Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Пăшалне туртса илчĕ-и вара?
— Илчĕ.
— Тĕрĕс тунă, — хăйĕн савăнăçне пытармарĕ Ивашка. — Сире, басурмансене, пăшал пама юрать-и?
Вăл Ахтупай сăмахĕсене вырăсла куçарса парсан картишĕнче пурте кулса ячĕç.
— Питĕ ăста суять вара ку! — терĕ арçынсенчен пĕри.
— Суймасть пулĕ!
— Тĕрĕсех калать пек туйăнать.
Ивашка лайăхрах тумланнă вырăс енне çаврăнчĕ те унран ыйтрĕ:
— Пур-и пирĕн ун пек боярин, Митрич, Бельский тенĕскер?
— Пулмасăр! — терĕ хăйне купса пек мăнаçлăн тытакан тулли вырăс. — Леш, Муром воеводи. Вăл пирĕн воевода патĕнче хăнара та час-часах пулать теççĕ.
Ахтупай чĕри кăшт çемçелнĕ пек пулчĕ. Тĕкĕрçĕ курчĕ ĕнтĕ: çынсен сăн-пичĕсем самай йăвашланчĕç, вырăссем ун çине паçăрхи пекех хаяррăн пăхмаççĕ.
— Ну юрĕ, ратник, пирĕн капланса килнĕ çилле ирттерсе яма пĕлтĕн, — пĕртен-пĕр аллипе ăна хул пуççинчен тытрĕ Ивашка. — Анчах суятăн пулсан асту вара! Пиртен каçару таврашĕ пулмасть. Басурмансем ман чĕрене витернĕ, хам аллăмпа çав йывăçран туртса çакатăп. — Вăл пахча чиккинче ларакан пысăк хыр йывăççи çине тĕллесе кăтартрĕ.
— Халь çапах та ăна тăрантарма тивет, — терĕ кил хуçи. — Тата суранне пăхмалла.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — терĕç хĕрарăмсем. — Тен, лайăх çынах пулĕ-ха! Суранне çыхса яр, Любаша.
Ахтупай шывланнă куçĕсемпе Ивашка çине пăхрĕ.
— Тавах сана, ырă çыннăм, — терĕ вăл. — Вилĕмрен çăлтăн мана. Вырăссем ырă кăмăллă çынсем пулнине иккĕмĕш хут куратăп.
— Малтан мĕн лайăххи турĕç вĕсем саншăн?
Ахтупай вара ăна вырăссем вĕсен ялĕнче вут тухсан ăна пулăшни çинчен каласа пачĕ.
— Кăна ма паçăрах каламарăн? — терĕ Ивашка.
— Паçăр эп пĕтрĕмех тенĕччĕ, — йышăнчĕ тĕкĕрçĕ. — Чĕлхе-çăварăм çыхланса ларчĕ, ним пуплеме пĕлмерĕм. Тавах сана, Ивашка.
— Ху мĕн ятлă? — терĕ лешĕ. Ахтупай хăйĕн ятне пĕлтерчĕ.
— Мана мар, турра тав ту, Ахтупай.
— Ана та виличчен тав тăвăп. Кала-ха, Ивашка, — халь хăюллăн калаçрĕ ĕнтĕ Ахтупай. — Эп сирĕн хулара Иван Дормидонтовича шыраса тупма пултаратăп-и, э?
— Ну каларăн! — терĕ Ивашка. — Такам-ха вăл сан Иван Дормидонтовичу! Тата вăл ăçтине халь кам пĕлет? Шыра вăрçă вăхăтĕнче темле Дормидонтовича! Те Мускав патĕнче-ха вăл, те леш тĕнчере! Сирĕннисем пирки ак тĕрĕс калама пултаратăп: Тукай ешкерĕ ĕнер хуларан тухса кайнă.
Ахтупай ун сăмахĕсене ĕненесшĕн пулмарĕ.
— Тĕрĕс мар! — терĕ вăл. — Кăна эс мана хăратасшăн çеç калатăн.
