Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


Булат Ширин сĕтел çинчи кĕленче савăтран шыв ăсса ĕçрĕ, унтан тарланă çамкине тем пысăкăш тутăрпа шăлса вĕсем тухса каяссине кĕтмесĕрех хыçлă тенкел çине йăванчĕ.

12. Килте

Тĕнĕ пек чӳречерен хĕсĕнсе кĕнĕ ирхи хĕвел ури пӳртре çӳп-çӳхе ылтăн кашта евĕр çакăнса тăрать. Ун пĕр вĕçĕ чӳречере, тепĕр вĕçĕ — пӳрт пĕрени çумĕнче. Хура пӳртре тĕтĕм йăсăрланнăран ылтăн кашта хутран-ситрен асамат кĕперĕ пек симĕсĕн-кăвакăн курăнса каять.

Ку илемлĕ япалана паян темле майпа çывăрса юлнă Ахтупай çеç мар, унăн пĕчĕк ывăлĕ те асăрханă ĕнтĕ, вăл хăйĕн çӳлелле питех çĕкленмен кĕске аллисемпе çав асамат кĕперне ярса илесшĕн кармашать.

— Мĕн, тыттармасть-им, ывăлăм? — кăмăллăн кулчĕ Ахтупай.

— Тыттаймасть, — терĕ ача.

— Эс пукан ларт, вара аллу çитет.

Ача мăшлатса, пĕтĕм вăйран тăрăшса пукан йăтса пычĕ, анчах ĕçĕ пур пĕрех ăнăçлă пулмарĕ.

— Тыттаймасть, атте!

— Эсĕ питне çуман пулĕ паян. Атя пӳрт умне, питсене çăвăпăр, апат çийĕпĕр, вара ăна тытма кĕрĕпĕр.

Хăйĕн арçынннисем тăнине курса пӳрт умне Эрнепи чупса пычĕ, чĕкеç пек чĕвĕлтетсе вĕсем валли кăмкана шыв ярса пачĕ, тăла-çăпата йăтса тухрĕ, васкасах ирхи апат хатĕрлеме тытăнчĕ.

— Эс пире ма çывратса хăвартăн-ха, амăшĕ? — хăтăрма тăнă пек ыйтрĕ Ахтупай.

— Паян ытлашши ĕç çук та, çывăрччăр терĕм.

— Мĕнле ĕç çук? Калаçса татăлтăмăр-çке, ирех пӳрт вырăнĕ чавма тытăнăпăр терĕмĕр.

— Эс чăнласах-и? — хыпăнса ӳксе ун умне пырса тăчĕ Эрнепи. — Кирлĕ мар пире нимле пӳрт те. Ушкăнпа пурăннине мĕн çиттĕр?

— Тăвăр-çке пĕр пӳртре пурăнма? — терĕ Ахтупай.

— Тăвăр мар, пĕрре те тăвăр мар. Çулла ак пăлтăра тухатпăр е кĕлете. Аннӳне ан кӳрентер уйрăлса тухса, — хăвăрттăн каларĕ Эрнепи.

— Вăл ма кӳренет вара? Ман хамăн йыш пур, кашни кайăк хăйне валли уйрăм йăва çавăрма тăрăшать…

— Çук, темиçе кун каялла вăл мана акă мĕскер каларĕ: ма уйрăлса тухасшăн-ха пирĕн Ахтупай тĕп килтен, вăл пирĕн пĕртен-пĕр ывăл-çке терĕ. Тем тесен те вăл кинĕ илĕртет тесе шутлать пуль. Кирлĕ мар уйрăлма, Ахтупай, юрать-и?

— Кирлĕ, уйрăлатпăр! — терĕ Ахтупай кулса. — Унсăрăн эсир тĕпел кукринче çапăçса кайма та пултаратăр.

Ку сăмахсене илтсен Эрнепи куçĕсенчен куççуль пăчăртатса тухрĕ.

— Мĕскер эсĕ, Ахтупай? — терĕ вăл. — Эпир сан аннӳпе те, Альпипе те питĕ лайăх пурăнатпăр. Мĕн пайламалли пур пирĕн тĕпел кукринче?

