Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


— Ан васка, Шигалей Шейх Аулиярович, — терĕ лăпкăн Шуйский. — Малтан тăшман ăçта тăнине пĕлетпĕр. Тем тесен те эпир ача вăййи выляма тухман, вăрçă вăрçма тухнă. Тата пирĕн васкама сăлтав та çук, утлă çар Атăл хĕррине çитмен-ха пирĕн.

— Кунта мĕн туса пурăнатпăр-ха эпир? Çапăçас пулсан вырăнĕ те майлă мар-çке, князь.

— Вырăнĕ питĕ майлă. Тăшман Атăл тăрăх хăпарсан унпа Атăл çинче çапăçатпăр, утлă çарпа сылтăм çыран тăрăх хăпарас пулсан çак юхан шыв урлă каçма памастпăр.

— Ман часрах çапăçăва кĕрес килет, князь. Пĕр вырăнта тăнипе эпир Сахиба аркатас çук.

— Эпир пĕр вырăнта тăма шутламастпăр та. Майлă вырăн шыраса, тăтăшах йăртăх туса пĕчĕккĕн Хусан еннелле анатпăр.

— Ай-ай, эс Василий Иванович пекех питĕ асăрхануллă çын! — сăмахпа тĕртсе илесшĕн пулчĕ ăна Шигалей. — Ун пек эпир Хусана кĕркуннеччен те çитейместпĕр.

— Турă пулăшсан — çитетпĕр!

Ытла ӳкĕтленĕрен тепĕр кунне Шуйский Шигалее вăтăр кимĕпе Сăр шывĕ патне çитиччен анса кайма ирĕк пачĕ. Анчах çав тери хавхаланса тухса кайнă çамрăк хан тата пилĕк кунран нимсĕрех каялла хăпарчĕ. Хăй вăл воеводăна Керженец тĕлĕнче Хусан çыннисен калама çук пысăк çарне тĕл пултăм тесе хыпарларĕ, воевода кимĕсем çинче пулнă воинсенчен çакна пĕлчĕ: хан тутарсемпе çапăçăва кĕмен те иккен, вĕсене курнă-курманах пĕтĕм кимĕсене çӳлелле ишме хушнă. Тата тăшман вăл каланă пекех йышлă пулман.

Аслă князь асăрхаттарни тӳрре килчĕ. Шигалей чăнах та сăмахпа кăна паттăрланать, çапăçуран вутран хăранă пек хăрать. Кăна вăл çамрăк хана куçкĕретĕн каламарĕ, анчах кун хыççăн вăрçă ыйтăвĕсене татса панă чухне Шигалее ячĕшĕн çеç итлекен пулчĕ, пĕр-пĕр йывăр самант килсе тухсан вăл мĕн пур ĕçе хăй пĕлнĕ пек тата хăй совеçĕ хушнă пек турĕ.

Атăл çинче малтанхи вăйлă çапăçу Чулхулапа Чалăм хушшинчи çурма çулта, Лысковăран анатарах, пулса иртрĕ.

Вырăссен йывăр та нумай çынлă киммисем çине ик енчен те çăмăл кимĕсем тапăнчĕç те, йĕри-тавра, шыв çийĕн чĕкеçсем вĕçнĕ пек, ухă-çĕмрен вăшлатса иртме пуç-ларĕ. Темиçе çын хăрушшăн çухăрса ярса кимĕ ларкăчĕ çине тĕшĕрĕлчĕ.

Аслисем вырăс воинĕсене хăйсене хӳтĕлеме юри тунă тимĕр питлĕхсем тытма хушрĕç. Çăлаканнине çăлчĕ питлĕх, хăш-пĕрисене ухă йĕпписем çӳлтен, айккинчен, хыçалтан е питлĕх айĕнчен шыраса тупса, кимĕ çине е тӳрех Атăла йăвантарчĕç.

Чылай çывăха çитсен Хусан çыннисен киммисем çинче те ахлатнă, вилес умĕнхи чун хавалĕпе кăшкăрнă сасăсем илтĕнсе кайрĕç. Шĕвĕр ухă йĕппи никама та тиркемест иккен, вăл вырăс ӳтне те, тутарпа чăваш е çармăспа ирçе ӳтне те çынна вĕлермеллех пырса тăрăнма пултарать.

