Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


— Чăнах, — çирĕплетрĕ аслă князь. — Саадет-Гирей хăйĕн çырăвĕнче те мана: Крым вăл Константинополь хулипе юнашар выртакан çĕр-шыв, урăхла каласан, хула тулашĕ тесе çырать.

— Çаплах калать эппин?

— Çаплах.

— Тупнă мухтанмалли! — терĕ митрополит. — Çук, аслă князь, пирĕн вăхăта сая яма юрамасть. Турци вăрçа кăçал пуçлать-и, çитес çул-и, анчах пуçлатех. Пирĕн Хусан патне кăçалах çитмелле. Ку вăл, тĕрĕссипе, тепĕр вăрçă та мар, хĕл вăхăтĕнче чарăннă вăрçă ĕçĕсене тепĕр хут хускатса яни, пĕлтĕр пуçланă япалана малалла тăсни çеç пулать.

— Ку вăл, чăнах та, пĕлтĕрхи вăрçа малалла тăсни пулать, — килĕшрĕ унпа аслă князь. — Калас пулать, пĕлтĕр эпир начар çапăçрăмăр. Эпĕ айăплă-и куншăн, воеводăсем-и — пĕлместĕп, анчах иртнĕ çулхи ĕçсем мана çырлахтармарĕç. Сисетĕп: сана та çырлахтармарĕç, митрополит.

— Çапах та иртнĕ çулхи вăрçа пĕр усăсăр иртнĕ тесе калама çук, аслă князь.

— Сахал пулчĕ усси, сахал.

— Сăр шывĕ хĕрринче хула-крепость туса лартни хăй мĕне тăрать! — терĕ митрополит. — Воеводăсем кăшт мĕшĕлтетрĕç курăнать, Хусан патне анаймарĕç, анчах ытлашши ан кулян, кăçал вăл йăнăша тӳрлетме те пулĕ. Эс маттуртарах воеводăсене ил, аслă князь! Боярсен сăмахĕсене сахалтарах итле. Пур вĕт санăн хастар воеводăсем, çук мар!

Василий Иванович вăл хăш воеводăсене яма сĕнессине кĕтрĕ, анчах митрополит шăпăртах пулчĕ, хăй кăмăллакан воеводăсенчен никама та асăнмарĕ. Виçене лайăх пĕлет çав митрополит, кирлĕ-кирлĕ мар ĕçе хутшăнма юратмасть.

Малалла вĕсен калаçăвĕ йăлтах урăх япала çинчен пулчĕ. Митрополит хăйĕн хĕвĕнчен темле ал çырăвĕ кăларчĕ те ăна аслă князь умне сарса хучĕ.

— Ку мĕскер санăн? — терĕ Василий Иванович.

— Максим Грек куçарнă япаласем.

— Ну, мĕнле?

— Куçаркалать.

— Эс тĕрĕссине кала, митрополит.

— Тĕрĕссине калама килтĕм, — терĕ Даниил. — Хăйĕнчен нумай хушать Максим Грек латинпа грек чĕлхисенчен куçарнă чухне. Святой çынсен шухăшĕсене улăштарать. Кама кирлĕ кун пек ĕç?

— Хăвар-ха эппин. Эп унпа хăйĕнпе калаçăп.

— Калаç. Анчах ал çырăвне кам илсе килнине ан кала. Эп элеклес шутпа килмен.

— Ăнланатăп сана, митрополит.

Сисрĕ аслă князь, митрополитăн каламаллисем тата та пур. Вăл, паллах, Максим Грек çинчен те ытларах пĕлет, анчах çăвар уçса калать-и?

Юрĕ-çке, аслă князь чиркӳ кĕнекисене куçарма Грецирен хăй юри чĕнсе илнĕ писатель, публицист, тăлмач Максим Грек çинчен хăй те сахал мар пĕлет. Çак тăватă çул хушшинче вăл унăн ĕçĕ мĕнле пынине сăнасах тăчĕ.