Шӳт туса каланă пулин те Ахтупай сăмахĕсем ытлашши пулчĕç курăнать. Çав тери тӳрĕ кăмăллă тата ачаш чунлă вăл, Эрнепи! Ăна юратмасан кама юратчăр-ха ĕнтĕ килти çынсем? Пуринчен ир тăрать вăл, мĕн пур ĕçе хăвăрт та тирпейлĕ тăвать. Утмасть — чупать, калаçмасть — юрлать, йĕс шăнкăрав пек чăнкăртатать. Пур ĕçе те çын хушнă тăрăх мар, хăй ăсĕпе, кама мĕн кирлине малтанах пĕлсе тăрса тăвать. Тепĕр çын ĕçлет, анчах чĕмсĕр пулать, пĕлместĕн вара — те кăмăлпа тăвать вăл ĕçе, те ирĕксĕр. Ку ĕçленине пăхса тăранмалла мар — ун кашни хусканăвĕ вырăнлă, пур ĕçĕ те килĕшӳллĕ, хитре. Тен, вăхăчĕ-вăхăчĕпе ывăнать те пуль хăй, çапах та ăна нихçан та палăртмасть. Упăшки пырса тухать-и, хунямăшĕ-и е урăххи — савăнăçлăн куçран пăхать. Çитет-и, ĕнтĕ ларса канма юрать-и темеççĕ ун кăвак куçĕсем, тата мĕн туса савăнтарас тенĕ пек пăхаççĕ çын çине.

Хунямăшĕ, кил-çуртра кам мĕн тунине пурне те кураканскер, чăтаймасть вара, хушăран хĕрхенсе илет:

— Эс, кин, ытла ан хуç хăвна, пĕтĕм ĕçе ху тума ан тăрăш. Пирĕн килте ĕç алли çук мар.

Эрнепи ун пек каланине итлес пур-и? Ăна ку сăмахсем тата ытларах хăпартлантарса яраççĕ. Уншăн ку çуртра ĕçлесси — чун уççи. Вăл ĕçсĕр ларнă вăхăтра çеç ывăнать, ĕçре — канать.

Савăнать Пинеç инке вĕсен çавăн пек кин пулнăшăн. Тăлăх çемьерех унашкал ырă хĕр ӳсме пултарать иккен. Телей ку Ахтупайшăн, ыттисемшĕн те телей.

Тата Пинеç инке çакна асăрхать: Эрнепи килсе кĕнĕренпе Альпин те кăмăлĕ нумай улшăнчĕ, хăйне хаваслăрах тытакан пулчĕ. Ĕçченлĕх енчен вăл ĕлĕк те наян марччĕ, анчах хĕр ача йăлипе ытларах тантăшĕсем патне чупатчĕ. Халь ун тантăшĕ килтех ĕнтĕ, Альпи ялан инкĕшĕпе пĕрле пулма тăрăшать, ăна ĕçре пулăшса тăрать.

Эрнепи ача çуратса пĕчĕк ача пăхнă вăхăтра Ахтупай килте пулман, килне вăл икĕ çул ытла тыткăнра пурăннă хыççăн пĕлтĕр юр çăвас умĕн çеç таврăнчĕ. Ваттисен йăлисене пăсса авланнăран тата вăрçа тухса кайнă май çамрăк арăма кунта туйсăр-мĕнсĕрех пăрахса хăварнăран Ахтупай Эрнепие килтех тĕл пулассине шанман та, ăна Урасмет каялла илсе кайнă-и е вăл упăшкине кĕтсе илеймесĕр хăй уйрăлса тухнă тесе тĕшмĕртнĕ.

Иртнĕ кĕркунне Эрнепи Ахтупая хирĕç çулталăк та сакăр уйăхри ывăлĕпе чупса тухрĕ, çак кĕтмен япалапа вăл упăшкине йăлт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Эрнепи кунтан кайман кăна мар, ун çемйинче ача ӳстернĕ. Пĕве кĕнĕренпе куçран куççуль кăларман Ахтупай çак самантра ун пуçĕ çине пĕр тăруках темĕн чухлĕ телей йăтăнса аннăран пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ.