Темиçе çăмăл кимĕ çинчи тĕкĕрçĕсем вырăссен малта пыракан пысăк киммине пакурсемпе çаклатрĕç те тытса чарса кимĕ çине кĕрсе кайрĕç. Йывăр пулсан та такана пек чӳхенекен кимĕ çинче хаяр çапăçу пуçланчĕ. Хĕвел çутинче хĕçсем, çĕçĕ çивĕчĕшсем йăлтăртатрĕç. Шыв шăмпăртатрĕ. Пĕр-пĕрне ылханса, шăла çыртса кăшкăрнисем илтĕнчĕç. Унтан сасартăк шăпланчĕ. Кимĕ пушанса юлчĕ — юлашки хут пуртă çĕклекен çынĕ никам тĕртсе ямасăрах вăйсăррăн кимĕ айккине шуса анчĕ.

Вырăссем çыран хĕррине тыткăна илнĕ вăтăр çынна сĕтĕрсе тухрĕç, аллисене каялла çыхса вĕсене хăйăр çине пăрахрĕç.

— Пурне те таканлăр! — терĕ çапăçу пулнă вырăна каярахпа çитнĕ Шуйский князь. Хăй тыткăна лекнисен речĕпе утса тухрĕ. — Кам сирĕн асли? Мĕнле сотник илсе килчĕ сире? — кăна вăл тутарла ыйтрĕ.

— Сарри, — терĕ юнланса пĕтнĕ пит-куçлă пĕр тĕкĕрçĕ.

— Хусан мăрси-и вăл?

— Чăваш.

— Кунта çапăçнисем пурте чăвашсем-и?

— Чăвашсем.

— Çармăссем те пур, — сасă пачĕ унпа юнашар выртакан ватăрах çын.

— Çармăсран мĕнле мăрса ячĕ сире? — çав-çавах тутарла ыйтрĕ Шуйский.

— Акпарс.

— Ăçта вĕсем халь, Саррипе Акпарс?

— Тарчĕç пуль, çавăнта çыран хĕрринче тăратчĕç, — Атăлтан сылтăмарах тем анлăш сарăлса выртакан шыв еннелле кăтартрĕ тĕкĕрçĕ.

Кун хыççăн Шуйскипе Шигалей тыткăна лекнисенчен тутарсем çинчен ыйтса тĕпчеме тытăнчĕç, анчах лешсем ун пирки нимĕн те калаймарĕç.

— Тутарсене курман, — пулчĕ пурин те пĕр хурав.

— Парăп сире курман! Эсир тĕрĕссине калăр!

— Çук, чăнах курман.

Вĕсем турă ячĕпе тупа турĕç, хĕвелпе уйăха асăнчĕç, урăх тĕрлĕ сăмах кăлармарĕç. Шуйскипе Шигалейĕн вара ирĕксĕрех ĕненмелле пулчĕ.

— Тен, чăнах та çук пуль вĕсем? — терĕ Шигалей.

— Пулма пултарать. Анчах эпир халлĕхе аякка каймăпăр, Хусан çыннисене çакăнта кĕтсе пăхăпăр. Кунта çапăçма вырăн лайăх. — Шуйский хăйĕн воинĕсене кимĕсене çыран хĕррине лартса хӳшĕсем тума, тыткăна лекнисене çывăхри çĕр пӳрте кайса хупса хурал тăратма хушрĕ.

— Кун пек эпир Хусана хăçан çитетпĕр? — куçран пăхрĕ ăна Шигалей.

— Курбан-байрам иртсен.

— Ай-ай, пит майĕпен каясшăн эсĕ анаталла! Çав тери асăрханса вăрçма юрататăн, князь.

Шуйский ăна пĕр сăмахпа та тавăрмарĕ.

Тата тепĕр эрнерен Атăл хĕррине Лупин-Горбатый князь ертсе пыракан утлă çар çитрĕ.

