Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
Хуса çитрĕм хайхискерсене. Тĕрĕсех-мĕн: урапа çинче— ачисем.
— Сывлăх пултăр Варукпа Демьян çемйине! — саламларăм. Тăпах чарăнчĕç.
— Ай-уй, эсĕ-çке ку, Талюна! Салам, салам! — терĕ тантăшăм, мана алă тытса. Демьян та пуçне сулса сывлăх сунчĕ. Варук, çĕре пăрçа сапнăн, тытăнчĕ такăлтатма: — Паçăр çаврăнса пăхрăм, куртăм-ха, мĕнле майра хĕр-ши ку терĕм. Паллаймарăм. Эсĕ, Талюна, кунсерен çамрăкланса пыран. Пĕвӳ çурта пек яштака. Çӳçне хăçан кастартăн? Шлепке айĕн курăнмасть те.
— Тахçанах кĕске çӳçпе çӳретĕп-иç, эсĕ асăрхаман-и?
— Темĕн... Эх, ача, эпĕ шутсăр мăнтăрлантăм. Демьяна килĕшет, тет, хам кулянатăп.
— Эсĕ, Варук, нихăçан та хыткан пулман, халĕ те ӳт-варлă. Шăпах çакă сана тата та ытларах илем кӳрет.
— Ан тăрăхла-ха, Талюна.
— Чăнах калатăп.
Кӳмере — виçĕ пепке. Рубен малта ларать. Ун аллинче тетте — ашшĕ йывăçран каскаласа ăсталанă тиха. Ывăл ача никама та асăрхамасть, хăй тĕллĕн тем мăкăртатать, кĕçенет, кулкалать, но-но текелет.
Пикисем шалта, сулхăнта выртаççĕ. Çывăраççĕ. Чипер чĕкеçсем. Питçăмартисем хĕрлĕ питлĕ кулач евĕр хăпарса тăраççĕ. Тутисем — шăп мăкăнь чечекĕ. Телейлĕ ăраскаллăскерсем. Мĕншĕн тесен вĕсен ырă кăмăллă, чунтан юратакан ашшĕ те, амăшĕ те пур.
Тапрантăмăр. Демьян мала ӳкрĕ, кӳмене асăрханса туртса пырать, эпир — хыçалта.
— Пĕтĕм килйышĕпех ăçта хускалнă вара эсир?
— Ĕçе, МТСа, — тет Варук. — Аннене Юльттине амăшĕ патне хăнана ятăмăр-ха. Пĕр-пĕринпе питĕ туслашрĕç. Кантăр-ха кăшт.
— Хăвăн киле юлмаллаччĕ, ара, ачусемпе. Пĕчĕкскерсене шел, асаплантарни кăна мар-и? — тетĕп.
Варукăн сăмси çунаттисем хăпартланкаласа илчĕç.
— Ашшĕ-амăшĕ çумĕнче мĕн асапĕ пултăр? Пăхсах тăратпăр-çке вĕсене. Килте ларма вăхăчĕ ытла хĕрӳ халь. Трактористсен курсĕнче вĕренекенсене экзамен тыттаратпăр. Часах çĕртмене тухмалла, ыраш акмалла.
Юлашки вăхăтра МТСра комсомолецсен йышĕ ӳсрĕ. Организацин секретарĕ — Юльттине. Ман куç умĕнчех пиçсе çитрĕ вăл. Питĕ хӳхĕм хĕр. Ку çеç-и? Трактора витĕр курса пĕлсе тăрать. Пысăк пĕлӳллĕ мастер вăл халь. Ырланине тивĕç. МТСри пĕтĕм трактор Юльттине аллинче тесен те йăнăш мар. Курсра вĕренекенсем ун патĕнче практика ирттереççĕ.
Юльттинене аса илтĕм те Варукран ыйтрăм:
— Курсантсене экзамен тыттарма Юльттине хутшăнать-и?
— Паллах. Ах, ача, манран та нумай пĕлет вăл. Пултаруллăскер. Питĕ ăнкаруллă. Пирĕн те тăрăшни сая каймарĕ, çапла-и, Талюна?
