Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


Вăл вара тĕплĕн шутласа хунă планне каласа пачĕ. Хăйĕн шерпет пек тутлă сăмахне вăл çапла пĕтерчĕ:

— Аслă хан, хамăр патшалăхăн тĕрекĕ… эсĕ хăвăн умрине витĕр курса тăракан ăсупа туйса илсе кун пирки ху та нумай шутланă, çапах та хамăр ханлăхшăн тăрăшса эп сана сĕнме хăятăп…

— Çапла, кун пирки эп хам та шутланă, — терĕ хан куç айĕпе пысăк карачи Булат Ширин çине пăхса илсе, унтан вăл тарçисене часрах пыра йĕпетмелли пама хушрĕ.

Вĕсен умне иçĕм çырлинчен тунă хăватлă мар эрехпе така какайĕ илсе пырса лартрĕç.

Сахиб-Гирей черккесене хăех тултарчĕ.

— Сан сывлăхушăн, ман шанчăклă тусăм! — хавассăн каларĕ вăл. — Сан чаплă пуласлăхушăн эппин.

— Сан сывлăхушăн, аслă хан! — терĕ Бозек. — Сан сывлăхушăн, улу карачи!

— Ытарма çук лайăх шухăш ку, тăвансем: Хусан — Турци султанĕн вассалĕ! Хусан Крыма мар, тӳрех Константинополе пăхăнса тăрать! Ку вăл ак мĕне пĕлтерет, улу карачи, — Булат Ширина хаваслăн хул пуççинчен çапса илчĕ хан. — Мускав пирĕн çине тапăнни вăл Турцие хирĕç тăшманла ĕç туни пулать. III Василин вăрçăпа-мĕнпе тухас умĕн ирĕксĕрех çакăн çинчен тĕплĕн шухăшласа пăхма тивет. Тупата, лайăх шухăш!

— Эпĕ ырлатăп, — терĕ улу карачи. — Апла пулсан пирĕн çитес кунсенчех Сулейман патне посольство ямалла пулать…

— Ун çинчен ыран калаçăпăр, — таçта васкарĕ хан. — Паян çакна çеç каласа хума пултарап: Булат Ширин, эс каймасан Константинополе посольствăна Бозек ертсе каять. Килĕшетĕн-и, хаклă тусăм Бозек?

— Сан сăмаху маншăн турă сăмахĕпе пĕрех, — ик аллине те кăкăрĕ çине хучĕ бакши. — Эп ăна хамшăн калама çук пысăк чыс вырăнне хунă пулăттăм.

Хан палатинчен вĕсем виççĕш те пĕрле тухрĕç. Çак самантра Бозек хăйне ханăн чи çывăх тусĕ пек туйрĕ.

Чунне ытларах савăнтарас тесе вăл кремль картишĕнче вырăс элчине Андрей Пильменова тата III Василий патша ячĕпе килнĕ Иван Черемисинова шырарĕ. Лешсем ниçта та куçа курăнмарĕç.

9. Ĕмĕтри Кăнтăр çилĕ

Кирек мĕнле савăнăçăн та вĕçĕ пур. Сахиб-Гирей те Хусан Стамбул юрчĕ шутланма тытăннă ятпа темиçе кун ĕçкĕ ĕçсе йышăну хыççăн йышăну ирттерчĕ те пĕр ирхине хăйĕн палатине питĕрĕнсе ларчĕ.

— Паян эпĕ кунĕпе пушанаймастăп, — терĕ вăл çывăх çыннисене. — Никам та ан чăрмантартăр мана каçчен.

Вăл чăнах та кунĕпе пĕччен ларма шутларĕ. Ялан ĕçкĕпе йăпанса çитет. Тĕнчере тата хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртекен ĕçсем пирки тĕплĕ шухăшласа пăхма та вăхăт.

Тутлă апат йăлăхтарнă пек, вĕçĕмсĕр ырлани те йăлăхтарать иккен. «Пирĕн шанчăк, пирĕн аслăран та аслă çар пуçĕ, пирĕн пурне те витĕр курса тăракан хан»… Кашни йăпăлтатать, кашни ăна юрама тăрăшать. Хĕрарăмсем вара упăшкисем умĕнчех куçа кĕреççĕ.

