Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


— О аллах!

Урăх вăл нимĕн те каламарĕ, ыттисем унран ним çинчен ыйтма та хăймарĕç.

Пергаментлă çырăва илсе килнĕ аскер хăй умĕнчех тăнине курса Мухаммед-Гирей аллине хĕç эфесĕ çине хучĕ те хĕçне майĕпен йĕннинчен туртса кăларчĕ. Пурте хан усал хыпар илсе килнĕ аскера касса пăрахасса кĕтрĕç. Çук, хан ăна тивмерĕ, «Тасал куç умĕнчен!» — тесе кăшкăрчĕ те хĕçне каялла йĕннине чикрĕ.

Чарăнмалла мар çĕртен чарăнса апат тунă хушăра ханăн çывăх çыннисем çакна пĕлчĕç: Крыма Астрахань çарĕсем пырса кĕнĕ иккен, Тавридăра хăйĕнче вăрçă пырать, унта юлнă княçсем Мухаммед-Гирее пĕтĕм çарпа часрах каялла таврăнма тархаслаççĕ.

— Эх, çав çĕр çăтман Хусейна! — терĕ Мухаммед-Гирей. — Тахçанах пĕр-пĕр йывăçран кутăн çакмалла пулнă! Эпир кунта килессине çеç сыхласа тăнă, мур илесшĕ! Ну, çитсен кăтартатăп эпĕ ăна, чĕрĕллех тирне сĕветĕп те пырши-пакартине шакалсене ывăтса паратăп!

Апатланнă хыççăн утсем çине утлансан вăл пурне те çапла асăрхаттарчĕ:

— Мĕн калаçни йăлтах хамăр хушăмăрта пулмалла, Тавридăри ĕçсем пирки пĕр вырăс та пĕлмелле мар. — Унтан вăл мăрсасемпе эмирсем пуçĕсене уснине асăрхаса хыттăн кăшкăрса тăкрĕ. — Мĕскер чĕмере пулнă сурăх пек тытатăр хăвăра? Хăюллăрах пăхăр! Курмастăр-им, сирĕн умăрта — Мускав!

Анчах ку сăмахсем никама та хăпартлантармарĕç. Мĕн тума кирлĕ мăрсасемпе эмирсене Мускав лере тăван кил çунать пулсан? Тата миçе кун тытать-ши ĕнтĕ вĕсене Мухаммед-Гирей ют çĕршывра?

Воробьево ялне кĕрес умĕн вĕсене хирĕç аслă князь элчисем тухрĕç. Вĕсем Мухаммед-Гирее Василий князь килĕшӳ сĕнни çинчен пĕлтерчĕç.

— Апла вăл манпа тек вăрçасшăн мар, анчах Сахиб-Гирейпе мĕнле, унпа татах çапăçасшăн-и? — юриех чĕрре кĕме пăхрĕ хан. — Эсир мана ун сăмахне лайăхрах ăнлантарса парăр.

— Пирĕн аслă князь пуринпе те вăрçа чарни çинчен килĕшӳ тăвасшăн! — куçарса пачĕ тăлмач Палецкий князь сăмахĕсене.

— Ертсе кайăр, ăçта калаçасшăн эсир? — терĕ Мухаммед-Гирей пĕр вăхăт хушши хăйĕн çыннисемпе канашланă хыççăн. Çавăнтах васканипе хăй йăнăш тунине ăнланса илчĕ. — Чим, малтан эсир аслă князь мĕнле условипе килĕшӳ тума шутлани çинчен калăр!

Тăлмач, качака сухаллă ватă бакши, каллех Палецкий сăмахĕсене куçарса пачĕ:

— Пирĕн аслă князь ĕлĕкхи устав тăрăх килĕшӳ тума сĕнет. Эпир сире дань (вăрçă куланайĕ) тӳлетпĕр. Мĕн чухлĕ дань тӳлесси пирки калаçма аслă князь мана ирĕк панă…

— Ай, князь, санпа калаçса татăлайăпăр-и эпир? — кулма пăхрĕ хан. — Питĕ чее эсĕ. Ну юрĕ, çапах та ертсе кай. Эпĕ хамăн пиччепе, Василий Ивановичпа, ĕмĕр вăрçса пурăнма шутламастăп. Ăçта халь аслă князь, хăй ма тухмасть пире кĕтсе илме?