Хăвăрт ĕçлет Максим Грек, кĕнеке хыççăн кĕнеке куçарать. Çав вăхăтрах хăй те тĕрлĕ статьясем нумай çырать. Пуринпе те интересленет вăл — чиркӳ теорийĕпе, тĕн историйĕпе, патшалăхăн тулти тата шалти политикипе.

Хусан пирки мĕн шутланине Максим Грек аслă княçа виçĕ çул каяллах каласа кăтартнăччĕ. Хусана илмеллех тенĕччĕ вăл, мĕншĕн тесен Хусан Руçшăн ӳте шала кĕрсе ларнă хăрушă шăрпăк пулса тăрать, Хусана илни пирĕн вăя темиçе хут ӳстерсе ярĕ, çав хулара хамăра тĕреклĕ тытсан пире тăшмансемпе кĕрешме те çăмăл пулĕ.

Ку сăмахсене вăл кăçал тепĕр хут çирĕплетрĕ. Хăйĕнпе калаçнă чухне аслă княçа Хусан тĕлĕшĕнчен хăюллăрах политика тытса пыма сĕнчĕ. Ăнланма питĕ йывăр: те куç умĕнче йăпăлтатса юрама тăрăшас тесе çапла пуплет вăл, те чăнах та Руçшăн тăрăшать. Шанса пĕтерме çук Максим Грека. Ав митрополит та ытлашши юратсах каймасть иккен ăна.

Илтмест мар, илтет патша, ун çывăх çыннисем хушшинче Максим Грек III Василие юратман боярсемпе çыхланса кайни çинчен калаçаççĕ. Вассион Косой патне çӳрет тет вăл, аслă княçа тиркесе чăрсăр сăмахсем калать тет. Мĕн çитмест Мускавра вăл кĕнекеçĕне? Укçа сахал-и унăн? Чыспа хисеп енчен катăк хăварнă-и ăна? Патша хăй йышăнать Максим Грека, вăл куçарнă кĕнекесене çийĕнчех пичетлесе кăлараççĕ, ун ятне чиркӳпе мăнастир çыннисем лайăх пĕлсе тăраççĕ. Пурăн та пурăн ырă курса тĕп ху-лара! Çук, вăл пуçтахланма пăхать, патшалăх ĕçĕсене хутшăнать, ют çĕр-шыв элчисемпе паллашать.

— Ун пек пулсан тытса хупатăп вăл ăсчаха, — терĕ аслă князь, — Волок Ламскойри мăнастире ссылкăна яратăп е Грецие каялла ăсататăп. Пăтратакансем кунта унсăр пуçне те нумай…

Патша палатине аслă князь чĕнтернĕ тăрăх Мускаври чи паллă боярсенчен пĕри Берсень-Беклемишев пырса кĕчĕ.

— Сывлăх сунатăп сана, аслă князь, — мăнаçлăн пуç тайса саламларĕ ватă боярин.

— Сана та сывлăх сунатăп, Иван Никитич, — терĕ аслă князь. — Иртсе лар, ман санпа калаçмалли пур, боярин.

— Ырри пирки е усалли пирки? — терĕ Берсень-Беклемишев.

— Маншăн пулсан ырри пирки, саншăн темле вара, пĕлместĕп. Эс ĕнер боярсен думине мĕншĕн килмерĕн, Иван Никитич?

— Мĕншĕн тесен иртнĕ думăран хăваласа ятăн мана, аслă князь! Киревсĕр сăмахсем каларăн, мĕн пур боярсем умĕнче намăс кăтартрăн. Мĕнле килем-ха эпĕ çавăн хыççăн думăна?

— Эп сана кӳрентертĕм, эс мана кӳрентертĕн. Ĕнтĕ пирĕн ĕмĕр пĕр-пĕрне çилленсе пурăнмалла-и? Эпĕ — аслă князь, эсĕ — паллă боярин, пирĕн кӳрентернине манса патшалăх ĕçне тумалла. Çавăн çинчен шутласа пăхнă-и эсĕ, Иван Никитич? — Василий Иванович хăй çийĕнчи ылтăн феряçне тӳрлетсе ура çине тăчĕ. Хăвăрттăн утса пырса Беклемишев çине шăтарасла пăхрĕ.