Чĕрере тунсăх. Алла нимле ĕç те тытас килмест. Ав пăхса тухмалли тĕрлĕ ĕçсем пĕр купа выртаççĕ — пĕр хутне те вулас килмест.

Вăл сĕтел çинче уйрăммăн выртакан хулăн кĕнекене илчĕ те ăна сиркелеме пуçларĕ. Ара, ку ман биографи терĕ вăл. Реммал-Ходжа çырса пырать. Кур-ха, мĕн чухлĕ çырса тултарнă вăл!

«Эп, аллахăн çĕр çинчи мĕскĕн чури, çут тĕнчере нумай çӳресе курнă. Эп Александрийăра, Багдадра, Бухарара, Стамбулта, Самаркандра пулнă, Меккăпа Мединăна çитнĕ. Эп Хĕвел тухăçĕнчи нумай чаплă çынсемпе калаçса пăхнă, пĕрчĕн-пĕрчĕн ахах пуçтарнă пек, вĕсенчен ăс-хакăл илнĕ. Хамăн чĕре туйăмĕпе эпĕ çынсен ăсне, турă панă хăватне виçсе шайлама пултаратăп… Нумай çутă çăлтăр ялкăшать пире хупласа тăракан тӳпере, анчах чи çуттисен ячĕсем çаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччĕ-ха): чаплă та мухтавлă Сулейман Великолепный — Турци султанĕ тата аслăран та аслă çар пуçĕ Сахиб-Гирей, пирĕн телейĕмĕр Герай-хан… Вĕсем хальхи вăхăтра хĕвел тухăç тĕнчине хĕвелпе уйăх пек çутатса тăраççĕ. Вĕсем…»

Хан кăмăллăн кулса кĕнекене аяккалла ывăтса ячĕ те хура бархат витнĕ хыçлă тенкел çине пырса ларчĕ. Хитре çырать Реммал-Ходжа! Тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе эрешлĕ чĕлхене начар мар вĕренсе çитнĕ.

Ăна Сулейманăн юлашки çыруне вулаттармалла терĕ вăл, эпĕ чаплă çар пуçĕ пулнине султан сăмахĕсемпе çирĕплетсе патăр.

Султан сăмахĕсем… Пыл пек тутлă вĕсем Сахиб-Гирейшĕн, ылтăнтан та хаклă. Вăл янă фирмансене çĕр хут, пин хут вулас килет! Сулейман Сахиб-Гирей сĕнĕвне йышăнса çийĕнчех договор турĕ çеç мар, ку договора Сахиб темле майпа манса хăварнă питĕ кирлĕ пункт кĕртме те ăс çитерчĕ: Хусан ӳлĕмрен Турци лартнă хансене çеç йышăнать, Турци Хусана кирлĕ вăхăтра яланах çар пулăшăвĕ парать! Ку сăмахсене вуласан III Василий, паллах, тарăхнипе кăвакарса каять ĕнтĕ, пĕтĕм вăйпа сĕтеле шанлаттарать. Анчах халĕ ĕнтĕ Мускавра вырăс патши сĕтеле çапни, ĕлĕкхи пек, Хусана илтĕнмест, илтĕнсен те вăл никама та хăратма пултараймасть.

Сахиб-Гирей султанăн ĕнерхи çырăвне тĕрĕс ăнланчĕ пек туйăнать — Турципе Крым кăçал Мускава хирĕç тепĕр вăрçă туса ирттерме хатĕрленеççĕ пулмалла.

«Эх, ма эп Бахчэ-Сарайра мар-ши? — терĕ хан хăй тĕллĕн. — Бахчэ-Сарайра пулсан мана Стамбул тем тесен те вăрçăра чи асли туса хуратчĕ! Куратчĕ вара Сулейман эп çарсене мĕнле ертсе кайнине!»