— Вăл кунтан аякра, Волок Ламскойĕнче, — терĕ çиллессĕн Палецкий князь.

…Пур çĕрте те хуласемпе ялсем çунаççĕ.

Хăйĕн хыçне кĕлпе кăмрăк хăварса тăшман каялла чакать.

Васкаççĕ юлан утсем — Крымра лăпкă мар. Анчах темле васкасан та тытса илнĕ ясыре пăрахса хăварма çук. Сакăр вунă пин çынлă ясырь — ку вăл Крымпа унăн Атăл çинчи юрчĕшĕн чăн-чăн пуянлăх. Ытти пурлăх мĕн чухлĕ тата!

Мухаммед-Гирей савăнать: лайăх тăн пачĕ вăл халиччен ăна итлемесĕр пурăннă Василий Ивановича! Çапах та хăй çул çинче ниçта та чарăнса тăмарĕ. Часрах, часрах киле, Тавридăна!

Мĕн кĕтет-ши ăна халь Бахчэ-Сарайра?

4. Çар çула тухать

Нумайччен манаймарĕ Василий Иванович çав вăрçа.

Куç умĕнче çунакан Мускав ялан чуна ыраттарса тăчĕ. Хула тулашне каяс пулсан кашни утăм çав йывăр кунсене аса илтерет.

Вăрçă хыççăн аслă князь раснах чĕмсĕрленнĕ пек пулчĕ. Вăл шавлă ĕçкĕсем тума пăрахрĕ, боярсемпе воеводăсене, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене сайра хутра çеç йышăнчĕ.

Ытти çĕрте çеç мар, кремльте те сисĕнет: пурнăç йывăрланчĕ. Сахал шăлса кайрĕ-и вăрçăн тимĕр шăпăрĕ кунти чаплă керменсене?

Йăлтах çӳхелчĕ вăл çул патшалăх хысни. Вăрçа пула халăх та пĕтĕмпех юхăнса юлчĕ.

Остров ялĕ çумĕпе иртнĕ чух аслă князь макăрмасăр та чăтаймасть: ун керменĕ пулнă вырăнта вутпа ĕнсе хăрнă йывăçсем çеç тăлăххăн лараççĕ.

Мускав çывăхĕнчи ялсене тăшман уйрăммăнах вăйлă çаратнă. Кĕперсене ишсе хăварнă. Угреш шывĕ хĕрринче Никольски мăнастире тĕппипех çунтарса янă.

Ку çул Василий Ивановичăн хăйĕн пурнăçĕнче те инкек çине синкек пулчĕ. Унăн арăмĕ Соломея çăвĕпех чирлесе выртрĕ. Крым çарне тытса чарайманшăн Василий Иванович тăван шăллĕпе — Андрей Старицкий княçпа — вăрçса кайрĕ, ăна Мускавран та хăваласа ячĕ; кунсăр пуçне тĕп хулана начар хӳтĕленĕ пирки хăйĕн кĕрӳшĕпе Худай-Кулпа урлă пулчĕ.

1522 çул уншăн кăшт савăнăç илсе килчĕ — вунă çул татти-сыпписĕр çапăçнă хыççăн Россия Литвапа килĕшӳ турĕ, утлă çар хĕвел анăçĕнчи чикĕрен Мускава таврăнчĕ.

Кĕркуннехи тĕтреллĕ кунсенчен пĕринче Василий Иванович хулана тухса çӳрерĕ. Урамсенче вăрçă юлашки ытлашши курăнсах каймасть. Унăн кĕрӳшĕ кăнтăр енчи хапхапа чул хӳмене йăлтах юсаттарнă. Пасарсенче пур çĕрте те шавлă суту-илӳ пырать, халăх пĕр çулталăк каялла çеç хăрушă вăрçă пулса иртнине манса кайнă тейĕн. Пĕр япала çеç хуçрĕ аслă князь кăмăлне — урамсенче ыйткалакансем çав тери йышлă, ĕлĕк вĕсем ун пекех нумай марччĕ.

