне чул çине пыл шывĕ пĕрĕхнĕ. Ĕлĕк те вăл (хамăра хаклă урăх çын пур пулсан) мунчана çапла тутлăлантаратчĕ.
Рубена ăшă шыв тултарнă таканана, Илпинаса сарлака шайккана вырнаçтартăмăр.
— Ах, Краçук инке, мунчу пит шерпетлĕ-çке, — рехетленет Вунеркке.
— Тавтапуç. Э-э, ик-чак... — Анне хĕрнĕ чул çине куркапа шыв чăшш! сапрĕ. Вĕри шывпа йĕпетнĕ мăшăр милĕке çӳлелле тытса лăс-лăс силлерĕ. Унтан ачасене лавкка çине хăпартса лартрăмăр. Кукамăшĕ вара тытăнчĕ кĕвĕ каласа милĕкпе çапма:
— Мунчи — кĕленче, чулĕ — мерчен, милĕкĕ — пурçăн, ăшши — шерпет, тутли — шала, йӳççи — тула! Çат-çат, çат-çат! Хурăн милĕкĕ пек сарăлăр, чир-чĕртен тасалăр! Хĕвел çинчи пек пиçĕр, çут тĕнчере савăнса пурăнăр...
— Ай-ай, питĕ ăшă! Чарăн-ха, кукамай! — кăшкăрать Рубен.
— Вĕри мар-тăк, ăшша тӳсме пулать, — кулкалать Вунеркке.
Юрать-ха макăрмаççĕ. Иккĕшин те çанçурăмĕ хĕп-хĕрлĕ. Тупата, куç умĕнчех паркаланчĕç. Мунчан усси пурах çав. Вĕсене урайне антарсан, пуç тăрăх лĕп шыв ятăмăр.
Киле вĕсене Вунеркке ертсе кайрĕ. Ытарайми пăхса юлтăм. Чăнах, ытла юратмалла пĕчĕк этемсене. Пĕтĕм ĕмĕтĕм халĕ ман вĕсене ыррăн пăхса ӳстересси, чăн-чăн çын тăвасси.
32
Урамра Артиккана тĕл пултăм. Васкавлăн сывлăх сунчĕ те хыпалансах малалла илтерчĕ.
— Эй-эй, юлташ, ăçта вĕçтерен?! — кăшкăрса юлтăм.
— Прокуратурăна! — аллине сулчĕ вăл ман еннелле.
— Прокуратурăна? Мĕн сăлтавпа?
— Кайран кĕрсе йăлтах каласа парăп сире, Итемри юлташ.
Самантлăха та чарăнмарĕ. Эпĕ хыпăнса тăрса юлтăм. Мĕн сиксе тухнă ĕнтĕ тата? Ырăранах каяс çук-ха çак учреждение. Ун пек-кун пеккине ним те илтменччĕ, вĕсен колхозĕнче те анчахрах çеç пулнăччĕ. Тырпул пухса кĕртес ĕç мĕнле пынине пĕлме парти райкомĕ янăччĕ мана. Çамрăксемпе калаçма «Нарспи» бригадăна та çитсе куртăм.
Эпĕ чăннипех пăлханса ӳкрĕм. Пуçа тĕрлĕ шухăш минретет. Мĕн пулнă-ши? Чуна канăç памасть çак ыйту. Кабинетра нумайччен тӳссе лараймарăм, тухса чупрăм прокуратурăна.
Пашкаса çитрĕм. Артикка коридортах тăрать-мĕн-ха, прокурор патне кĕме черечĕ çитессе кĕтсе. Пĕччĕн те мар иккен, Мишша Чичканов шăллĕпе — Аверккипе.
— Мĕнле инкек çавăтса килчĕ сире кунта? — Аран сывлăш çавăрса ятăм.
— Керлене хуптарасшăн. Вăл — вăрă!
Керле... Эпĕ ăна юлашки хут нумаях та пулмасть курнăччĕ.
Симхапха уйне пырса çитнĕ чухне тыр выракансем шăпах апата ларнăччĕ.