Пĕр япалана ăнланаймасть Сахиб-Гирей Сулейман çырăвĕнче: мĕншĕн султан ăна Хусанта тытма тăрăшать? Хăйĕн чи ăслă та чи пултаруллă визирĕ тесе шутлать пулсан мĕншĕн часрах Крым ханĕ туса хумасть ăна? Пурте сисеççĕ-çке-ха, султан ăна Саадет-Гирейрен мала хурать, унтан ытларах хисеплет, ку çапла иккенне Сахиб Стамбулта пурăннă чухнех туйса тăратчĕ. Анчах ма-ха вăл Бахчэ-Сарайра престола çав пултарусăр çынна пачĕ?

Юратмасть Сахиб-Гирей хăйĕн шăллĕне Саадета. Юратмасть çеç мар, кураймасть ăна. Икĕ питлĕ çын вăл, Саадет. Ахаль мар Стамбулта пурăннă чухнех вĕсене Геммель-Гирейпе иккĕшне вырăссем хăйсем майлă çавăрма тăнăччĕ.

Мухаммед-Гирее вĕлернĕ хыççăн, паллах, Крымра Саадетăн мар, Сахиб-Гирейĕн хан пулмаллаччĕ.

Çапла шутлать хан. Анчах Сулейман ав ăна темшĕн малашне те Хусантах тытасшăн. Мĕншĕн? Сахиб ăнланмасть.

Стамбула каяс пулать, султана ӳкĕте кĕртес пулать тет Сахиб-Гирей, мана Бахчэ-Сарайне куçартăр. Тем тесен те Мускава хирĕç кĕрешекен тĕп вăй вăл Крым, тĕп çар — Крым çарĕ. Апла пулсан Сахибăн унта пулмалла. Саадет Хусана килтĕр, ăна Хусан та юрать.

Хан çакна пĕр самантлăха та манма пултараймасть: Крымра престолшăн çапăçу пĕтмен. Вăл часрах Бахчэ-Сарайне çитес пулсан Гирейсем никама та мар, ăна, Менгли-Гирейĕн кĕçĕн ывăлне, хан туса хураççĕ. Çав тери хăтлă вăхăт халь престола йышăнма.

Каймалла, часрах Стамбула каймалла тет хан. Манăн тек кунта юлма юрамасть. Йăлăхтарчĕ мана Хусан. Мĕншĕн кунта юлма юраманнине вăл калама хăрать. Ун çинчен ăна кашни кун тĕттĕм пулса çитсен хăйĕн визирĕ Сиди улан пĕлтерсе тăрать.

Паян Сиди хан патне нихçанхинчен те кая юлса килчĕ. Кунĕпе пӳлĕмрен тухман Сахиб-Гирей ăна кĕтсе халтан кайрĕ.

— Эсĕ мĕн, мана çур çĕрччен лартасшăн-и кунта? — терĕ Сахиб-Гирей леш хăйне хирĕç пырса ларсассăнах.

— Каçар, аслă хан, — терĕ Сиди. — Тин кăна пĕр ĕçкĕре пултăм. Пĕтмесĕр тухса каяймарăм.

— Кам патĕнче?

— Булат Ширин патĕнче. Çирĕм çынна яхăн пуçтарăннă: Отуча князь, Апай оглан, Бахты-Гильди князь, Казы князь, Чура князь, Тевель бакши, Табай князь, Мамыш, Курат, Шемердень Чурачиков…

— Çавсем пурте мана хирĕç-и? — итлесе пĕтереймесĕр ура çине сиксе тăчĕ хан.

— Сана хирĕç, — пуçне тайрĕ улан. — Пĕр пытармасăр калаçаççĕ. Мана Бахчэ-Сарайне Гемметь-Гирее илме каймашкăн сĕнчĕç.

— Эсĕ килĕшрĕн-и?

— Сăмах татса каламарăм. Хăвах пĕлен, аслă хан, каймастăп тесе калама та чĕлхе çаврăнмасть.