— Тĕрĕс! — хыттăн, çав хушăрах савăнăçлăн каларĕ Ивашка. — Хулара, сан пек тыткăна лекнисемсĕр пуçне, пĕр тутар та çук. Эп дружина çынни, лайăх пĕлетĕп.
Ахтупай кăна та ĕненесшĕн пулмарĕ — Ивашка дружина çынни-и? Пулма пултараймасть. Çав хăрах алăллă ватă çынна кам дружинăна илтĕр? Анчах ăна тек ыйтса тăма памарĕç, тыткăна лекнĕ тĕкĕрçе кил хуçи мунчана илсе кайрĕ.
3. Йывар кунсем
Шигалей çамрăк пулсан та ытлашши вĕриленме, çынсене хăйĕн çиллине кăтартма юратмасть. Унăн арăмĕ Фатьма-Салтан упăшки мĕн пирки те пулин кăшкăрашнине, тилĕрсе кайса харкашнине пĕрре те курман-ха.
Анчах паян хăйне ялан лăпкă тытакан Шигалей те виçерен тухрĕ — йăртăхçăсем усал хыпар пĕлтернĕ. Вăл Шахбаз князь умĕнчех аллинчи чей чашкине пĕтĕм вăйпа урайне печĕ, унтан чей чашки мĕнле саланса кайнине пăхмасăр пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳреме пуçларĕ.
— Аçа çаптăр сана ирех çакăн пек хыпарпа килсе кĕнĕшĕн! — терĕ вăл хăйĕн дворецкийĕ умĕнче чарăнса. — Часрах пĕлтерес тесе васкаса чупрăн пулĕ-ха?
— Сиккипе килтĕм, — айăпа кĕнĕ пек хуравларĕ Шахбаз. — Бельский тӳрех сана пĕлтерме хушрĕ, аслă хан.
— Хăй кремле кайрĕ-и?
— Тӳрех çавăнта çул тытрĕ.
— Юрĕ, кайса кан эппин.
— Рахмат, аслă хан. Анчах ĕнтĕ эпĕ канма пултараймастăп. Манăн Касимовра арăм, икĕ хĕр, мĕн пур пурлăх… Ялан çавăн çинчен шухăшлатăп. Мĕн юлать ĕнтĕ кун хыççăн ман кил-çуртран? Курайăп-ши эпĕ урăх хамăн пепкемсене?
— Ун пирки ан кулян, — терĕ кăшт лăпланнă Шигалей. — Вилмесен пĕтĕмпех тавăратпăр. Халь çапах та кайса кан. Эп пурин çинчен те хам тĕллĕн шутласа пăхасшăн. Ытла та усал хыпар пĕлтертĕн эсĕ, Шахбаз.
Дворецкий тухса кайсан çамрăк хан тепре тулашса илчĕ.
— Сахиб-Гирей Касимова илнĕ! — терĕ вăл кӳпчек аллисемпе хăлаçланса. — Çавă çеç çитменччĕ пирĕн пурнăçра! Миçе хут каларăм Василий Иванча Хусан патне вăрçăпа каймалла тесе. Ăнланмастăп, тем кĕтсе тăрать вăл. Çуркуннеренпе ниçта та хускалмарĕ. Хăйне вăрçăра çӳреме йывăр пулсан мана ярасчĕ хăть унта. Эп вăл вĕçкĕн Сахиб-Гирее Касимова мĕнле аркатмаллине кăтартнă пулăттăм! Çук, мана та çар памасть. Ак халĕ ĕнтĕ Сахиб хăй тапăнса килет…
Арăмĕ, çинçешке кăна хитре хĕрарăм, нимĕн те чĕнмерĕ, хыçлă тенкел çине таянса тăраканскер, упăшкп лăпланассине кĕтсе вĕçĕмсĕр ун çине пăхрĕ. Шигалей арăмĕ хăйне çапла сăнаса тăнине асăрхарĕ те именнĕ пек пулса ун патне çывхарчĕ.
— Каçар, хаклă тусăм. Эп сан юратнă чашкуна çĕмĕртĕм. Сана кӳрентерес теменччĕ…
— Юрĕ-çке, темскерех мар, — терĕ арăмĕ. — Мана халь урăххи пăшăрхантарать.