— Шутласа пăхнă, аслă князь! — ăна хирĕç сиксе тăчĕ Беклемишев. — Хутшăнтармастăн эсĕ пире патшалăх ĕçне! Пĕтĕм ĕçе ху пĕлнĕ пек тăватăн, пире, боярсене, ним вырăнне те хумастăн. Сан аçу темле хаяр пулсан та боярсемпе калаçма, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлме юрататчĕ.. Иван Васильевич мана хăйĕн шанчăклă çынни тесе Литва королĕ Казимир патне элчĕ туса ячĕ. Чи йывăр вăхăтра мана Крым ханĕпе Менгли-Гирейпе килĕшӳ тăвасси пирки калаçса татăлма хушрĕ. Эс Берсень-Беклемишевсен ырă ĕçĕсене мантăн, аслă князь!

Василий Иванович пĕр сăмахсăр ал сулчĕ те хăй вырăнне кайса ларчĕ.

— Сана пĕр туйăм çеç калаçтарать, — терĕ вăл лăпкăн. — Кӳренӳ туйăмĕ. Унпа эс инçе каяймастăн, Иван Никитич!

— Мĕншĕн тесен вăл туйăм манăн ак çакăнта капланса тăрать! — чĕри тĕлне тытса кăтартрĕ боярин. — Çамрăк мар-çке эпĕ, ватă çын, çамрăк пулсан…

— Çамрăк пулсан мĕскер тăваттăнччĕ?

— Шутласа пăхăттăм.

— Сăмахна каласа пĕтер! — кăшкăрчĕ аслă князь.

— Эс мана темĕн те калаттарăн, — именнĕ пек пулчĕ боярин. — Каçар, эп сан патна тавлашма килменччĕ. Эсĕ те манран ыйтса пĕлмелли пур терĕн. Ыйтсам, аслă князь…

— Санпа Хусан пирки калаçасшăнччĕ, — терĕ Василий Иванович. — Пĕр пытармасăр кала-ха хăвăн шухăшна.. Мĕнле пăхатăн эс ку ĕç çине?

— Эс ман шухăша пĕлетĕн, — терĕ боярин.

— Ĕлĕк пĕлеттĕмччĕ, халь нимĕн те пĕлместĕп.

— Эп вăл вăрçа ырламан, халĕ те ырламастăп. Иртнĕ çул вăрçăпа кайни ман шухăша тата ытларах çирĕплетрĕ. Пирĕн çав хăрăннă Хусаншăн хамăр патшалăха юхăнтармалла мар. Хăвах куран, аслă князь, выçлă-тутлă пурăнатпăр, вотчинăсем юхăнчĕç, тырă запасĕ çукпа пĕрех. Кашни çул çарпа кайса мĕн чухлĕ пурлăх пĕтеретпĕр, мĕн чухлĕ çын пĕтеретпĕр! Ăçта ун тупăшĕ, пайти? Çук Хусантан нимле пайта та. Мĕн тума кирлĕ сана çав çĕрĕк хула? Пирĕн хамăрăн хуласем çук-и? Пур. Çавсене тĕреклетес пулать. Ăнлан эс çавна, аслă князь. Сан аçу вăрçă вăрçма юрататчĕ, ăна пытарма кирлĕ мар. Хусанпа нумайччен хирĕçрĕ, илсе те курчĕ ăна, Новгородпа, Тверьпе çапăçрĕ, шĕкĕр турра, вĕсене хăй княжестви çумне пĕрлештерчĕ. Анчах Иван Васильевич Крымпа та, Турципе те çапăçман, вĕсемпе туслă пулма тăрăшнă. Эс ма аçу пек асăрхануллăрах пуласшăн мар, аслă князь? Сана ма пуринчен те ытларах кирлĕ? Аçу халалласа хăварнине чипер усра, çĕннине ан хапсăн. Нумая хапсăнакан сахала çухатать тенĕ.