— Хăй те маттур. Ялхуçалăх институтне заочно вĕренме кĕчĕ, ав. Кĕçех инженера тухмалла. Эпир санпа, Варук, паталанса юлмарăмăр-и? Васкасах вĕренме тытăнмалла, ахăртнех.
— Эсĕ, Талюна, такама та вĕренсе тухăн-ха. Эпĕ, ак, туятăп, пуçĕпех ача-пăчапа кӳлĕнсе лартăм, — хаш сывлать тусăм.
— Виçĕ ача нумай-и вăл? — тетĕп. — Выляса савăнмалăх çеç. Тепĕр тесен, ача-пăча çуратса ӳстерни пуринчен ытла пархатарлă. Йĕкĕтсемпе пикесем — Тăван çĕршывăн чи хаклă пуянлăхĕ.
— Талюна, эсĕ ялан шуйланнă чунăма лăплантаран. Ман каллех çие юлчĕ тем. Кăмăл пăтранать. Кай, ытла йăвă çурататăп. Çынран та аван мар.
— Саламлатăп! — ыталаса илтĕм ăна.
Халапласа пынă май вăрăм çул та сисĕнмерĕ. Район центрĕн аслă урамĕнче пирĕн çулсем юпленчĕç. Эпир, пĕр-пĕрне пырса ларма ӳкĕтлесе, тепре куриччен сывлăх сунса уйрăлтăмăр.
— Чиперĕм, ăçта сан чи чаплă костюму? — ачашшăн лăскатăп Рубена. Вăл ахăлтатать кăна. — Тумлан хăвăртрах, хăнана каятпăр.
— Хăнана? — ыйтуллăн куçран пăхать ывăлăм. —Демьян пиччесем патне-и?
— Çук. Эпир санпа кунтан пăхса курăнми аякри яла вĕçтеретпĕр.
Темиçе кун каялла эпĕ хамăн салтак тумĕнчен Рубена костюм çĕлесе патăм: кĕске трусик, пиншак тата шурă кĕпе. Çав костюм халь Илай хăма татăкĕнчен ăсталанă йăрхах çинче çакăнса тăрать. Çекĕлĕ çӳлте те, ача сиккелет, сиккелет, анчах çитеймест.
— Ман алă кĕске, — ӳпкелешме пуçлать.
— Эх, эсĕ те çав, ытла ерипен ӳсетĕн. — Костюмне хам вĕçертсе илтĕм те Рубена патăм.
Анне кĕчĕ. Эпир пуçтарăннине курчĕ те самант сăнран улшăнчĕ. Хăй килĕнчен ниçта тă кăларса ярасшăн мар вăл мăнукне.
— Ха, ик-чак... Ăçта илсе каяççĕ ку сарă кайăка? — пăшăрханни тӳрех паллă.
— Кимиркассине каймалла-ха.
— Ачана сĕтĕрсе çӳремесен те юрамалла та, чирлесе кайĕ. Ик-чак...
— Эпир паянах килетпĕр-иç. Каçкӳлĕм кĕт. Илтĕннĕ-илтĕнми татах тем йăкăртатрĕ пирĕн кукам.
Эпĕ шарламарăм.
Рубен муталанать, муталанать, пикенсех тăрмашать — ĕçĕ ăнни тем туйăнмасть-ха. Эпĕ юриех шарламастăп — хăнăхтăр. Кукамăш тӳсеймерĕ.
— Кӳр, хам пулăшам, — тет вăл, ун аллинчи шурă кĕпине илсе. Çухав витĕр ача пуçĕ курăнчĕ. Анне кĕлĕ вулать: «Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр».
— Эпĕ, кукам, маччана перĕнекен пулатăп, çапла-и?— мăкăлтатать ача.
Анне пире ăсатма урамах тухрĕ. Асăрханма хушать. Велосипеда утлантăм. Хам ума Рубена вырнаçтарса хавас, ара, амăшĕпе катаччи чупать.
Мĕншĕн-ха, анне кăмăлне татсах, Рубена хампа илсе каятăп? Çула май ăна Серафима Капитоновнăна, ватă учительницăна, кăтартасшăн. Куртăр йĕкĕт ӳссе мĕнле пысăкланнине… Тем тесен те, çутă тĕнчене килни çинчен вăл ун аллинче сас панă-çке.