— Килĕш, — терĕ Сахиб-Гирей. Усал хыпара илтнипе сехĕрленсе ӳкнĕрен-тĕр ун сасси питĕ мĕскĕннĕн тухрĕ. — Килĕш. Анчах Тавридăран Гемметь-Гирее мар, Сафа-Гирее илсе килетĕн. Пĕлетĕн-и, кам ачи вăл, Сафа-Гирей?

— Пĕлмесĕр. Вилнĕ Фатых-Гирей ывăлĕ. Анчах вăл питĕ çамрăк-çке, аслă хан?

— Пултăр! — тарăхса каларĕ Сахиб-Гирей. — Çав путсĕр Геммете престол париччен вун виç çулхи Сафана хан тăватпăр. Итле, улан: Бахчэ-Сарайне каятăн та ман ятран Саадетпа калаçатăн. Эп пĕлетĕп, вăл Сафана хирĕç пулас çук, мĕншĕн тесен ун патĕнче Сафа ывăл вырăнĕнче пурăнать. Килсен калатăн: Гемметь килĕшмерĕ тетĕн. Ыттишĕн пĕтĕмпех эп явап тытатăп. Сафа çитсенех эп унта хам каятăп…

— Унччен темскер пулса ан тухтăр, хан, — шикленсе сăмах хушрĕ Сиди.

— Мĕскер каласшăн эсĕ унпа?! — кăшкăрса пăрахрĕ Сахиб. — Мĕн, вĕсем мана вĕлерме шутламаççĕ пулĕ те?

— Ун пирки сăмах-юмах пулмарĕ, анчах пирĕн пурнăç аллах аллинче-çке, хан…

— Ку тĕрĕс. Çапах та эп ку ĕçе шанмастăп — мана вĕлерме вĕсен аллисем çĕкленес çук. Сан тусусем пулас вăрçăран хăраса ӳкнĕ. Çавăнпа вĕсене хан мар, катемпи кирлĕ. Сахиб ав вĕсене хытă тыткалать. Çапла-и, Сиди тусăм?

— Мĕн хытă тыткалани? — кулма пăхрĕ визирь. — Пăлхав тума хатĕрленнине пĕлсе тăнă çĕртен тытса хупмастăн çав княçсемпе улансене. Ку хытă тыткалани пулать-и?

— Э-э, Сиди, — терĕ хан. — Эп кунта юлас çын пулнă пулсан, паллах, пурне те тытса хупнă пулăттăм. Анчах ман ĕмĕтсем урăх, эс ăна лайăх пĕлетĕн. Аслă тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн эп Булат Ширин умĕнче вăхăтлăха чакма та хатĕр. Ку вăл хăрани мар, Сиди, ку вăл хăйне кура ăс та, чеелĕх те…

— Ăнланатăп, аслă хан. Анăçу сунатăп сана хăвăн тĕллевне пурнăçа кĕртес ĕçре. Хусан сана тивĕçлĕ мар. Сак вырăну чăнах та Бахчэ-Сарайра…

— Тавах ыр сăмахушăн. Эппин, сывă пул. Васкавлăн тухса кайма тӳр килсен калас пек сăмахусене ывăлна каласа хăвар. Эп ăна сана шаннă пекех шанатăп.

— Ырă каç пултăр, — пуç тайрĕ Сиди.

— Ырă каç пултăр, манăн хаклă тусăм.

Хан хăйĕн визирĕ тухса кайсан та хыçлă тенкел çинче нумайччен пĕр хускалмасăр ларчĕ. Йăлтах çапса хуçрĕ ăна Сиди пĕлтернĕ хăрушă хыпар. Эппин, Булат Ширин ăна хирĕç пулни çынсем шутласа кăларнă япала мар, элек те мар, куç умĕнче кунсерен аталанса пыракан каварлă ĕç! Ай мĕнле чее хăтланать пысăк карачи! Кашни кун хан патне килет, унпа пĕрле мĕн пур çырăва вулать, мăрсасемпе хакимсене йышăнать, Сахиба ырă сăмахсем калать, хĕвĕнче вара — чул, хана пуçран çапма хатĕрленĕ чул! Хăй Сахиба хирĕç пулни сахал-ха, кур, мĕн чухлĕ княçпа мăрсана çавăрнă вăл кĕске вăхăт хушшинче! Ĕçкĕ ĕçнĕ пек туса вăрттăн пухусем ирттерет. Ун вырăнне çĕнĕ хан шырать.