— Мĕскер пăшăрхантарать сана, хаклă тусăм? — ăна хул пуççисенчен çупăрларĕ Шигалей.
— Сан шăллу, Джанали, тухса кайма ĕлкĕрчĕ-ши Касимовран? Хусан çыннисен аллине çакланмарĕ-ши вăл?
Упăшки кăмăлтан улшăнса ун çине чăрр! пăхрĕ.
— Вăл унта юлас çук-çке, — терĕ хан кăшт чĕнмесĕр тăнă хыççăн, — Джанали вырăс воеводисемпе пĕрлех тухса кайрĕ пулĕ-ха. Халь те Чулхулара-ха вăл, те Муромра…
— Тен, ăна Мускава илсе килеççĕ? — ыйтрĕ арăмĕ.
— Тем тума кирлĕ вăл Мускавра! — терĕ Шигалей. — Василий патша ăна пит юратсах каймасть. Иртнинче те никам ирĕк памасăр Мускава килнĕшĕн вăрçнă тет. Çук, илсе килмеççĕ ăна шĕкĕр хулана.
Упăшкин ку сăмахĕсем хыççăн Фатьма-Салтан пуçне айккинелле пăрчĕ, ун çăлтăр евĕр куçĕсем сасартăк сӳннĕ пек пулчĕç. Сисет çамрăк арăм Шигалей суйса калаçнине! Ак халĕ те вăл упăшки сăмахĕсенчи тĕрĕсмарлăха туйса илчĕ. Пĕлет-çке-ха Фатьма-Салтан: Василий патша Джаналие яланах ăшшăн йышăнать (тата Шигалейпе пĕрле те мар, тепĕр чухне унран вăрттăн!), ăна хаклă парнесем парать, воеводăсем урлă çар ĕçне вĕрентет. Джанали ятне асăнсанах Шигалей чĕринче кĕвĕçӳ туйăмĕ хускалать пулас. Кăна кура Фатьма-Салтанăн упăшкине хĕрхенес килет.
Шигалей арăмĕнчен тепĕр курка ыйтса илчĕ те каллех чей ĕçме пикенчĕ. Халь ĕнтĕ вăл мăшлатса çеç ларчĕ, нимĕн те чĕнмерĕ, никама та вăрçмарĕ. Çапах та хăй туйса тăчĕ: ăшра кӳренӳ сӳнмен. Мĕншĕн аса илчĕ арăмĕ çав Джаналие. Мĕн ĕç пур Фатьма-Салтанăн çав ăс кĕрсе çитмен йĕкĕт çумĕнче?
Хан хăй тĕллĕн çапла шутласа хучĕ: аслă княçа калас пулать, вăл Джаналие тек ан астартăр. Мĕн, вăл ăна Шигалей пур çинчех Хусана хан туса ярасшăн-и?
Тĕлĕнмелле тыткалать юлашки вăхăтра Василий Иванович хăйне Шигалей тĕлĕшĕнчен! Ялан кремле чĕнтерет ăна, унпа ханлăхри тĕрлĕ ĕçсем пирки калаçса ларать, анчах мĕнле те пулин сĕнӳ парсан ăна нихçан та йышăнмасть. Ку ăна кӳрентерет. Мĕскер, вăл ăна начар сĕнӳсем парать-и?
Пуринчен ытла Шигалей аслă княçа çуркунне Хусан патне вăрçăпа кайманшăн ӳпкелет. Çийĕнчех тавăрмаллаччĕ Сахиб-Гирее вырăссем лартнă хана хăваласа янăшăн. Çуркунне ăна ытла пысăках мар çарпах çĕнтерме пулатчĕ. Итлемерĕ Василий Иванович Шигалее.
Ак кăнтăрти çарсен пуçлăхĕ Дмитрий Бельский воевода та Мускава таврăннă. Эппин, паян-ыран çар совечĕ пулмалла. Шигалее чĕнĕ-ши унта аслă князь? Чĕнме тивĕçлĕ. Калас пулать княçа, хăюллăрах çапăçтăр, Сахиба Казанка шывĕ патне çитичченех хăваласа кайтăр, аркатса тăктăр. Хăçанччен пурăнмалла Шигалейĕн Мускавра?