Кимиркассинче паян клуб уçăлать. Çамрăксен строй-бригадин мухтавлă ĕçĕ ку. Тытăнасса тахçанах тытăннă ĕçе. Пĕр хĕл вăрман касрĕç, çу кунĕсенче кирпĕч çапрĕç, хăма çурчĕç. Икĕ çултан тин клуб çуртне купалама пуçĕнчĕç. Çурт проектне стройтехникум студенчĕ, стройбригадăн бригадирĕ — Ринарх Стахеев хатĕрленĕ. Ĕçлерĕç çамрăксем хăйсене шеллемесĕр канмалли кунсенче, çуллахи пушă вăхăтра, каçкӳлĕм, пĕтĕмпе тенĕ пекех — укçасăр.
Çаксем çинчен шухăшласа пынă май мана халĕ клуб тăвассипе тачă çыхăннă пĕр пăтăрмах аса килчĕ.
Вăрман касасси, паллах, çăмăл ĕç мар. Йĕрки-меслетне те лайăх пĕлмелле. Унсăрăн йывăç айне пуласси те аякра мар. Çамрăксене хăйсене çеç шанса кăларса яраймăн. Çитменнине, бригадăра ытларах хĕрупраç. Çавăнпа колхоз председателĕ Иван Капитонович бригадăна ертсе пыма ĕç майне пĕлекен çын шыранă. Тупаннă унашкал этем — Инхри пичче. Çапла чĕнетчĕç ăна çамрăксем. Вăл хăй ĕмĕрĕнче сахал мар вăрман каснă. Çулланнăскер, хĕрĕх урлă каçнă, вăрçăра та пулнă. Темиçе хут та аманса госпитальсенче юсаннине шута илмесен, киле чиперех таврăннă темелле. Ури-алли — тĕрĕс-тĕкел, куçĕ-пуçĕ — витĕрех курать. Иван Капитонович сĕнĕвĕпе кăмăлласа тенĕ пекех килĕшнĕ хăй те.
— Мĕнех, хăнăхнă ĕç. Мĕн пĕлнине хулпуççи çинче йăтса çӳрес çук пĕрех. Тӳлĕр кăна е ĕçкунĕ ытларах хушса парăр. Эпĕ икĕ ĕçне те тума хатĕр: вĕрентетĕп те, хам та йывăçсене тӳнтеретĕп.
Çапла алă çапсах килĕшнĕ пулать иккĕшĕ.
Колхоз лашасем уйăрса панă. Каиши кун вара çамрăксем, çунасем кӳлсе, вăрмана тухса кайнă. Малтанах ĕç-пуç чиперех йĕркеленсе пынă. Çамрăксем вăйхалне шеллесе тăман, Интри те чăнласах кахал, ӳркенсе тăракан çын пулман иккен. Тар тухиччен тăрмашнă. Яш-кĕрĕме хавхалантарма та пĕлнĕ. Ыттисемпе пĕрлех шӳтленĕ, кулнă. Каярахпа çамрăксем вăл Кăлльа ятлă хĕрачана куç хывнине асăрхаççĕ. Ăна хăйĕн заместителĕ те туса хурать. Лешĕ те ыттисенчен ним именмесĕрех Интри умĕнче ихĕлтетме тытăнать. Варлипе çеç çавнашкал савăшма, пĕр-пĕрне тĕрткелешсе выляма пулать. Кусем вара? Пĕррехинче хĕр-тантăшсем Интрипе Кăлльа ыталашсах чуптунине асăрхаççĕ. Ку çеç-и? Аш хыптармăш! Тепрехинче Кăлльана Интри килĕнчех курнă, чӳречерен урамалла пăхса тăрать имĕш.
Сехĕрленсе ӳкне хĕр-тантăшĕсем. Ырра мара сиснĕ. Çитменнине тата, Интри çуллах арăмне хăй патĕнчен хӳтерсе янă.
— Сăлтавсăр мар, — тӳрре тухнă вăл кӳршĕ-аршă умĕнче, — хĕсĕр хĕрарăмпа мĕн ĕмĕр ĕмĕрлени? Хамăр йăха ĕрчетсе хăвармалла пирĕн çĕр çинче.