Воеводăна аслă княçа кĕтсе илнĕ пек чаплăн кĕтсе илчĕç. Разнежье текен ялта Василий Шуйский князь ун ячĕпе вăйлă ĕçкĕ ирттерчĕ. Анчах çар Лупин-Горбатый князь çитнĕ хыççăн та вырăнтан тапранмарĕ.

Воинсем шăрăха чăтаймасăр вĕçĕмсĕр шыва кĕчĕç, юнашар улăхсенче лашасем валли утă çулчĕç. Вĕсем пĕтĕм çар пĕр çĕре пуçтарăннă хыççăн çула тухать пулĕ тесе шутланăччĕ, анчах воеводăсем малтанхи пекех пĕрре те васкамарĕç-ха.

Сăр шывĕ хĕррине вырăс çарĕ август вĕçнелле тин пырса тухрĕ.

Темиçе кун хушши çармăссемпе чăвашсен уйрăм ушкăнĕсемпе çапăçрĕç. Тутарсем куçа курăнмарĕç.

Тыткăна илнисен шучĕ нумай ӳсрĕ.

Кĕске, анчах хĕрӳ çапăçу хыççăн воевода патне тыткăна лекнĕ виçĕ мăрсана илсе пычĕç. Шуйскипе Лупин-Горбатый пушă мар пулнăран (вĕсем митрополита кĕтсе илме Кăрмăш çулĕ çине кайнăччĕ), мăрсасенчен ыйтса тĕпчеме Шигалей пычĕ.

Чи малтан, вĕсен çумĕпе иртнĕ чухне, çамрăк хан тыткăна илнĕ мăрсасене палламастăп-и тесе тинкерсе пăхрĕ. Иккĕшне халиччен курман пек, анчах пĕрне, Лупин-Горбатый пек çӳллĕскерне, вăл лайăх пĕлет, унпа вăл Хусанта нӳхрепре те пĕрле ларнăччĕ

— Мана хирĕç çапăçатăн апла, Тукай мăрса? — ун умне çиллессĕн пырса тăчĕ Шигалей.

— Эсĕ Хусан ханĕ пулнă чухне сан майлă çапăçаттăмччĕ, халĕ, Мускава сутăнтăн та, сана хирĕç кĕрешетĕп, — хăюллăн тавăрчĕ Тукай.

— Эп Мускава сутăнман, мана ун чухне те хан пулма Мускавах лартнăччĕ, — кăшкăрса тăкас вырăнне йăвашшăн хуравларĕ Шигалей. — Эс пĕлме тивĕç, Хусан ханĕсене хĕрĕх çула яхăн ĕнтĕ Мускав лартать, мĕншĕн тесен пирĕн ханлăх Василий Иванович ашшĕ Хусана илнĕренпе вырăс патшалăхне пăхăнса тăрать. Манса кайрăн-и вара эс ăна, Тукай мăрса?

— Халиччен Хусан вырăс патшалăхне пăхăнатчĕ, — терĕ мăрса. — Анчах пĕлтĕртенпе Сахиб-Гирей ăна йышăнмасть. Эпир халь Крым аллинче…

— Эсĕ Крым ăçтине пĕлетĕн-и, хаклă тусăм? — хăйсене итлесе тăракан ытти икĕ мăрсана савăнтарса çав-çавах йăвашшăн калаçрĕ Шигалей.

— Эп сан тусу мар — тăшману, — терĕ Тукай.

— Çапах та эс тыткăна лекнĕ çын пек пуплеместĕн, мăрса. Чĕлхен ун шăмми çук, ăна кăшт чарас пулать. Халех кунта Василий Шуйскипе Лупин-Горбатый княçсем килеççĕ. Тархасшăн, эс вĕсемпе ун пек ан шăртлан. Тайма пуçа хĕç витмен теççĕ ваттисем…

— Эп сан княçусенчен хăрамастăп.

— Эх, айван! — терĕ Шигалей, хăй Тукай патне çывăха пырса сылтăм аллине ун хул пуççийĕ çине хучĕ. — Каланă сана ан шăртлан тесе! Эп сан ĕлĕкхи ĕçӳсене манман. Манран усаллине ан кĕт. Анчах вырăс княçĕсемпе йĕркеллĕ калаç, унсăрăн сана эп ирĕке кăларма ыйтни те пулăшмĕ. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм, — чăнах та кăмăлне çемçетрĕ Тукай.