Çуна çулĕ ӳксен Мускава Астраханьтен Хусейн хан элчисем килсе çитрĕç. Вĕсенчен аслă князь Крымпа Астрахань хушшинчи хирĕçӳсем çинчен тĕплĕрех пĕлчĕ.

— Вĕсем пиртен темиçе пин лаша ыйтрĕç, — терĕ элчĕ. — Эпир памарăмăр. Мухаммед-Гирей пире хăратма çар ячĕ — ăна пĕр çын юлми пĕтерсе тăкрăмăр. Анчах ку вăл тĕп сăлтав мар. Пуринчен ытла Крым ханĕ пире Мускавпа çапăçманшăн çилленнĕ. Вăл пире вăрçă умĕн союз тума сĕнчĕ — эпир килĕшмерĕмĕр.

— Маттур вăл сирĕн Хусейн! — терĕ Василий Иванович. — Çын ташшине ташламасть. Ăна манран салам калăр тата ман ятпа парнесем парăр. — Аслă князь аллине сĕлтрĕ те, ун патне пĕр çĕклем хаклă парне йăтса пычĕç, вĕсене Василий Иванович хăй аллипе элче тыттарчĕ. — Эсир союз тума сĕннине эпир йышăнатпăр, пирĕншĕн те, сирĕншĕн те тăшман пулса тăракан Крыма хирĕç кĕрешес ĕçре вăй çитнĕ таран пулăшăпăр.

— Çапла, Крым вăл — пирĕншĕн те тăшман! — парнесене сăран путрене чиксе каларĕ элчĕ. — Пĕтерет пире Крым! Пĕтерет пире Мухаммед-Гирей! Ут кĕтĕвĕсене хăвала-хăвала каять. Сутуçсен караванĕсене турта-турта илет. Сулейман патне посольство ятăмăр, чар çав Гирее терĕмĕр, çук, чармасть…

Астрахань элчисем тухса кайсанах Василий Иванович патне Лупин-Горбатый Кăрмăшран янă хыпарçă килсе çитрĕ. Князь ăна Хусан эшкерĕсем килĕшӳ тунă хыççăн та Сăр тăрăхĕнчи вырăс ялĕсене вĕçĕмсĕр çаратни çинчен çырать. Угра шывĕ хĕрринче виçĕ яла çунтарса янă. Спасск мăнастирĕнче пĕр пуппа темиçе манаха çакса вĕлернĕ. Нумай çынна тыткăна илсе кайнă.

Аслă князь ку хыпара пĕлтерес тесе Даниил митрополита чĕнме çын ячĕ. Каçхине вара вăл вырăс чиркĕвĕн пуçлăхĕпе нумайччен калаçса ларчĕ.

— Çырса яр эс ăна хăтăрса, аслă князь, — терĕ митрополит. — Ма чиркӳсемпе мăнастирсене тĕкĕнет вăл, Сахиб-Гирей? Крым ханĕсенчен вĕренет-и вăл çавăн пек тискеррĕн хăтланма?

— Çавсенчен, — терĕ Василий Иванович. — Никольски мăнастире Мухаммед-Гирейпе пĕрле çунтарса янă-çке-ха.

— Çырса яр. Чунне кăшт пусартăр.

— Пур пĕр усси пулас çук. Каллех вăрçа хатĕрленме тивет, митрополит. Вĕсемпе пачах та урăх чĕлхепе калаçмалла.

— Çапах та турă ячĕпе тархаслани кансĕрлемĕ. Урăх тĕн тытаççĕ пулсан та вĕсем хăйсем те турра ĕненекен çынсем-çке-ха…

— Юрĕ, çырса ярăп, — пуçне тайса çемçен каларĕ Василий Иванович.

Митрополита вăл хапха патне çитичченех ăсатса ячĕ, унтан хăйĕн палатине таврăнса дьякпа пĕрле çыру çырма ларчĕ.