Чăнах ĕнтĕ, халĕ мар, вăрçăччен те ăна арăмĕ ача çуратса парайман. Интри, чеескер, ялта арçынсем сахалланса юлнипе усă курма шутланă мар-ши? Çаплах пуль.
Хĕрсем хăйсем курни, тĕлĕнни, туйни çинчен Кăлльана та, Интри пиччене те шарлама хăяйман. Çавăнпа чун-чĕрин ыратăвĕ пирки мана пĕлтерме шутланă. «Кăлльăна çăлар! Хĕрсен чысне упраса хăварма пулăшăр!» — çаплаччĕ çырури тĕп тĕллев.
Пулăшу ыйтакан çамрăксем патне ман çитмеллех. Урăхла юрамасть. Ĕçĕ манăн çавнашкал.
Чи малтанах Интри мăшăрĕпе курнăçрăм. Йăлтах каласа пачĕ хĕрарăм. Чăнах, ача пулман-мĕн вĕсен.
— Куншăн хăй айăллă, — хĕрарăм, арчине уçса, шурă тутăрпа чĕркенĕ япала илчĕ. Салтрĕ, çурмаран хуçлатнă хут илсе мана тыттарчĕ. — Акă тухтăр панă справка. Кăна халь, уйăрăлсан, кайса илтĕм. Айăпĕ хăйĕнчех иккен. Эпĕ — сып-сывах. Хăваласа ярассине пĕлнĕ пулсан-и, вунă ача çуратмаллаччĕ. Мана савас текен пулман-и? Эпĕ пур, айванскер, упăшка чысне упратăп. Вăл çакна хаклама та пĕлмерĕ. Çемье туртинчен тăварăнса тухрĕ те, пăх-ха, епле ĕрĕхет. Хĕрне шел. Ытла çамрăк-çке. Ача-пăча кăна.
Иван Капитонович мана тăлăп тăхăнтартсах, çăварни эрнинче катаччи чупма тухнăн, чи мăнтăр утне хыçлă, хӳхĕм çуна кӳлтерсе, вăрман касакансем патне илсе кайрĕ.
Вăрман çулĕпе пырсан-пырсан çивĕч пуртă йывăçа кăнч! кăнч! касни, пăчкă чăшлатни илтĕнме тытăнчĕ.
Аякках та каймарăмăр, ĕçлекенсем курăнчĕç.
— Çитрĕмĕр, — терĕ Иван Капитонович, лашине тăратса. Эпĕ çуна çинчен антăм. Тĕсесе пăхатăп. Темиçе тĕлте, яштака хырсем кутĕнче, шакăр хĕр кĕрмешет. Хăшĕсем кĕрĕк пиншак, теприсем фуфайка тăхăннă. Пилĕкĕсене çинçе кантрапа туртса çыхнă.
— Часах Ринарх Стахеев хĕллехи каникула таврăнать. Вара ĕç тата та кал-кал каять, — тет Иван Капитонович, хĕрсене хĕрхеннĕн, вĕсене çапла асаплантарнăшăн ман умра тӳрре тухнăн. — Интрийĕ те ĕç майне ӳкерет-ха хĕрсемпе. Чиперех.
Мана халĕ, айккинчен пăхсан, Интри пичче чăхсен ушкăнне ертсе çӳрекен автан евĕрех курăнчĕ. Темĕн ăнлантарать пулас, аллине çил арманĕ пекех çавăрттарать. Пире асăрхарĕç, сывлăх сунчĕç, анчах ĕçлеме пăрахса чупса килмерĕç. Пире те вĕсем патне çывхарма юрамасть. Тем курасси пур.
Кăлльа ăçта вара? Хĕрсем хушшинче курмастăп. Е паллаймарăм-ши? Унччен те пулмарĕ, кĕрсе ăшăнкалама, вĕри апат пĕçерсе çикелеме вăхăтлăха туса лартнă пĕчĕк пӳртрен пĕр чиперкке тухрĕ.