Хăйĕн вилнĕ пиччĕшĕ ячĕпе Эрнепи ачана Иливан ятлă хунă иккен. Çакă та кăмăла кайрĕ Ахтупая. Вăл ят Эрнепишĕн çеç мар, уншăн та питĕ хаклă. Пурнăçри чи йывăр самантсенче, чуна тунсăх пуснă вăхăтсенче сахал аса илнĕ-и хăйĕн юлташне Ахтупай?

Халь ĕнтĕ ун ывăлĕ виççе кайнă. Ашшĕ пекех тăпчамскер, сарă çӳçлĕскер тата мăнтăркка ал-ураллăскер, вăл кунĕ-кунĕпе картишĕнче те урамра вылять, вĕçĕмсĕр тĕрлĕ тетте тăвать, кам та пулин кӳрентерсен çеç таçта илтĕнмелле хытă макăрса пӳрте килсе кĕрет.

Ахтупайăн ачапа йăпанма вăхăт çук, вĕсем ашшĕпе иккĕшĕ мĕн хĕллеренпех вăрмантан пĕрене кăлараççĕ. Ывăлĕ таврăнсанах Иштерек çĕр айне çĕнĕ пура ярасси пирки сăмах хускатрĕ те, вĕсем килти ытти ĕçсене пăрахса темиçе эрнелĕхе вăрмана пурăнма куçрĕç. Çуркунне тĕлне Иштерек юлашки укçине пуçтарса пасартан лаша илсе килчĕ, Ахтупай вара çуна çулĕ пăсăличчен кашни кун пĕрене турттарчĕ.

Ĕçленĕ хушăра вăл хăй тĕллĕн çапла шутласа хучĕ: вĕсем ашшĕпе пĕр пура мар, икĕ пура лартаççĕ, Ахтупай кăçал ял вĕçĕнчи тункаталăха хăртса пӳрт вырăнĕ тăвать те тĕп килтен уйрăлса тухать. Эрнепие кăштах канлĕх кирлĕ. Мунча пек пӳрт кăна пултăр, анчах хăйсен пултăр. Кам пĕлет, тен, пурăна-киле çемье тата хушăнса пырĕ, тем тесен те ку йышпа пĕр килте хĕсĕнсе пурăнма май çуках.

Амăшĕ ун шухăшне ырламасть иккен-ха. Ашшĕ мĕнле пăхать-ши тата кун çине? Çакна пĕлес тесе Ахтупай каçхи апат вăхăтĕнче хăйĕн мĕн пур хăюлăхне пухрĕ те (тĕнче тăрăх чылай çӳресе курчĕ пулсан та, ун хăюлăхĕ нумаях хушăнаймарĕ) уйрăлса тухас пирки сăмах хускатрĕ.

— Хăвăн кăмăлу, — терĕ ашшĕ ун сăмахне итлесе пĕтерсен. — Эп мĕн калам-ха сана? Анчах хăш урама тухас тетĕн-ха?

Ахтупай ăна хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

— Кунта хĕсĕк тетĕн апла?

— Хĕсĕк, атте. Хăвах куратăн-çке, урайĕнче выртса-тăрса пурăнатпăр.

— Çапли çапла та-ха, анчах эпир ват çынсем-çке. Мĕнле пăрахса хăварăн-ха эс виçĕ ват çынна, Ахтупай?

— Сирĕн çамрăкки те пур, — Альпи çине пăхса каларĕ ывăлĕ.

— Вăл, çамрăкки, йăвари шăнкăрч пекех, ачам. Паян кунта, ыран — урăх çĕрте. Çапла-и, амăшĕ?

— Çапла пулмасăр, — ытарлăн каласа хучĕ Пинеç инке. — Тем шут тытнă Ахтупай! Пĕртен-пĕр ывăл уйрăлса тухсан çынсем мĕн калĕç тупата! Йыш пĕчĕк мар ĕнтĕ, чăнах та, çапах пурăнкалăпăр, ют çын никам та çук пирĕн. — Вăл кинĕ хăйне хӳтĕлессе кĕтсе вучахран апат йăтакан Эрнепи çине ăшшăн пăхса илчĕ, анчах лешĕ çакна сисрĕ пулин те нимĕн те шарламарĕ. Арçынсем сăмахланă чухне Эрнепи калаçăва хутшăнать-и? Нимпе те хутшăнмасть.