Нумай çыру çӳретрĕ аслă князь хĕл каçиччен пĕр йăхри икĕ Гирейпе. Нумай хутчен шап-шур кăпăк пуличчен хăваларĕç хăйсен йăлттам учĕсене хыпарçăсем Мускавран Хусана, Хусантан Мускава, Мускавран Бахчэ-Сарайне, Бахчэ-Сарайĕнчен Мускава.

Çуркунне пĕр юлан ут Василий Иванович патне Крым ханĕ каллех вăрçăпа тухни çинчен хыпар илсе çитерчĕ.

Çук, хăлхана чикмерĕ Мухаммед-Гирей III Василий сăмахĕсене. Каçарма пултараймарĕ вăл Астрахане Мускавпа пĕр каварлă пулнăшăн.

Крым çарĕсем Çурçĕр Кавказ айлăмĕсем тăрăх Атăл вăррине пырса тухрĕç те Астрахане хупăрласа илчĕç. Хула парăнчĕ. Хусейн хăйĕн отрячĕпе çеçен хире тарчĕ.

Кун хыççăн, ĕçсем кăткăсланнă май, Мускава хыпарсем халичченхинчен те час-часрах çитме тытăнчĕç.

«Крымра пĕр тăван Гирейсем хушшинче харкашу пуçланнă. Шăллĕсем Мухаммед-Гирее вырăнтан кăларасшăн».

«Хусанта Сахиб-Гирей вăрçа хатĕрленет. Вырăс çыннисене унта пурне те тыта-тыта хупаççĕ. Темиçе купсанне лавккисене аркатса тăкнă».

«Нохай мăрсисем Хусейна пулăшма шутлаççĕ. Астрахань çывăхĕнче вĕсен утлă çарĕ тăрать».

«Сахиб-Гирей Константинополе кайма хатĕрленет. Хусан çарĕсем Атăл тăрăх тăвалла хăпараççĕ».

Юлашкинчен, çурхи пĕр ăшă кун, аслă князь Хусантан тин килсе çитнĕ çынна — Иван Черемисинов думнăй дворянина — йышăнчĕ. Вăл пĕр тăруках икĕ хыпар пĕлтерчĕ: Хуçанта хан çыннисем вырăс элчине Василий Юрьевич Поджогина тата темиçе çĕр купсана вĕлернĕ, Астранханьте нухай мăрсисем Крым ханĕ пулнă Мухаммед-Гирейпе унăн ывăлне вĕлернĕ. Виççĕмĕш хыпарне темиçе кунтан Бахчэ-Сарайран пĕлтерчĕç: Крымри престола вилнĕ хан шăллĕ Саадет-Гирей ярса илнĕ. Анчах вăл Крымăн çурçĕр пайĕнчен (Перекопран) тухаймасть, ăна унта Мухаммед-Гирейĕн ывăлĕ Ислам-Гирей хăйĕн çыннисемпе ниçта кăлармасăр сыхласа тăрать.

Кун хыççăн Крым элчи аслă княçа Саадет-Гирей ун ячĕпе янă çырăва пырса пачĕ. Василий Иванович çырăва çийĕнчех уçса вуларĕ те тарăхнипе кăвакарса кайрĕ. Çĕнĕ хан ăна Хусанти хăйĕнпе пĕр йăхран тухнă Сахиб-Гирее ан тĕкĕн, ан кӳрентер тесе асăрхаттарать тата Крыма утмăл пин алтын укçа ярса пама хушать.

— Йĕксĕк! — терĕ аслă князь пергамента ывăтса яма тăнă çĕртен Дмитрий Бельскине тыттарса. — Вилĕмрен çăлăнса юлчĕ иккен те, халь ăна укçа кирлĕ! Нимĕн чухлĕ те вăтанма пĕлмеççĕ-çке вăл Гирейсем! — Çавăнтах элчĕ тухса кайманнине асăрхаса тăлмача куçарса пама хушрĕ. — Юрĕ, Крым ханĕн ыйтăвĕ пирки шухăшласа пăхăпăр, çитес кунсенчех явап тăвăпăр. Элче ырă каç сунатăп, — терĕ.