Каçхине ăна кремле çар советне чĕнтерчĕç.
Василий Иванович Шигалее хальхинче те хăйĕнпе юнашар лартрĕ, анчах совет пĕтиччен ăна пĕр сăмах та хушмарĕ. Аслă князь унран мĕнле те пулин канаш ыйтнă пулсассăн та Шигалей пĕр сăмах та чĕнеймен пулĕччĕ, мĕншĕн тесен кунта илтнĕ хыпарсем ăна тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе пăрахрĕç. Вырăс çарĕсем пур çĕрте те каялла чакаççĕ. Хусан ханĕ Сахиб-Гирей Рязань патне çитсе тухнă. Крым ханĕ Мухаммед-Гирей Мускав еннелле тапăнса килет.
— Лару-тăру çав тери кăткăс, — терĕ Бельский сывламасăр итлесе ларакан воеводăсене. — Пире хирĕç икĕ ханлăх килет. Кунсăр пуçне, Мухаммед-Гирее Литва воеводи Евстафий Дашкевич çарĕ пулăшать. Юлашки хыпарсем тăрăх, Крым çарĕ Ока урлă каçнă ĕнтĕ, аслă князь Андрей Старицкий ертсе пыракан çарсем ăна тытса чарайман. Нумай полксене аркатса тăкнă, вĕсене йĕркене кĕртме питех те йывăр. Хусанпа Крым пире нихçан та канлĕ пурăнма паман, эпир вĕсемпе кăшт та пулин тытăçса илменни пĕр çул та пулман темелле, анчах икĕ ханлăх пĕр кавар туса çакăн пек хăрушшăн тапăнса килнине нумайранпа курманччĕ-ха…
Шигалей пĕшкĕннĕ пек туса куç хӳрипе Василий Иванович çине пăхса илчĕ. Князь йăлтах шурса кайнă, вăл кунта йывăр чиртен сывалса çитмесĕрех килнĕ пулас. Каçăр сăмси шĕп-шĕвĕр тăрса юлнă. Тутисем кăн-кăвак, куçĕсем те хĕрелнĕ.
Вăл Бельский каланине хăлхана та чикмест курăнать, хăй умĕнче ларакан боярсене палласа илеймен пек, вĕçĕмсĕр енчен енне тинкерет. Çулпа вăл ватă мар-ха, анчах курпунĕ ун пĕкĕ пек авăнса тухнă. Хăйне канăçсăррăн тытнинчен çакна чухласа илме пулать: государе темле вăрттăн шухăш асаплантарать, вăл ăна ниепле те татса параймасть курăнать.
Бельский каласа пĕтерчĕ те çывăхри пушă тенкел çине кайса ларчĕ. Государь ăна сисмерĕ пулас, пысăк куçĕсемпе çав-çавах çынсем çине тинкерчĕ. Кам пĕлет, тен, сиснĕ çĕртенех боярсене кăшт шухăшласа илме вăхăт пачĕ пуль.
— Камăн ыйтса пĕлмелли пур? — терĕ вăл кăшт тăхтасан. Сасси ун чĕтресе тухрĕ.
— Йăлтах паллă, — терĕ Палецкий князь.
— Апла пулсан шутлăр. Российăпа Мускав шăпи сирĕн аллăрта…
Пĕр авăк никам та сăмах хушмарĕ. Пăчă пӳлĕмре кăмăла тавăракан шăплăх тăчĕ.
Боярсем государь мĕн те пулин каласса кĕтрĕç.
Акă вăл майĕпен ура çине тăчĕ, хăрах аллипе хыçлă тенкелрен тытса малалла ӳпĕнчĕ.