Теветкеллĕ ыйтăва аслашшĕ, халиччен чĕнмесĕр ларнă Пикпав старик, татса пачĕ.

— Ман сăмаха итлĕр-ха, улăмсем, — терĕ вăл. — Çамрăк мăшăрăн кăшт уйрăмрах пурăнса курас килет, ку тĕрĕс. Кунта нимĕн те калаймăн. Анчах, Ахтупай, сан уйрăлса тухма кирлĕ мар. Картишĕнче мунчапа юнашар çĕр алтатпăр та тепĕр пура яратпăр. Хайхи пирĕн, мăрсанни пек, икĕ пӳрт пулса тăрать. — Старик кăшт кулса сухалне шăлкаласа илчĕ, унтан хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ. — Пĕр пӳртĕнче хăнкăла ĕрчететпĕр, тепринче — таракансем. Кам мĕне кăмăллать… Уйрăлса тухма ак мĕншĕн юрамасть, улăмсем. Пурнăç йĕркеллĕ тăнă чухне Ахтупай килте пулĕ, анчах вăрçă тухас пулсан мĕнле вара? Ăна каллех хĕсмете илсе каяççĕ. Кин, уйри тăлăх хурăн пек, пĕччен мĕнле пурăнтăр-ха? Çавăнпа калатăп та сире: уйрăлма кирлев çук. Картишне тепĕр пĕчĕк пӳрт лартăр та хамăрпах пурăнăр. Кин хăйĕн ачипе пирĕн хӳтлĕхре пултăр…

— Тек вăрçă пулмасть-çке, асатте, ма ун пек калатăн? — хирĕçлеме пăхрĕ Ахтупай.

— Те пулать вăл, вăрçă, те пулмасть — эпир ăна пĕлместпĕр, улăм. Инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек, вăл сиксе тухма та пултарать.

— Çук, тек вăрçă пулмасть.

— Сана таврăннă чух çавăн пек каласа ямарĕç пулĕ-çке? Е эс ун пирки Хусана кайса пĕлсе килтĕн-и? — тăрăхласа ыйтрĕ аслашшĕ.

— Хусанта хан улшăннă, — çирĕппĕн каларĕ Ахтупай.

— Вара мĕн?

— Леш, Сахиб-Гирей, вăрçă вăрçма юрататчĕ. Халь ăна хăваласа янă, ун вырăнĕнче вун виç çулхи ача ларать. Ăçтан вăрçă пултăр çав ача патшара ларнă хушăра? Вăл вăрçă мĕн иккенне те пĕлмест пулĕ-ха.

— И-и, ачам! Хансем улшăнкаларĕç те, вăрçи пур пĕрех тухса тăчĕ-çке ялан. Ман ĕмĕрте миçе вăрçă пулчĕ пулĕ, шутласа та кăларас çук!

— Халь пулмасть, курăн акă, — терĕ Ахтупай.

— Тем пекчĕ, — терĕ аслашшĕ. — Турă çăлтăрччĕ пире вăл усал вăрçăран. Çапах та эс ман шухăш пирки нимĕн те каламарăн-ха, Ахтупай. Çуртна ăçта лартас тетĕн ĕнтĕ?

— Мĕнле каламарăм? — хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ Ахтупай. — Эс сĕннĕ пек, картишне лартатпăр. Эп хирĕç-и вара? Хирĕç мар…

Çав вăхăтра алăка шаккарĕç те, пӳрте Тукай мăрса тарçи Патрик кĕрсе тăчĕ.

— Ахтупай, сана мăрса ыран ирпе ирех тĕкĕрçĕсен ушкăнне пыма хушрĕ, — терĕ вăл çĕлĕкне хул хушшине пĕтĕркелесе чиксе.

— Мĕн пулнă, Патрик хăта? — хыпăнса ӳкрĕ Пинеç пике.

— Пĕлместĕп вара. Мана тĕкĕрçĕсене пурне те каласа тухма тесе ячĕ.