Элчĕ тăлмач куçарса панине ячĕшĕн çеç итлерĕ. Вырăсла лайăх пĕлекенскер, вăл аслă князь мĕн каланине унсăрăнах ăнланчĕ ĕнтĕ.

— Çапах та мĕнле вĕçерĕннĕ-ха Саадет-Гирей Мухаммед-Гирей ывăлĕ аллинчен? — аслă князь çине шиклĕн пăхса ыйтрĕ Андрей Старицкий, аслă князь чĕннĕ тăрăх кунта вăрçă хыççăн пĕрремĕш хут килнĕскер. — Ăна Ислам-Гирей Перекопа хăваласа кĕртнĕ тетчĕç-çке? Мĕнле тухса тарнă вăл унтан?

— Эс Старицра пурăнсах хыпарсене пиртен лайăхрах пĕлетĕн иккен! — терĕ аслă князь.

— Ара, хыпарсем унта та çиткелеççĕ…

Аслă князь шăллĕне Крым ханĕ пирки Бельский ăнлантарса пачĕ:

— Саадет-Гирей Крыма тӳрех Константинопольтен пынă пулнă. Ăна султан янычарĕсем çăлса хăварнă. Перекопран тухса тарсан Кафара Саадет-Гирей Ислам-Гирее хăйне ярса тытнă, вара ăна çавăнтах пăвса вĕлернĕ.

— Вĕсем пĕр-пĕрне пăвса вĕлерме пит ăста, — каллех аслă князь çине шикленӳллĕн пăхса тавăрчĕ Андрей Старицкий.

Юлашки вăхăтра Мускавра пĕлнĕ хыпарсенчен чи усалли çакă пулчĕ: тăванĕсем хăйне хирĕç пăлханса илнĕ хыççăн Саадет-Гирей Хусан ханĕпе Сахиб-Гирейпе союз тунă, ăна вăл хăйĕн хыççăн Крымра хан пулмалли çын шутланатăн тесе пĕлтернĕ.

Иккĕленӳ юлмарĕ: Саадет-Гирей хăйĕн пиччĕшĕн Мухаммед-Гирейĕн политикине тытса пырать, унтан та ытларах çĕнĕ хан лешĕнчен пуçтахрах хăтланать, вăл престола ларнă-ларман кӳршĕсене юнама пăхать. Ăна курса Сахиб-Гирей те пушшех сĕмсĕрленме тытăннă.

«Тек тӳсме май çук, — терĕ ăшра аслă князь. — Вăрçа хатĕрленмелле. Шыв-шур типнĕ хыççăн Атăл тăрăх Хусан патне анмалла. Сахиб-Гирей хăйĕн мăшкăлне вĕçĕмсĕр тӳссе пурăнма пултараççĕ тесе шутлать пулсан эпир ăна вырăссен тӳсĕмсĕр пуçне хаяр çилĕ те, вăй та пуррине кăтартса парăпăр».

…Хальхинче Василий Иванович çар совечĕ ирттерсе унта тĕп воеводăсене уйăрнипе çеç çырлахмарĕ, вăрçа мĕнле хатĕрленнине куллен-кун хăй тĕрĕслесе тăчĕ. Иртнĕ вăрçăра воеводăсем çара ертсе пыма пĕлменни тата хăйсене хăравçăлла тыткалани пысăк инкек кӳчĕ, — аслă князь çакна манма пултараймарĕ. Дмитрий Бельский воеводăпа Андрей Старицкий княçа вăл Ока урлă каçнă чухне Крым çарĕсене тытса чарайманшăн тата Коломна патĕнчен Мускава тарса килнĕшĕн Белоозера ссылкăна ямарĕ (нумайăшсем çавăн пек тума сĕнетчĕç), çапах та чĕрере вĕсене пĕтĕмпех каçарма та пултараймарĕ. Кăна Бельскипе Старицкий хăйсем те туйса тăчĕç курăнать, çар советĕнче вĕсем пире те вăрçа илсе кайăр тесе сĕкĕнмерĕç.