Мĕнрен пуçланчĕ çак ханпа пысăк карачи хушшинчи хирĕçӳ? Çав 1521 çулхи вăрçăран-и? Сахиб-Гирей ăна тĕрĕссипе калама та пултараймасть: ку таранччен вăл пысăк карачппе вăрçса курман. Чăнах, 1521 çулхи чаплă вăрçă хыççăн Булат Ширин ăна сăмахпа тĕртсе илчĕ, Крымшăн çапăçрăмăр, пĕтĕм ясыре Муххамед-Гирее парса ятăмăр терĕ. Анчах ку тĕрĕс мар-çке-ха, ун чухнехи вăрçă пысăк карачине хăйне те пĕр кĕтӳ лаша пачĕ, темиçе çĕр çын чура пачĕ. Кам пĕлмест-ха ун хуçалăхĕнче темĕн чухлĕ вырăс чури ĕçленине?

Çук, тĕп сăлтавĕ унта мар пулас. Крыма пăхăнас килмест унăн, Гирейсене пăхăнас килмест. Булат Ширин коалициллĕ правительство тăвасшăн, вăл пĕр вăхăтрах Мускава та, Крыма та юраса пурăнасшăн, Гемметь Гирее илсе килни вăл Сахиб-Гирейрен хăтăлмалли сăлтав кăна. Айван тет хан тарăхса, вăхăт мĕнле улшăннине нимĕн чухлĕ те сисмест Булат Ширин, пĕр вăхăтра Мускава та, Крымпа Турцие те юрама май çуккине ăнланмасть.

Çапах та кунтан тухса кайиччен кавара хутшăннă темиçе княçа тытса хупмалла пулать. Сахиб-Гирей ăна-кăна пачах сисмест тесе ан шутлаччăр.

Хан йĕннинчен хĕçне кăларса тĕрĕслерĕ те ăна каялла-чиксе хурса пĕр сассăр алăкран тухрĕ. Ун хыççăн шăппăн çеç аскерсем те хускалчĕç.

Тулта ун сăмса шăтăкĕсене нӳрĕ сывлăш пырса çапрĕ. Çуркунне! Часах Хусанта çуркунне пуçланать. Тавридăра çанталăк мĕнле-ши халь? Эх, çавăнти хĕвел ăшшипе çеç хĕртĕнесчĕ пĕрре, пĕтĕм çан-çурăма кăнтăр çилĕ çинче кантарасчĕ!

10. Тепĕр Гирей

Мăрсасене Хусана ыт ахальтен чĕнмеççĕ. Хусана каймалла текен хыпар çитрĕ пулсан вĕсенчен кашниех пĕлсе тăрать: шĕкĕр хулара пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.

Тукай Юмансартан тухнă чухне çуна çулĕ йăлтах пăсăлнăччĕ ĕнтĕ. Хулана çитиччен утсем пакăлчак таран сĕлкĕш юр ашса пычĕç. Кремль патне çӳлелле хăпарнă чухне мăрсан çуна çинчен те анмалла пулчĕ — юр кайса пĕтнĕ вырăнта ларса пыма намăс, — çынсем кремле юлан утпа та тăрантассемпе çеç кĕреççĕ.

Хăйĕн учĕсене ытти лавсем хушшине тăратсанах Тукай нимрен малтан картишĕнче паллакан мăрсасене шырама тытăнчĕ. Унăн пĕлес килчĕ: мĕн пулса иртет Хусанта, мĕн пирки чĕнтернĕ кунта мĕн пур паллăрах мăрсасене?

— Сахиб-Гирей тепре авланать пуль, манăн пыр ярăннă пек туйăнать, Тукай абзы, — терĕ унăн тыткăнра пĕрле пулнă тусĕ Болдуш яланхи пекех шăл йĕрсе.

— Эс апла Мускавран таврăннă хыççăнах хан патне ĕçке çакланасшăн-и?