— Хăнасем килнĕ-çке, салам!—сывлăх сунчĕ вăл хаваслă сассипе. Аркине хăнтăр тыттарнă пĕрмечеллĕ хура кĕрĕкпе Кăлльа. Тăваткал куçлă, шерепеллĕ шаль тутăр çыхнă. Патне ан пыр — чăн-чăн майра. Тыткаласса та хăйне питĕ хăюллă, мăн кăмăллă тыткалать. Пире курсан та, сăнĕ-пичĕ кăшт та улшăнмарĕ. Хăй чарусăр чĕвĕлтетет. Кăмăла чăрмалакан пулас калаçу пирки чунĕ чĕптĕм те систермест-ши? Эпĕ, ăна кунашкал иккенне курма шутламанскер, çухалсах кайрăм.
— Хĕрçум ларма хатĕрленнĕн, çав тери капăр тумланса лартнă-çке эсĕ, пачах та ĕçлеместен-и-мĕн?— чăрр пăхрĕ Иван Капитонович Кăлльа куçĕнчен.
— Интри мана апат пĕçерме уйăрса лартнă. Маншăн хăй ĕçлеп тет. — Хĕрелмерĕ те Кăлльа.— Апатне камăн та пулин пĕçермеллех-çке.
Çавăнтах Кăлльа пĕчĕк пӳрт умне çакнă тимĕр татăкне патакпа чанлаттарма пикенчĕ. Вăрман касакансем хăйсене вăрах кĕттермесĕр пухăнчĕç.
Апат çисен, эпир хĕрсемпе калаçрăмăр. Ĕç пирки тарăхни, кăмăлсăр пулни, ӳпкелешни палăрмарĕ. Эппин, ăнăçлах пырать.
Паçăр калаçса татăлнине систерсе, эпĕ Иван Капитоновича куç хĕсрĕм. Вăл пуçне сĕлтсе илчĕ. Ку ĕнтĕ «ăнлантăм» тенине пĕлтерчĕ.
— Интри, атя вăрмана, — чĕнчĕ вăл бригадира, ура çине тăрса, — касмалли йывăçсене курар, çуртлăх лайăххисем пур-и? Эсир хĕрсем, унччен канăр.
Хамăр çеç юлсан, калаçу тапранчĕ.
— Кăлльа, сана Интри пиччене качча тухма хатĕрленет теççĕ. Тĕрĕсех-и ку?
— Кам шăтса пачĕ? — нар пек хĕрелчĕ хальхинче, йăл-ял куçне çунтарса, хĕрсем çине пăхса илчĕ.
— Ку чухне тĕлĕнтермĕш хыпар-хăнара шухă çил çуначĕпе çаклатса çӳрет, унта-кунта ӳкерсе хăварать. Ман хăлхана та пырса кĕчĕ çак иленкесĕр сас-хура.
— Мĕн-ма иленкесĕр, тет, вара вăл? — кӳренчĕ пулас Кăлльа: тӳрккессĕн ыйтрĕ. — Хĕр тени ĕмĕр качча тухмасăр пурăнмасть пулĕ?
— Тĕрĕсех-ха ку. Анчах чечен çеçкене кам татать? Çакă пăшăрхантарать.
Хĕрсем тапăнчĕç Кăлльана. Чунне уçса пама ыйтаççĕ унран.
— Сана пула пире ят тивет! — хирĕçеççĕ вĕсем.
— Мĕнех вара, ну, эппин, килĕшрĕм качча кайма.
— Вăл санран чĕрĕк ĕмĕр ытла аслине шута илместĕн те-и?
— Ун пекех ватă мар-çке, — тутине пăркаласа илчĕ Кăлльа.
— Паян вăл сан куçна çамрăккăн курăнать. Тепĕр вунă çултан кукшаланĕ, ватăлĕ. Эсĕ вара ăна тиркеме тытăнмăн-ши?
Кăлльа чĕнмест. Хĕрсем ăна çаплах таккаççĕ:
— Ун арăмĕ пур.
— Ача туманскер-и? — тутине ирсе илчĕ.
— Эсĕ Интри пиччене ача туса парасшăн-и? — эпĕ те тӳсеймерĕм.
— Ма савăнтарас мар ăна? Çамрăк-çке эпĕ.
— Интри пичче арăмĕ те качча кайиччен çамрăк тата питĕ хитре пике пулнă теççĕ çынçем.
Кăлльан куçĕсем шывланчĕç.
— Эппин, ман ватă хĕр ятне илтмелле-и?