— Тĕлĕнмелле! — терĕ Василий Иванович. — Эс элчĕ те пулса курнă, патшалăх ĕçне пăртак пĕлмелле пек ĕнтĕ. Анчах, ан çиллен те, политикăна эс, Иван Никитич, дипломат чухлĕ мар, ахаль смерд чухлĕ те пĕлместĕн.

Ку сăмахсене илтсен боярин кăвакарса кайса ура çине сиксе тăчĕ.

— Эс, эс… мана смердпа танлаштаратăн! Ытлашши сăмахсем, тӳсме çук сăмахсем калатăн, аслă князь!

— Ан кăшкăр! — терĕ Василий Иванович: — Çиллентерес тесе мар, ăс кĕртес тесе калатăп сана. Мĕншĕн тесен эс пирĕн хĕвел тухăçĕнчи политикăна нимĕн чухлĕ те ăнланмастăн. Йăлтах пурнăçран юлнă эсĕ, боярин. Ара, эпир Хусана хапсăннинчен килет-и кунта ĕç? Эпир сĕкĕнетпĕр-и Хусан патне, кала-ха? Хусан хăй çаратать вырăс çĕрĕсене, Иван Никитич, пире тĕк пурăнма памасть. Курмастăн-им, боярин, Хусан йăлтах Турци аллине кĕрсе ӳкрĕ. Эпир мар, Турци улăштарчĕ хăйĕн политикине Русь тĕлĕшĕнчен.

— Э-э, Турци пиртен аякра! — терĕ боярин.

— Йăнăшатăн! Нихçанхинчен те çывăхра вăл халь. Турци алли пирĕн карланкă патнелле туртăнать, ярса илсе пăвса пăрахманни кăна.

— Темĕн-çке, эп ăна сисместĕп.

— Эс йăлтах сисми пулнă, Иван Никитич. Эс кунĕн-çĕрĕн хăвăн вотчинусем çинчен кăна шутлатăн. Хĕвел тухăçĕнче ĕçсем мĕнле пыни сана нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть. Кирлĕ мар сана нимле сыхлăх та. Кала, миçе лаша паратăн-ха утлă çар валли?

— Памастăп, — терĕ Берсень-Беклемишев. — Ман хуçалăхра ытлашши лаша çук.

— Паратăн, ирĕксĕр илетĕп! — çирĕппĕн каларĕ аслă князь. — Лашусене çеç мар, дружинникусене те паратăн, Иван Никитич. Кăçал пысăк çарпа каятпăр. Эс пулăшмасан кам пулăштăр мана вăйлă утлă çар тума?

— Халĕ сан пирĕнсĕр те хӳтлĕх нумай, — терĕ Берсень-Беклемишев. — Боярсен пулăшăвĕ кирлĕ мар сана. Вĕсен ырă канашĕ кирлĕ мар. Сан ĕнтĕ халь…

— Çитĕ, боярин! — чарчĕ ăна аслă князь. — Куратăп, эсĕ ытла пуçтахланса кайнă, Иван Никитич. Ытти боярсене пухса мана хирĕç канашлани çитмест, куç умĕнче те, ман палатăра та хăвна чăрсăррăн тыткалатăн.

— Кама пуçтарнă эпĕ? Кампа канашланă? — сасартăк сехĕрленсе ыйтрĕ Берсень-Беклемишев.

— Пĕлетĕп, — терĕ аслă князь. — Вассион Косойпа мĕн калаçнине те, ыттине те пĕлетĕп.

— Нимĕн те калаçман эпĕ сана хирĕç, аслă князь.

— Калаçнă!

— Кураймасăр элеклеççĕ ман пирки. Сан тăвану Бельский пулман япалана пулнă туса каласа кăтартать. Ан ĕнен эсĕ ăна, аслă князь.

— Кайма пултаратăн, — сиввĕн тавăрчĕ Василий Иванович.