— Урăхла мĕнле пултăр? Вăл пирĕн умра парăмлă. Эп Мускав тĕрминче уншăн пыйтланса пурăнтăм.

— Эс кăна пире мар, хăйне кала. Вара сана хан пĕр тăруках икĕ курка шерпет ĕçтерет, — сăмах хушрĕ Сарыев.

— Калатăп. Хăрать тетне?

— Сăмахпа эс паттăр-çке.

— Эй, эсир Болдуша начар пĕлетĕр!

Мăрсасем тавлашса пĕтереймерĕç, вĕсем патне йывăррăн сывласа шыçмак Булат Ширин пырса тăчĕ.

— Эсселям-мегеляйкум! — терĕ вăл мăшлатса тата пурин çине те куç айĕн пăхса.

— Вегеляйкем-эсселям! — тавăрчĕç харăссăн мăрсасем.

— Килтĕр апла, Тау ягы куназĕсем?

— Килтĕмĕр, — терĕ Тукай. — Анчах хамăра мĕншĕн чĕнтернине пĕлместпĕр-ха, пысăк карачи.

— Ăна пĕлме те кирлĕ мар, — патакĕ çине йывăррăн таянчĕ Булат Ширин. — Аллах хĕрхенет сире, Тау ягы куназĕсем. Эсир ку хыпара чи кайран пĕлетĕр…

— Çапах та мĕн пулнă вара пирĕн шĕкĕр хулара?

— Çăвар та уçăлмасть ăна калама. Лайăх мар хыпару ачамсем. Юрĕ-çке, ак халех пĕлетĕр…

Çак сăмахсемпе пысăк карачи вĕсенчен пăрăнса кремль картишĕпе шалалла, хан керменĕ еннелле, иртрĕ, мăрсасем ним ăнланмасăр çăварĕсене карса тăрса юлчĕç.

— Çук, ман пыр ярăнма пăрахрĕ, — терĕ сăмах çукран сăмах тупас тесе Болдуш.

— Вырăссем вăрçăпа килме тухман-и? — аптраса ыйтрĕ Сарыев. — Мĕнле лайăх мар хыпар пулма пултарать халь, çуркунне?

— Çу-ук, — терĕ Тукай, — вăрçă пуçланни сисĕнмест. Халăх шуйханмасть-çке пĕрре те…

— Тĕлĕнмелле!

— Ма каламарĕ-ха пире Булат Ширин?

— Каларĕ-çке, — йĕкĕлтерĕ вĕсене Болдуш, — халех пĕлетĕр терĕ. Çитмест-и тата сире?

Çав вăхăтра вĕсем патне çуллахи пек тумланнă Туканаш юлан утпа çитсе чарăнчĕ. Савăнса кайнă мăрсасем ăна çийĕнчех йĕнер çинчен сĕтĕрсе антарчĕç.

— Вăл хĕрарăм мар, ун пек чуп тумасан та юрать, — Тукай ытамĕнчен туртса илчĕ ăна Болдуш. — Туканаш, эс пире часрах кунти хыпарсене пĕлтер. Ав аçу хăйне чăваш ĕмпĕвĕ тесе шутлать, анчах та Булат Ширин ăна Хусана мĕншĕн чĕнтернине те каламарĕ.

— Хусанта тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ! — терĕ Туканаш. — Сахиб-Гирей Константинополе турра пуç çапма каятăп тесе Крыма тухса тарнă. Крымра ăна хăравçă тесе тĕрмене тытса хупнă тет…

— Ак тамаша! — пуçне сулкаларĕ Болдуш. — Пĕтрĕ манăн Сахиб-Гирейрен ĕçесси! Крыма ун хыççăн вĕçтерес пуль. Мĕнле шутлан эс, Тукай мăрса? Санăн та унран кăшт ĕçмелли пурччĕ…

— Мур тĕпне ăна! — терĕ Тукай. — Тасални паха. Ытла вăрçă вăрçма юрататчĕ. Вăл килнĕренпе пĕрре те лăпкă пурăнса кураймарăмăр.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 ... 16