— Ку вăрçа эпир темиçе уйăх каялла кĕтнĕччĕ, — терĕ вăл сывлăш çитменнипе темиçе хутчен тарăннăн сывла-сывла илсе. — Эпир Крым пирĕн çине çуркунне тапăнса килет пулĕ тенĕччĕ. Ун чухне ăна Турци тытса чарчĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, Крым вăрçăпа хăратса тăман пулсан эпир çуркунне Атăл тăрăх пысăк вăрçă туса ирттерсе Сахиб-Гирейĕн вĕçкĕнлĕхне кăшт чакарнă пулăттăмăр. Крым пирĕн пĕтĕм ĕçе пăсса хучĕ, халь ак вăл Мускава тытса илессипе хăратать. Пирĕн телее, ку вăрçа Астрахань хутшăнмарĕ, вăл Мухаммед-Гирей илĕртнĕ хыççăн каймарĕ. Унсăрăн пире тата йывăртарах килетчĕ…
Василий Иванович алăка Даниил митрополит уçса пăхнине асăрхарĕ те калама чарăнса ăна хирĕç утрĕ.
— Кĕрсем, кĕрсем, митрополит, çак йывăр вăхăтра лăплантар пире, — терĕ вăл макăрнă чухнехи пек сасăпа.
Митрополит пурне те сывлăх сунса аслă князь çумĕнчи хăйĕн яланхи вырăнне пырса ларчĕ.
— Мĕн калам сире, хаклă тусăмсем? — сăмахне малалла тăсрĕ Василий Иванович. — Русь тутарсенчен нумай шар курнă, анчах нихçан та вĕсене парăнман. Хальхинче те тӳссе ирттерĕпĕр йывăр вăхăта, турă пулăшнипе вырăс çĕрне вĕсенчен йăлтах тасатăпăр…
Шигалей Василий князь мĕн пур боярсемпе, воеводăсемпе калаçнă хыççăн хăйне уйрăммăн чĕнсе юласса кĕтрĕ, анчах государь митрополитсăр пуçне никама та хăвармарĕ. Çамрăк хан паян ирхинех çуралнă кӳренӳ туйăмне пусараймасăр ыттисемпе пĕрле картишне тухрĕ.
Картишĕнче вăл тĕттĕмре аслă князь Андрей Старицкий лашине палласа илчĕ, часах боярсем хушшинче патша шăллĕн çӳллĕ кĕлеткине те курчĕ.
— Йăлтах пĕтрĕмĕр! — терĕ аслă князь Бельский боярина тытса чарса. — Пĕтĕм çар каялла чакать. Ыран Мухаммед-Гирей Мускав патне çитсе тухма пултарать…
Тек вăл калаçса тăмарĕ, çар тумĕпех патша палатине кĕрсе кайрĕ.
«Çак тăрлавсăр çынна мĕн пысăкăш çар шанса панă! — терĕ Шигалей хăй тĕллĕн. — Ав темле савăнăçлă хыпар пĕлтерме васканă пек килсе кĕчĕ, ухмах. Паллах, çарне пăрахсах тарса килнĕ ĕнтĕ кунта Коломна патĕнчен. Патша ăна каçарать ак, çавăн чухлĕ çара пĕтерсе тăкнăшăн та нимĕн те тумасть».
Кремльтен тухсан хăйĕн конюшийĕпе — Битике княçпа — юнашар ларса пынă чухне Шигалей пачах урăххи çинчен шутларĕ.
Чăнах, мĕн пулса иртет-ши çак вăхăтра Ока хĕрринчи Касимов хулинче? Мĕн хăтланаççĕ-ши унта Сахиб-Гирей уланĕсем? Тем тесен те унта Шигалейĕн тăван шăллĕ юлнă-çке-ха, пĕр кĕтӳ лаша, темиçе кĕлет пурлăх юлнă! Йăлт тустарать ĕнтĕ Сахиб ун шĕкĕр хулине, кĕлетсене çеç мар, нӳхрепсене те çаратса тухса каять.
Шел, питех те шел. Пĕтерме час пулать, пуçтарма самаях кансĕр.