Пӳртре ассăн сывлани илтĕнчĕ. Хĕрарăмсем саппун вĕçĕсене куç тĕлне тытрĕç. Тахăшĕ сасăпах макăрса ячĕ. Мăрса Ахтупая мĕншĕн чĕнтерни пирки урăх ыйтакан пулмарĕ.

13. Ярахвийĕн ят тухнă

Пахча хыçĕнчи мунчана каччăсемпе хĕрсем пуçтарăннă. Юрлани илтĕнмест. Кулни илтĕнмест. Вăл çеç мар, йĕркеллĕ шӳт туни те çук кунта! Пурте хăйсене сăпай тытаççĕ. Калас пеккине ытларах чĕлхепе мар, куçпа, ал сĕртĕнĕвĕпе каласа пама тăрăшаççĕ.

— Хăйă тупрăр-и?

— Тупрăмăр.

— Эппин, чĕртсе парăр пире, йĕкĕтсем!

Йĕкĕтсем кĕсьерен чакмапа типĕ ăвă кăлараççĕ, пĕр чĕнмесĕр, тăрăшса хĕлхем кăларма тытăнаççĕ.

— Часрах, ачасем! Мĕн, эсир ирччен çапла чанклаттарса ларас тетре?

— Тăхта, халех! — теççĕ каччăсем.

— Ан васка, Альпи.

— Ман ăвви кăшт нӳрлĕрех пулас.

— Ара, эс аслаçунне чиксе тухрăн пуль!

— Çук, хамăнах.

Хĕрсен сăмса шăтăкĕсене ĕнĕк шăрши пырса çапать. Авă чĕрĕлчĕ. Халь ĕнтĕ çулăм кăларасси анчах юлчĕ. Хăшĕ çулăм кăларĕ-ши малтан? Хăшĕ чĕртсе ярĕ-ши хăйă чĕллине? Хăвăрт ĕçлеççĕ каччăсем. Хĕрсем куç хӳрипе вĕсем çине пăхаççĕ.

Альпи аллине икĕ хăйă тытнă. Пĕрин вĕçне çурса пĕчĕк хăйă татки чиксе лартнă.

— Камăн-ха ку? — йăнăш ан пултăр тесе тепĕр хут ыйтаççĕ хĕрсем.

— Патиерăн!

— Сăна, Патиер! Хăвăн çине сиксен ярса тытма хатĕрлен!

Ушкăнпа хăйă таткине чĕртсе яраççĕ. Вăл çунать-çунать те хăйă чиккинчен вĕçерĕнсе алăк патнелле сирпĕнет.

— Çар хĕсметне çакланатăн иккен, Патиер. Эх! Ав, алăк урати урлах сикрĕ.

— Телей çапла пулсан каятпăр ара! — тет каччă (хăйă сăмси сан шăпуна татса пачĕ пулсан мĕн калăн-ха кунта).

Татах хăйă татки сирпĕнет. Каллех алăк патнелле. Ахаль мар, пĕр-пĕр каччă ячĕпе. Унтан тепре, тата тепре…

— Эсир мĕн, хĕрсем, пире пурсăмăра та вăрçа кăларса ярасшăн-им? — макăрас вырăнне кулма пăхать каччăсенчен пĕри. — Киле юлаканни кам пулать вара? Кĕркунне сире улахра вăрçтараканни кам пулать?

— Тăхтăр! — теççĕ хĕрсем. — Ан кансĕрлĕр. Шарламасăр ларăр…

Хăйă сăмси кăмака патнелле сирпĕнет.

— Ку камăн?

— Ярахвин.

— Эппин, вăрçа каймастăн, Ярахви! Сан хăййу тĕпелелле сирпĕнчĕ!

— Çынсем кайнине ма каймастăп пулĕ эпĕ?

— Курса тăр акă. Хăйă вăл суймасть…

— Тепле-çке. Вилмесен — курăпăр!

— Тата кам ячĕпе çунтармалла? — ыйтать Альпи.

— Урăх никам та çук.

— Телей валеçсе пĕтертĕмĕр!