— Кун пек тухса кайма та аптрамалла. Йăлт тĕлĕнтертĕн эс мана хăвăн сăмахусемпе. Çунакан ăш-чикĕме пушшех араслантарса ятăн…

— Юрĕ. Кăçалхи вăрçă ĕçĕсем пирки йĕркеллĕ калаçаймарăмăр, питĕ шел куншăн. Анчах сан шухăшна пĕлтĕм — эс Хусан патне çарпа каяссине хирĕç…

— Ара, ку вăл ман шухăш мар, аçу чухне чапа тухнă мĕн пур боярсен шухăшĕ, — юлашкинчен те пулин хирĕçлемесĕр чăтаймарĕ Берсень-Беклемишев. — Эп чылайăшĕпе калаçса курнă. Ӳпкелешеççĕ ялан çарпа кайнăшăн…

— Суятăн! — терĕ аслă князь. — Пурте сан пек хăйсем çинчен çеç шутлаççĕ тетне? Руçшăн ĕнтĕ никам та тăрăшмасть тетне? Çук, боярин, Мускавра шанчăклă боярсем те пĕтмен-ха, манăн хăйсен тивĕçне лайăх туйса тăракан, ялан Руçшăн çунакан ырă çынсем те сахал мар.

— Çапăçса пăх эппин çав çынсемпе, аслă князь, — палатăран тухма хатĕрленсе пуç тайрĕ Берсень-Беклемишев. — Хусан патне çитсе кур. Анчах асту: Хусан вăл çурăмне йĕнер тивнĕ лашапа пĕрех. Хăвах пĕлен, йĕнер тивнĕ лашана тытса утланма çав тери кансĕр. Çавăн пекех Хусан хулине илме те йывăр…

— Çапах та Русь çав лашана тытса утланать! — хыттăн кăшкăрчĕ аслă князь. — Кăмăллатăн-и эс вăл ĕçе, кăмăлламастăн-и, пулăшас тетĕн-и пире, пулăшас теместĕн-и, Хусана хамăр алăран вĕçертместпĕрех! Çук, юрамасть ăна алăран вĕçертме, Крымпа Турци юрчĕ туса хума! Илтетĕн-и? — Беклемишев ун юлашки сăмахĕсене итлемесĕр алăкран тухса кайнине курсан вăл хăй тĕллĕн каласа хучĕ. — Çарпа кайнă чух сан çыннусене вăйпах туртса илетĕп, вăл çеç мар, пĕр-ик çĕр лаша та памалла пулать санăн, — терĕ.

15. Хусан хапхи умĕнче...

Боярсемпе пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та калаçнă хыççăн Василий Иванович Хусанти вырăс элчи патĕнчен килнĕ çынна, хăй лайăх пĕлсе тăракан Иван Семенович Черемисинов думнăй дворянина йышăнчĕ.

— Пире кĕтеççĕ-и унта, Хусанта? — ыйтрĕ аслă князь.

— Кĕтеççĕ, — терĕ Черемисинов. — Хусан вăйлă çар пуçтарать. Эп кунта килме тухнă чухне крепость хӳмисене тĕреклетме тытăнчĕç. Пысăк карачи Булат Ширин çармăс мăрсисемпе пĕрле Атăл ку енне каçса килчĕ. Тутарсем пире Чалăм тĕлĕнче тытса чарасшăн пулас, халĕ вăл таврара пур çĕрте те юман касаççĕ.

— Мĕн тума?

— Иккĕшĕнчен пĕри, аслă князь: е вĕсем утлă çара тытса чарма çула питĕрсе лартасшăн, е пирĕн çар киммисем иртсе кайнă чухне çӳлтен юман кĕрешĕсем тăкасшăн. Эп вăл вырăнсене лайăх пĕлетĕп. Чалăм сăрчĕ акăш-макăш чăнкă. Хирĕçех ăшăх вырăнсем пулнăран кимĕсен ирĕксĕрех Чалăм айĕнчен иртме тивет. Çавăнпа та питĕ сыхлануллă пулмалла Чалăм тĕлĕнче. Тем тесен те Булат Ширин унта ахаль каймарĕ…

— Тĕрĕс шутлатăн, думнăй дворянин, — терĕ аслă князь. — Тавах сана ку хыпаршăн. Эппин, пирĕн вĕсене улталас пулать. Çар киммисене вĕсем кĕтмен вăхăтра ирттерсе ямалла.