— Ку питĕ лайăх. Пĕлетĕп, эс ăслă та паттăр мăрса. Хусана çитсен мана сан пек çынсем нумай кирлĕ пулаççĕ.

Малалла çамрăк хан мăрсаран вăл тыткăна мĕнле майпа çакланнине ыйтса пĕлчĕ.

— Лашана пула, — терĕ Тукай. — Вăл такăннипе чикеленсе кайрĕ те ман урана хăй айне турĕ. Эп урана туртса кăлариччен мана виçĕ воин пырса та тытрĕç.

— Пулать ун пекки, — хĕрхеннĕ пек каларĕ Шигалей. — Анчах хальхинче сана шăпу хăех ман пата илсе килчĕ. Эп сана кунтан тӳрех Хусана илсе каятăп. Юрать-и, мăрса? Е пырас килмест-и?

— Эс мана начар пĕлетĕн, Шигалей Шейх Аулиярович, — терĕ Тукай. — Халлĕхе эпĕ сан ярлăкупа мар, Сахиб-Гирей ярлăкĕпе пурăнатăп. Сан патăнта мар, ун патĕнче службăра тăратăп. Кушак урам пĕр енчен тепĕр енне çăмăллăн чупса каçать, хăйĕн хуçине улăштарма та пултарать. Эп кушак мар, ирхине пĕр хуçа патĕнче, каçхине тепĕр хуçа патĕнче пурăнма пултараймастăп…

— Ара, эп Хусана каятăп-çке-ха!

— Хусана çит, ил ăна, унтан тин мана чĕн.

Шигалей ун сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ. Вăл Тукай патĕнчен пăрăнса аяккарах тăракан ытти икĕ мăрса патне пырса тăчĕ.

— А сире, — терĕ вăл, — эпĕ çакса вĕлерме хушатăп! Мĕнле хăйрăр эсир хăвăрăн чăн-чăн патшăра хирĕç вăрçа тухма?

Мăрсасем иккĕшĕ те Шигалей умне чĕркуçленсе ларчĕç.

— Айăплă. Каçар пире, хан.

— Сахиб-Гирей ирĕкĕнчен тухаймарăмăр.

— Ăçта вăл халь, Сахиб-Гирей? — терĕ хан.

— Акă Тукай мăрса суйма памĕ, виçĕм кун Чалăмраччĕ.

— Суймастри?

— Суймастпăр.

— Тĕрĕс калаççĕ-и? — Тукай енне çаврăнчĕ Шигалей.

— Тĕрĕс калаç. Пире сана хирĕç çав ячĕ.

Мĕн тăватчĕ-тĕр çамрăк хан тыткăна лекнĕ мăрсасене — ăна калама йывăр, тен, хам ханлăх мăрсисем тесе Тукай ыйтнă тăрăх каçаратчĕ те пулĕ. Анчах ăна ыйтса тĕпчесе пĕлме памарĕç. Лупин-Горбатый янă çын Шигалее çывăхри тепĕр яла митрополит вырнаçнă киле чĕнсе кайрĕ. Мăрсасене виççĕшне те çĕр пӳрте хупса лартрĕç.

Тепĕр кунне вĕсемпе Василий Шуйский князь хăй калаçрĕ. Тĕрĕссипе, калаçмарĕ, ыйтса тĕпченĕ ятпа кăшкăрчĕ, юнарĕ, Мускав тĕрминче çĕртессипе хăратрĕ.

Шигалей сăмахĕ витмерĕ курăнать.

Мăрсасене виçĕ эрне ытла çĕр пӳртрен кăлармарĕç.

Тукай сисрĕ ĕнтĕ, вырăс çарĕ кунтан куçса кайнă. Апла пулсан тек Шигалей çине шанмалли çук. Вĕсене чăнах та Мускава илсе кайма шутлаççĕ пулас.

Юпа уйăхĕ çитрĕ. Çанталăк сивĕтсе пăрахрĕ. Кăмакасăр çĕр пӳртре начар апатпа пурăнма кансĕрленчĕ. Хуралта тăракан воинсем вĕсене ăçта ăсатасси пирки ыйтсан та нимĕн те каламарĕç.