Хĕрсем мунчаран тухса пĕчĕккĕнех килĕсене саланаççĕ. Васкамасăр кашни йывăç патĕнче, кашни карта тăрăхĕ патĕнче чарăнкаласа утаççĕ вĕсем. Вăрттăн-кĕрттĕн каялла çаврăнкаласа пăхаççĕ: тем тесен те каччăсем хĕрсене хăваласа çитме тивĕç. Хăйă çунтарассишĕн çеç пуçтарăннă-и вара çамрăксем пахча хыçĕнчи мунчана? Хĕр ачасенчен кашниех ыран-тепĕр кун вăрçа тухса каяс варлийĕ валли ăшă сăмах усрать. Калама вăхăт çитнĕ вăл сăмаха, вăхăт çитнĕ!

…Çурхи кĕске кун иртет те, çут тĕнчене каллех кун килет. Вăл çара каякансен юррипе пуçланать, чĕрене кайса тивекен хурлăхлă юрăпа.

 

Хура вăрман витĕр ай тухнă чух

Уртăш йывăç ӳкрĕ хул çине.

Самай выляс-кулас ай тенĕ чух

Çар сехмечĕ ӳкрĕ пуç çине…

 

Пĕр сасăсăр макăраççĕ хĕрсем. Ӳлесе йĕреççĕ ят тухнă каччăсен тăванĕсем. Ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр пĕтĕм саспа çухăрать Ярахви амăшĕ. Йывăр япала вăл ӳссе çитнĕ ывăла вăрçа ăсатасси!

Урамра паçăрхи пекех юрă янăрать:

 

Хур кайăксем иртĕç ай картипе,

Кайри мала! тесе ан калăр.

Эпир кунтан тухса ай кайнă чух

Кайччăр-пĕтчĕр тесе ан калăр…

14. Боярсем

Даниил митрополит майĕпен, ним вĕчĕрхенмесĕр тата ытлашши хавхаланмасăр калаçать. Анчах шухăшĕсем ун çирĕп. Вырăс чиркĕвĕн пуçлăхĕ вĕсене тĕплĕ виçсе-шайлаштарса пăхнă, тен, хăйĕн çывăх çыннисемпе те пĕрре кăна мар сӳтсе явнă пулĕ.

— Вăрçăпа тухассине тепĕр çула хăварма юрамасть, аслă князь. Пĕр куна юлнă ĕç пин куна юлнă тесе ахаль каламан. Çитес çул пире Хусанпа калаçма йывăртарах пулать. Тата, турă пĕлет, мĕнле çул пулать-ха пирĕншĕн — выçлăх çул килсе тухсан хатĕрленсе тăни пĕтĕмпех сая кайма пултарать. Турци вăрçă пуçлассине кĕтсе тăни, ман шутпа, ытлашши япала. Ун пек кĕтни пире нимĕн те памасть, тата вăл сиенлĕ те. Хăвах пĕлетĕн, аслă князь, вырăс çĕрĕшĕн каллех тутарсемпе монголсен пусмăрне кĕрсе ӳкес хăрушлăх тухса тăчĕ. Çак хăрушлăх пур чухне эпир тăхтаса тăма, хамăрпа юнашарах Хусан ханлăхĕ вăй илсе пырса пире юнаса тăнине тӳсме пултараймастпăр. Хусана вăй илме пани Турцишĕн çеç усăллă пулнă пулĕччĕ…

— Эпĕ те çапла шутлатăп, — терĕ аслă князь. — Сулейман Хусанпа Цистрахан патне аллине ахаль тăсмасть. Вăл пире хирĕç кĕрешме Атăл тăрăх ислам тĕнне йышăннă çĕр-шывсен вăйлă ушкăнне туса хурасшăн. Çавăнпа хӳтĕлет те вăл Хусанта Гирейсен несĕлне.

— Халĕ ĕнтĕ паллă, Гирейсем Турци султанĕн тарçисем, уншăн пĕтĕм вăйран тăрăшакансем пулса тăчĕç. Саадет-Гирей юлашки вăхăтра пĕтĕм ĕçе Сулейман хушнă пек тăвать, вăл ирĕк памасăр хăй тĕллĕн пĕр утăм та утмасть. Эп илтрĕм, Крым элчи Мускавра мухтанса çӳрет тет, пирĕн хан Бахчэ-Сарайра йăлтах Константинопольти пек йĕрке туса хунă тесе калать тет.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16