Малалла князь Хусанти çĕнĕ хыпарсене ыйтса пĕлчĕ.

— Сафа-Гирей мĕн тăвать ĕнтĕ? — терĕ вăл.

— Çар ĕçне вĕренет, — хуравларĕ Черемисинов. — Хăйĕн аталыкĕпе, Талыш княçпа, Казанка леш енне кайса сăнă ывăтма, хĕç тыткалама, пишаль пеме вĕренет тет.

— Апла, Сахиб-Гнрей пекех, стратилат пуласшăн?

— Çавăн пек пулас, аслă князь. Сулейман ăна хăй ячĕпе хĕç ярса панă тет, ку вара вăл хĕçе кунĕпе алăран вĕçертмест тет.

— Ав мĕнле! — кулчĕ Василий Иванович. — Маттур, çамрăк Гирей! Хăйне кура ăслă ача теççĕ ăна Крым çыннисем. Крым элчи калать, Сафа пурăна киле Сулейманăн чи юратнă та чи шанчăклă çынни пулса тăрать тет. Лайăх хан тупса пачĕ апла пире Турци, думнăй дворянин? Эс мĕнле шутлатăн?

— Пурăнсан курăпăр, — тавăрчĕ Черемисинов. — Малтан вĕсем Сахиб-Гирей пирки те çапла кăшкăрашрĕç. Мĕнле кăна мухтамарĕç ăна! Дипломат, стратилат тата тем те пĕр…

— А вăл чи кирлĕ вăхăтра Хусантан тухса тарчĕ! Çапла-и?

— Çапла, аслă князь. Халĕ ăна Хусанта кашни тутар ылханать.

— Ылханаççĕ апла?

— Ылханаççĕ. Ара, улталаса тухса тарчĕ-çке-ха. Каялла килетĕп терĕ те — килмерĕ. Халĕ ав…

— Эсĕ мана ак мĕн пирки кала, думнăй дворянин, — пӳлчĕ ăна Василий Иванович. — Чăн-чăн сăлтавсем мĕнле ĕнтĕ? Мĕншĕн ун пек хăвăрт тасалма шут тытрĕ вăл Хусантан?

— Ман шутпа, тĕп сăлтавĕ иккĕ, — терĕ Черемисинов. — Пĕрремĕшĕ — вырăссем çарпа тухма хатĕрленни. Сахиб-Гирей пулас вăрçă пирки ялан чунтан вĕчĕрхенсе калаçатчĕ тет. Хăрамаллипех хăранă вăл кăçал хăйне сирпĕтсе антарасран. Иккĕмĕшĕ — паллă ĕнтĕ, вăл тем тесен те Крым ханĕ пулма ĕмĕтленет.

— Эпир те Мускавра çапла шутлатпăр, — Черемисинов çине кăмăллăн пăхса çирĕплетрĕ аслă князь. — Çапах та Булат Ширин ма пит васкарĕ-ха Сафа-Гирее хан ятне пама? Ма пăртак та пулин кĕтмерĕ вăл?

— Кĕтме юраман, аслă князь. Хусан халăхĕ пур çĕрте те вырăссем килесси çинчен калаçать — хулара хан çук. Мĕн тумалла? Ирĕксĕрех васкама тивнĕ. Сахиб таврăнас çуккине вăл лайăх пĕлнĕ.

Аслă князь куçĕсемпе таçта инçетелле тинкерсе пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ, унтан, ытахальтен тенĕ пек, Хусан мăрсисем пирки ыйтрĕ.

— Княçсенчен камсем юлнă унта? Булат Ширин халь кампа ытларах канашлать? — терĕ.

— Чи чапли халь хан аталыкĕ Талыш. Ăна Сафа Крымран илсе килнĕ. Тĕреклĕскер хăй, мăн кăмăллăскер. Ыттисенчен Отуча, Табай, Курат, Бахты-Гильды, Казы, Девлизер княçсене асăнма пулать. Сидипе Апай оглансем ялан çавăнта явкаланса çӳреççĕ.

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16