III Василий ку тĕлĕшпе никам шухăш-кăмăлне ыйтса тăмасăрах Атăл тăрăх кимĕсемпе анакан çар пуçлăхĕсем пулма Шигалей ханпа Василий Шуйский княçа, утлă çара ертсе кайма Борис Горбатый (Лупин) княçа уйăрса лартрĕ. Вĕсене пулăшса пыма Александр Стригин, Василий Салтыков тата Михайлов-Бакеев воеводăсене çирĕплетрĕ. Хăйĕн тăванĕсенчен аслă князь вăрçа икĕ шăллĕне, Юрипе Андрее, илме шут тытрĕ.

Ку çулхине çуркунне кая юлчĕ, çитменнине, май уйăхĕ тăршшĕпех çумăрлă тăчĕ. Çулсем пăсăлса кайрĕç. Çар вăхăтра хускалаймарĕ. Хускалсан та йывăр тиенĕ лавсем Чулхула еннелле питех те майĕпен шурĕç.

Василий Иванович çул тăршшĕпех çанталăка вăрçса пычĕ. Вăрçăпа шутласа хунă вăхăтра тухайманни ăна самаях кӳрентерчĕ.

Чулхулана çитнĕ тĕле çуллахи шăрăх кунсем пуçланчĕç. Утсем ытлашши ывăннăран вĕсене кăштах кантармалла пулчĕ. Кимĕсем мĕн пур çара лартса кайма çитмерĕç. Аслă князь икĕ воеводăна Атăл тăрăхĕнчи çывăхри хуласене мĕн пур пек кимме кунта илсе килме ячĕ.

Александр Стригин отрячĕ аслă князь хушнă тăрăх чылай аякка йăртăха кайса килчĕ. Тутарсем çывăхра курăнмарĕç.

— Хăрать пиртен Сахиб-Гирей, вăл халь Хусан крепоçĕнчен те тухмасть, — терĕ Шигалей Василий Ивановича Стригин анатра тăшман çукки çинчен пĕлтерсен.

— Тата анатарах анса пăхмалла, — терĕ аслă князь, — вăл Сахибран темле ултавлă ĕç те кĕтме пулать. Утлă çар çитмесĕр Сăр шывĕнчен иртме тăхтаса тăмалла.

— Эпĕ те çавăн пек шутлатăп, — терĕ Василий Шуйский.

— Лазутчиксене çармăссем патне ярăр. Чалăм патĕнчи çармăссенчен лайăхрах тĕпчесе пĕлĕр.

— Итлетĕп, аслă князь.

Çурла уйăхĕн варринче пĕр вырсарни кун çар çула тухнă ятпа соборта кĕлĕ ирттерчĕç. Аслă князь умĕнче темиçе чиркӳрен пуçтарăннă пысăк хор юрларĕ.

Кăнтăрла иртсен аслă князь хăйĕн мĕн пур свитипе Атăл хĕррине воеводăсене ăсатма тухрĕ.

Кремльтен çар çула тухнине пĕлтерсе темиçе тупă кĕрслеттерсе печĕ. Çӳллĕ сăмсаллă, хăрушă мăйракаллă кимĕсем, хĕрлĕ сăрпа сăрланăскерсем, элемсемпе хоругвьсем вĕлкĕштерсе пĕтĕм хула халăхĕ умĕнче анаталла анса кайрĕç.

— Пулăшсам, турă, çав Сахиб-Гирее çĕнтерме! — терĕ III Василий шывланнă куçĕсене ал тутрипе шăлса.

Хор ун ячĕпе гимн юрларĕ.

Хулара пур çĕрте те чан сасси янраса тăчĕ.

5. Васильев-Новгородра

Утмăл-çитмĕл çухрăм ансан, Работкирен анатарах, çарсем пысăках мар шыв вăррине çитсе чарăнса тăчĕç.

— Кунта пирĕн яланлăх стан пулать, — лапкăшпе сарăлса выртакан улăх еннелле алă тăсса кăтартрĕ Шуйский князь воеводăсене.

— Мĕнле яланлăх стан пирки калаçатăн эсĕ, князь? — тӳсĕмсĕррĕн ыйтрĕ унран Шигалей. — Пирĕн часрах Хусана çитмелле. Курбан-байрама çул çинче ирттермелле пулать-и вара?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 16