Вăрçă хыççăнах колхозниксем харпăр хăй апачĕпе тухатчĕç хире. Каярахпа ĕçлекенсене çăкăр пама тытăнчĕç. Кăçал вара столовăй уçрĕç. Апата уя кашни бригадăнах утпа турттарса пыраççĕ. Лавçисем — шкул ачисем. Акă, хальхинче те çынсем кам ăçта меллĕ вырăн тупнă, çавăнта ларнă. Хĕртсе пăхакан хĕвелтен пытанса, пĕрисем урапа сулхăнне вырнаçнă, теприсем, кĕлтесене тăратса пĕр-пĕрин çумне тайăнтарçа лупас пекки майлаштарнă та, çав хӳтĕре.
— Апачĕ тутлă пултăр! — саламларăм ĕçченсене.
— Пирĕнпе апата ларăр, — чĕнчĕç мана пурте.
— Мĕн тутли çиетĕр? — тĕпчетĕп.
— Яшка лĕрккетпĕр, — тет Артикка. — Вара — тул пăтти. Уйран пур пуракра. Килĕр, ларăр пĕрле.
— Вăл пирĕн шӳрпене астивме айван та мар. Эсир çеç пĕлместĕр яшкара мĕнле какай татăкĕсем ишнине! — ахăлтатса кулса ячĕ пĕр çамрăк этем.
Пурте ун çине кăсăкланса пăхрĕç.
— Халĕ те тавçăраймарăр-и, иптешсем?! —çаплах шăл йĕрме чарăнаймасть хайхи çамрăк. — Апла-тăк хамах систерем — махань! Лаша ашĕ — акă мĕн!
— Ай-уй, чăнах-и?
Уйрăмах хĕрсем шуйланма тытăнчĕç.
— Аху! Пĕтрĕм! Йĕклентерет! — айккинелле пăрăнчĕ хĕвелпе шупкаланнă тутăрне каялла çыхнă хĕр.
Пирĕн енче лаша какайне тиркеççĕ. Авалтан пыракан йăла. Тутарсем, ав, сысна ашне килĕштермеççĕ.
Ахăраканне тимлесерех пăхса илтĕм. Таçта курнă ку çынна эпĕ, палланă пекех туйăнать. Хам ниепле те аса илейместĕп. «Нарспи» бригадăра халиччен асăрхаман пек. Пулман вăл. Ку тĕрĕсех. Курасса вара курнă. Кăркканни евĕр курпун сăмси асра юлнă. Чим-ха, чим. Ара, ку айван ăслăрах Антун валли Юльттинене эрехле икĕ хутчен вăрлама хутшăннăскер-иç! Мĕн ятлăччĕ-ха вăл? Илтессе илтнĕ-ха ун чухне пухура. Халĕ тухса ӳкнĕ пуçран.
— Махань çиетĕр, махань! Аля-ли, аля-ли! — каçса кайса ахăрать çаплах хайхискер.
— Керле, чарăн! Хуп çăварна! Мĕн акăш-макăшланса иртĕхен?! — хăтăрса илчĕ Артикка. — Лĕпĕртетсе ларан. Е, хĕрсене апатран пистерсе, пĕтĕм аша ху кӳпесшĕн?
— Ух, шăрчăк! Çилленчĕ те. Шӳтлеме те юрамасть, ами.
— Хĕрсем, ан ĕненĕр ăна. Вăл суеç этемне пĕлместĕр-и-мĕн? Килĕр, çийĕр-çийĕр, — лăплантарать Артикка.
Тин тăна илтĕм, Юльттине те пухура ăна «Керле» тесе чĕннĕччĕ.
Хĕрсем тек яшкана сыпмарĕç, пăтă антарттарчĕç. Пăхап-пăхап — вĕсем хушшинче Эверукпа Ухруçа курмастăп. Ăçта вĕсем? Ыйтрăм. Каласа пачĕç. Ав епле иккен. Вĕсене çак Керлех тӳсме çук тарăхтарса пĕтернĕ-мĕн. Çамрăксем чи нумай кĕлте çыхакан ятне илессишĕн ăмăрту пуçарнă пулнă. Мала Эверукпа Ухруç тухнă. Вĕсен ятне колхоз правлени умĕнчи хĕрлĕ хăма çине те çырса хунă. Çакна курсан, Керле ĕрлешме тытăнать: «Эверукпа Ухруç çыхнă кĕлтесем питĕ пĕчĕккĕ, пĕр ывăçа кĕреççĕ. Суя паттăрсем! Вĕсен хыçĕнче урлă-пирлĕ пучахлă улăм пĕрчисем те темĕн чухлех выртса юлаççĕ. Мĕншĕн çывăрать пахалăх комиссийĕ?» Правление те çаплах çырса парать вăл.