— Хĕр ватăлмасть, пыл çĕрмест теççĕ чăвашсем, — çавăнтах хирĕçлерĕ ăна тантăшĕсенчен пĕри.
— Хыпăнса ан ӳк-ха, Кăлльа,— лăплантаратăп ăна.— Тен, упăшка пуласси сан пата килме тухнă? Çулĕ вăрăм пулнипе паян-ыран çитеймест. Тăхта кăшт. Пуç тавра тĕплĕн çавăрттарса, шухăшласа тумалла кунашкал япалана. Ĕмĕр пĕрле пурăнмалла-çке.
Кăлльапа юнашар ларакан çаврака питлĕ, хура куçлă хĕр сĕтеле çат! çапрĕ те мăнаçлăн каларĕ:
— Арăмĕпе уйрăлнă ватă çынпа явăшса хама сая яриччеи, луччĕ ĕмĕр пĕччен пурăнас, пуçа пĕксе çӳриччен, каçăртса çӳрес. Ку — пин хут мухтавлă.
Хĕрсен шухăш-кăмăлĕпе Кăлльа килĕшрĕ пек туйăнчĕ. Эртелпех куçне уçма тăрăшрăмăр-çке.
Интри пиччепе пуплеме шутламарăм. Вăл ватă çын, хăй ăсĕпе пурăнакан этем. Çулăхсан, вăл мана шуйттан шăтăкне хăваласа яма та уяса тăмĕ.
Çу çитрĕ. Интри пичче ялтан хулана тухса кайнă терĕç. Заводра ĕçлеме тытăннă имĕш. Хĕре пăрахма шутламан та-мĕн. Тен, чăнласах та килĕштерсе пăрахнă вĕсем пĕр-пĕрне? Пĕррехинче вăл яла таврăнать те Кăлльана çĕрле амăшĕнчен вăрттăн илсе тухса каять.
— Ухмахăн хăйĕн талайĕ, — тесе ятланă ун чух хĕре ял çыннисем. — Шик шăхăрсан — сисмерĕ, кăчăк туртсан— килмерĕ. Интрин кăпăклă сăмахĕсене мала хучĕ.
Каярахпа, хĕрсемпе тĕл пулсан та, тек аса илмен Кăлльана. Мĕн усси? Сăртпа сăрт тĕл пулмасть, çынпа çын тĕл пулать теççĕ халăхра. Тĕрĕсех иккен.
Нумай та пулмасть район центрĕн урамĕпе мана пĕри тытса чарчĕ.
— Сывлăх сунатăп сире, Итемри юлташ, — тет хайхи, карттусне çĕклерĕ. Эпĕ те саламларăм. Тинкерсе пăхрăм— халиччен курнă çын пек туйăнмарĕ. Эпĕ иккĕленерех тăнине асăрхарĕ пулас та васкасах сăмах хушрĕ:
— Эпĕ —лешĕ, Кимиркассинчи Интри, çамрăксене вăрман кастарни.
— Э-э, астăватăп. Хăвăр, тем, палламалла мар улшăннă та...
— Вăрçă суранĕсем хăшкăлтарса вăхăтсăр ватăлтарчĕç мар-и? Тен, ку та аплах муртакламастчĕ пулĕ те, тепĕр инкек пĕтерчĕ.
Каласа пачĕ вара.
Кăлльапа çапах та пĕрлешнĕ вĕсем, загсра ĕçлекенсем лайăхрах шухăшласа пăхма хистенине шута илмесĕрех. Чылай вăхăт хваттер тупаймасăр аптранă. «Хăвăн хĕрӳпе арлă-арăмлă пурăнма çылăх сана. Турăран хара!» — тесе яхăнне яман-мĕн хуçисем. Вара мунча пек çĕрпӳрт лартнă. Пурăнасси пĕрех пулман. Хăй йăшма тытăннă, çавăнпа-тăр Кăлльа сивĕннĕ, çамрăкрах арçынсемпе явăçма пуçланă. Ачи-пăчи Интрирен пулман. Юлашкинчен уйрăлнă. Çапла пĕр-пĕрне пĕтерсе хунă вĕсем. Чăнчăн юрату вара çынна вилĕмрен чĕртсе тăратмалла.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...