Çавăнтах Шигалей хăйне лăплантарма пăхрĕ. «Эй, пуç сывă юлтăр, — терĕ вăл. — Пуç сывă юлсан пурлăх та, лаша кĕтĕвĕ те пулать. Вăл çеç мар, престол та пулать! Çак пăтăрмах çеç иртсе кайтăр».
Урамра вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет. Умран ухă пĕкечи, сăнă, чукмар, мушкет е пищаль йăтнă ратниксем иртеççĕ. Вĕсем Хусан ханĕ пулнă Шигалей çине пăхмаççĕ те. Кам вăл ывăнса халтан кайнă ратниксемшĕн Шигалей? Вĕсем халь патшасем çинчен мар, Российăна, тăван киле çăласси çинчен шутлаççĕ.
…Крым çарĕ пыракан çул çинче пур çĕрте те ялсем çунаççĕ. Хăш-пĕр ялсенчен нимĕн те юлман, кăмрăкланнă юпасем çеç кунта темиçе эрне е темиçе сехет каялла халăх пурăнакан вырăн пулнине аса илтереççĕ.
Çул ик айккипе унта та кунта çын вилли, выльăх вилли выртать. Ăна никам та пуçтармасть: çут тĕнчере тата пăртак пурăнса курма ĕмĕтленекенсем пурте сĕм вăрмана тарнă.
Сывлама çук шăрăх, шăрш, тусан.
Крым ханĕ Мухаммед-Гирей, Хусан ханĕ Сахиб-Гирей, Литва воеводи Евстафий Дашкевич Мускав çывăхенчи Остров ялĕнче аслă князь керменĕ умĕнче тăраççĕ.
— Ну, кĕретпĕр-и, пичче? — тет Сахиб-Гирей чеен куç хĕссе.
— Василий пур-ши унта? — тет лешĕ. — Вăл пире чей ĕçме чĕнсе кĕртмест-и?
— Çук, вăл Воробьево ялне тарнă. Мускава халь унăн кĕрӳшĕ Худай-Кул хӳтĕлет.
— Апла вут тĕртĕр, Василий хăй керменĕ мĕнле çуннине пăхса савăнтăр.
— Халь ăçта каятпăр?
— Ăçта пултăр, Воробьево ялне! — тет Мухаммед-Гирей.
— Василий унта та çук пулсан?
— Унти керменне те çунтаратпăр!
Ялтан тухас умĕн Мухаммед-Гирей хăйĕнчен инçе мар пĕр çын уксах лаша çавăтса пынине курчĕ те аскерсене вăл лашана хăйĕн патне илсе пыма хушрĕ.
— Ватă вăл, сăхăма юрамасть, — хăйĕн юпах тихине малалла уттарасшăн пулчĕ Дашкевич.
— Тăхта, — терĕ Мухаммед-Гирей кулса. — Эпир ăна Василий патша валли илсе каятпăр. Крыма çитиччен çав лашана хулăпа çаптарса пытăр.
— Ай, лайăх шухăш, пичче! — терĕ Сахиб-Гирей. — Чăнах, мĕн пур воеводăсем умĕнче çав лаша çине утлантарар-ха эпир ăна. Мыскара пултăр! Анчах, пичче, кун пек лаша тепре тупас пулать.
— Мĕншĕн?
— Ара, Шигалей валли!
— Ку тĕрĕс, — терĕ Мухаммед-Гирей. — Вĕсене иккĕшне çума-çумăн илсе пыма тивет. Эппин, Сахиб, хăвăн Шигалею валли тепĕр лаша тупма тăрăш.
— Тупатпăр! — хăпартланчĕ Хусан ханĕ. — Ĕмĕр асăнтăр мана Шигалей! Эй, паттăрсем, халех çакăн пек лаша тепре тупса килĕр!
Анчах вĕсен тек уксах лашапа вăхăт ирттермелле пулмарĕ. Аскерсем Мухаммед-Гирей патне юлан утпа хытă килнĕрен шап-шур тусан пулнă хыпарçă-аскера илсе пычĕç. Крым ханĕ вăл тыттарнă пергамент таткине вуласа тухрĕ те сăнран улшăнса ик аллине те тӳпенелле çĕклерĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...