Паян-ыран юр ларас тенĕ чух пĕр сивĕ кунхине вĕсене кимĕпе Сăр шывĕн вăррине (пырне) илсе кайрĕç.

Атăл кукăрĕнчи юманлăхран иртсен куç умне тĕлĕнмелле япала тухса тăчĕ: Сăр шывĕн леш енче, халиччен Хусан ханлăхĕн çĕрĕ шутланнă тĕлте, çӳллĕ ту хысакĕнче вĕр çĕнĕ хула ӳссе ларнă. Йĕри-тавра çĕр купаласа тунă синкер (карман) курăнать, крепость варринче йывăç чиркӳпе кермен çуталса лараççĕ.

— Хăçан туса лартма ĕлкĕрнĕ кăна вырăссем? — терĕ çармăс мăрси.

— Эпир çĕр пӳртре ĕнтĕркесе выртнă хушăра ĕнтĕ, хăçан пултăр!

— Хăвăрт ĕçлеççĕ, мур илесшĕсем! Хӳмине мĕнле чипер купаланă, курăр-ха, юманран мар-и?

— Юманран, — терĕ Тукай.

Тепĕр мăрси, çармăс çынни Болдуш, ялан шӳт тума юратаканскер, ăна куç айĕн пăхса:

— Итле-ха, Тукай, сана вĕсем крепость пуçлăхĕ тума илсе килмерĕç-и? — тесе хучĕ.

— Пулма пултарать, — кулмасăр тавăрчĕ лешĕ. — Анчах урăхла та пулма пултарать: çĕнĕ крепость лартнă ятпа чӳк ирттерĕç те пире виçсĕмĕре те çав юман хӳме айне персе чикĕç.

Чиркӳ умĕнче тăракан воеводăсем патне çитес чух вĕсене калаçма чарчĕç. Хурал пуçлăхĕ пысăк утăмсемпе утса кайса Лупин-Горбатый умне пырса тăчĕ, ăна хăй камсене илсе килнине пĕлтерчĕ пулмалла.

Аслă воевода аллипе сĕлтсе мăрсасене çывăхарах пыма хушрĕ.

— Кусем Ту енчи мăрсасем — Тукайпа Болдуш, — терĕ вăл вĕсем çине тĕлĕнсе пăхса тăракан воеводăсене. — Çаксем çапăçрĕç ĕнтĕ пире хирĕç Макарьев тĕлĕнчен иртнĕ чухне. Кунта та пире çавсем тапăнчĕç…

— Йытăсем, мĕн чухлĕ çынна пĕтерчĕç вĕсем пирĕнне! — терĕ воеводăсенчен пĕри.

— Çĕнĕ крепость нӳхрепĕнче çĕртмелле вĕсене!

— Пуçхĕрлĕ Атăла ывăтмалла!

Лупин-Горбатый аллипе сĕлтсе вĕсене лăпланма паллă пачĕ.

— Аслă князь тыткăна лекнĕ мăрсасемпе сотниксене пурне те Мускава ăсатма хушнă, — терĕ вăл. — Эпĕ урăхла тума пултараймастăп. Халĕ, Мускава ăсатас умĕн, эпир мăрсасене çак крепоçе кăтартма юри илсе килтĕмĕр. Курăр, басурмансем, пирĕн вăя! Çак крепоçе вырăссем сирĕн Çĕр çинче туса лартрĕç. Ăна эпир хамăрăн аслă князь Василий Иванович ятне патăмăр. Пĕлсе тăрăр, эпир кунтан кайма шутламастпăр, хамăр тăшмана Сахиб-Гирее тата ун майлă тăракан çынсене аркатса тăкиччен малаллах шуса пыратпăр. Утăм хыççăн утăм, мĕн Хусана çитиччен! Пирĕн митрополит, — вăл чиркӳ çыннисен ушкăнĕнче тăракан хытанка старик еннелле пуç тайрĕ, — çĕнĕ хула пирки çапла каларĕ: ку хула пулăшнипе эпир Хусан çĕрне йăлтах хамăра парăнтаратпăр терĕ.