Çăхав пур — ăна çаплипех хăварма юрамасть. Эверукпа Ухруç кĕлтисене тĕрĕслеççĕ. Кĕлтесем пĕчĕккĕ те, пысăк та мар, шăп кирлĕ пек, чухах, ытти çынсеннинчен те уйăрăлса тăмаççĕ. Пучах та тупăнман ана çинче.
Керле çырлахмасть ку хыпарпа. Кĕлтесене тараса çине хурса виçме хистет.
— Эсĕ ятарласа сăтăр тăвасшăн пире, — ятлать ăна Артикка. — Хĕрсе тырă вырас чух çынсене усăсăр ĕçпе айлантарса вăхăта сая яртарасшăн! Эсĕ— тăшман! Сана суда памалла.
Леш шăлне çыртать. Ытлашши чĕрре кĕме хăрать мĕскĕнскер. Тем-ха ун пуçĕнче?
Хĕрупраçсем ун киревсĕрлĕхĕ пирки урăхларах шутлаççĕ. Вăл Ухруçа юратнă пулать. Лешĕ хирĕçленĕ имĕш. Унтан Эверук патне çулăхать, вăл та хăй çывăхне ямасть. Вĕчĕхнипе каччă çапла тавăрать, ахăртнех, чиперккесене.
Çавăнтанпа икĕ тантăш-хĕр Керле пур çĕре çывăха пымаççĕ. Расна ĕçлеççĕ, уйрăм апатланаççĕ.
Мĕн илтни мана та тарăхтарса ячĕ. Пĕр-ик сăмах хушмасăр чăтаймарăм эпĕ:
— Эсĕ, тем, çамрăксен ырă кĕввине кĕрейместĕн, çаплах пăсса пыратăн, Керле.
— Мĕн тунă вара эпĕ у териех? — ăнланмана перет хайхискер.
— Аса илтерем эппин: эсĕ марччĕ-и-ха эрехле хĕр вăрлаканни?
— У-у, хăçан пулнă вăл! Тахçанах манăçа тухнă ĕнтĕ ку.
— Усал ĕçе çынсем манмаççĕ. Халь, ав, элек сарса, çынсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантаран. Тин çеç, апат пирки тем сӳпĕлтетсе, хĕрсене шуйлантартăн. Хулиганла ĕç мар-и вара ку сан?
Мăк-мак тукаларĕ вăл, айккинелле пăрăнса кайрĕ. Унтанпа Керле çинчен аса та илменччĕ. Халь, акă, Артиккапа Аверккие итлерĕм те çӳçпуç вирелле тăчĕ.
— Крахха аппа чирленĕ тесе пĕлтерчĕç пире. Вăл анне йăмăкĕ, чугун çул леш енчи яла качча тухнă. Эпир ăна пурте питĕ юрататпăр,—пуçларĕ хăйĕн калавне Аверкки. — Анне мана ун патне кучченеç леçме, самайланнă пулсан, пĕрле хăнана илсе килме хушрĕ. Крахха аппа сывалма мар, тата йывăрланнă. Вара йыснапа иксĕмĕр ăна пульницана леçрĕмĕр. Каялла таврăнна чух тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ. Пирĕн унта питĕ тарăн вар пур. Ун урлă каçсан, йысна: «Лаша ывăнчĕ-тĕр, канса илтĕр кăштах, курăкĕ те кунта çăвар тулли, каçхи апат тутăр. Хамăр та канар. Вырт урапа çине майланса», — терĕ. Вара эпир лашана тăвартăмăр, вĕренлесе курăк çине ятăмăр. Эпĕ пуç çийĕн пиншакпа витĕнтĕм, çийĕнчех çывăрса кайнă, ахăртнех. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ — калама пултараймастăп, сасă илтнипе вăрантăм.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...