— Да воскреснет бог, и расточатся врази его! — терĕ Даниил митрополит турă кĕлли сăмахĕсемпе. Унтан вăл васкамасăр воевода патне çывхарчĕ те малтанхинчен те хытăрах каласа хучĕ. — Василь-Новгорода туса лартнă хыççăн çĕрне йăлтах илетпĕр!

— Йăлтах илетпĕр! — терĕ ун сăмахĕсемпе хавхаланнă Салтыков.

— Йăлтах илетпĕр! — терĕç ун хыççăн ытти воеводăсем те.

— Илтетре, мĕн калаççĕ? — çиллессĕн ыйтрĕ мăрсасенчен Лупин-Горбатый.

Мăрсасем чĕнмерĕç.

Тукай хăйĕнпе юнашар мĕскĕннĕн тăракан икĕ мăрса умĕпе аяккалла, кунтан кăшт çеç курăнакан Эсрел сăрчĕпе Галаня шăтăкĕ еннелле тунсăхлăн пăхрĕ. Мĕн чухлĕ çӳренĕ вăл унта юлан утпа ирĕк кайăк пек, вырăссемпе миçе хутчен тытăçса çапăçнă! Иртнĕ кĕркунне кăна-ха вăл Сарри мăрсапа Шур-Кушерга ятлă çармăс ялĕнче туйра пулнăччĕ. Кăçал çав хырлăхра вĕсем Туканашпа иккĕш пăши тытнăччĕ. Тукая пурте ĕмпӳ тесе хисеплетчĕç, ун умĕнче ясашнăйсем çеç мар, таврари мĕн пур мăрсасем сехĕрленсе тăратчĕç. Акă вăл халь кунта хуçа мар. Вăл вырăссен аллинче. Анчах та Тукая кунта çапăçăва хăваласа янă Сахиб-Гирей ăçта пытанса тăрать-ши халь? Ма килсе хăтармасть вăл хăйĕн тыткăна лекнĕ çыннисене? Ма килсе аркатмасть вăл вырăссем туса лартнă çĕнĕ хулана?

Вырăс воинĕ ăна утма хушса çурăмран сăнă вĕçĕпе кăт! тĕкрĕ. Лупин-Горбатый мăрсасене вăрçса тăраннă иккен. Воеводăсем лашисене утланаççĕ.

Тукай анаталла утса кайиччен малтан вырăс воеводисен ушкăнĕ еннелле тепре пăхса илчĕ.

— Чим-ха, Шуйский ăçта паян? — терĕ вăл сасартăк. — Пурте пур — аслă воевода курăнмасть. Унтан хăй тĕллĕнех чухласа илчĕ: Василий Шуйский князь çĕнĕ хулана туса пĕтерни çинчен пĕлтерме Мускава кайнă пулас.

…Василь-Новгорода тунă çĕрте вырăссемпе пĕрле сан тĕкĕрçӳсем те ĕçлерĕç тенĕ пулсан Тукай тĕлĕннипе çăварне карса пăрахнă пулĕччĕ. Камсем ĕçленĕ? Мĕнле майпа килсе тухнă вĕсем кунта? Вĕлерет вăл ку тĕкĕрçĕсене яла таврăннă хыççăн!

Анчах Тукай, çĕнĕ хулана пĕрререн пĕрре пырса курнăскер, хăйĕн çыннисенчен никама та тĕл пулмарĕ. Ăна Шигалейпе тек калаçтармасăрах Мускава ăсатрĕç.

Мăрсана илсе тухса кайнă самантра ун икĕ тĕкĕрçи крепоçри чи аякри кĕтесре, туса пĕтермен çуртра, вучах умĕнче хĕртĕнсе тăратчĕç.

— Эс тăрăшатăн та-ха, Ятламас, ку мунчашăн, анчах хăвăн кĕме тивĕ-ши сан унта? — пурттине хăйраса пĕтерсе кипке таткипе шăлса тасатрĕ Ахтупай.

— Эпир санпа иксĕмĕр тип мунчана хăнăхнă.

— Тип мунчана хăнăхнăран йăлтах пыйтланса кайрăмăр та ĕнтĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 16