Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Тăхта, сăрнай, асăнăн-ха! — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ Михха. Сăмахпа парăнтарас çуккине курса, пичĕ çине лачлаттарса сурчĕ.

Шăлса пăрахма пуп аллине туртса илесшĕнччĕ, вĕçертеймерĕ.

— Çапла ăраç? — тесе вăл та Михха çине сурчĕ. Ак хайхи хире-хирĕç сурчăк ыткăна пуçларĕ. Стрепке каçăхса кайса кулчĕ. Кунашкал камите, пачăшкăпа çĕрме пуян пĕр-пĕрин çине сурмалла вылянине, никам курман-тăр.

Тăрантас çинче кĕтсе ларакан Елюк самай вăхăтран та Миххапа пуп тухманран пӳрте кĕме шутларĕ. Алăк урлă каçсанах куç умне асар-писер айкашни курăнчĕ. Пуппа Михха, темле паттăр ĕç тунăн, пĕр-пĕрин çине сураççĕ, стрепке ик аллипе хырăмне тытнă та ахăлтатса кулать. Унпа пĕрле Елюк та ахăрĕччĕ, пулас упăшки пуп айĕнче выртни ирĕк памарĕ. Çавăнтах ăна пулăшу кирлине тавçăрса, чупса пычĕ, ним сăмахсăр пупа вăрăм çуçĕн,чен çатăрласа тытрĕ, сĕтĕрме пуçларĕ. Пуп шари! кăшкăрса яни стрепкене тăна кĕртрĕ. Ют хĕрарăм пупа Михха çинчен сĕтĕрсе антарни ăна тарăхтарса ячĕ, çавăнпа вăл ним шухăшласа тăмасăрах турчкипе сулчĕ. Елюка лектерес вырăнне пупа хырăмĕнчен патлаттарчĕ.

— Ай-ай! — йынăшса ячĕ пуп, хутланса выртрĕ. Çав вăхăтра Михха сиксе тăчĕ те ура пуçĕпе стрепкене тапрĕ. Лешĕ урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ, пусма вырттарнă сысна çурилле çуйхашрĕ. Михха татах тапĕччĕ те, мĕн ĕçпе килнине вăхăтра аса илсе, Елюк енне çаврăнчĕ:

— Хĕрĕм, тавтапуç. Ман мăшăр пулма чăнннпех тивĕç эсĕ!

— Çак териех мĕн çитменшĕн çапăçатăр?! — чĕтре-чĕтре ыйтрĕ Елюк.

Пуп çав-çавах урайĕнче йынăшса выртни Миххана рехетлентерчĕ. Ун кăмăлне уçасшăн, шӳтленçи турĕ:

— Ытлашши нимех те мар, хĕрĕм... Пачăшкăла иксĕмĕр вăй виçменни чылай пулатчĕ. Тытăçса кайрăмăр та, иккĕн ура явса çĕнтерчĕç...

Пӳртре ют çын пурри пупа та урăлтарчĕ. Миххапа иккĕшин хушшинче кирек мĕн пулсан та, вĕсем ăна ял çине кăлармĕç. Павăл хĕрĕ ашшĕне каласа парĕ. Çапла пĕр çăвартан тухни прихут тавра çĕр çĕмĕрсĕ çаврăнĕ. Çитменнине, Михха сасси те мирлешнĕн илтĕнчĕ.

— Çапла-çапла, Михаил Петрович, — терĕ пачăшкă та, Михха пулăшнипе урайĕнчен тăчĕ. — Ăраç? Елюк хĕрĕм килнĕ-çке! Мĕнле пурăнатăн? Аçу-аннӳ сывах-и?

Тем пирки чăнласах çапăçннне шӳте куçарни Елюк кăмăлне те çĕклерĕ.

— Пурăнкалатăп-ха, — терĕ вара вăл та куларах. — Атте-анне сывлăхĕсем те аптрамаллах мар. Эсир вăт... ача купилле выляма пикеннĕ курăнать.

Елюк йĕпленине сирме тивĕç сăмах тупаймарс пуп. Стрепке çав-çавăх çуйхашса выртни вĕчĕрхентернипе кашкăрса пăрахрĕ:

— Янлама чарăн! Вăййа-кулла чăтайман çын çын-и вăл? Луччĕ эрех тултар!

«Ай-ай, атă пуçĕпе тапса чут хырăма шăтаратчĕ те, вăйă-кулă пулĕ унта», — тесшĕнччĕ те стрепке, юраманнине ăнланчĕ. Турчкине кăмака умне тăратса, Миххапа пупа эрех тултарса пачĕ.

— Елюкпа иксĕр валли ăçта?

Стрепке татах тултарчĕ, пĕр черккине Елюка тыттарчĕ. — Туслăхшăн, пачăшкă! — ырă суннăн калаçрĕ Михха.

— Туслăхшăн! — килĕшенçи турĕ пуп.

Пуппа Михха янк çеç тутарчĕç. Стрепке çуррине яхăн ĕçрĕ, Елюк тутнне кăна тивертрĕ.

— Пачăшкă, эпир сан пата пысăк ĕçпе килтĕмĕр, — сывлăш çавăрсанах сăмах пуçарчĕ Михха.

— Ăраç?..

— Елюкла иксĕмĕр венчете тăрасшăн.

— Венчете? — куçне чарса пăрахрĕ пуп.

— Ийя, пачăшкă!

Пуп ĕненчĕ те кĕвĕçĕ тăвăлса килчĕ. Эсремет, пĕр арăмне пытарма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен теприне, çамрăккине те илемлине, тупса янă. Иккĕш пĕрлешессине сирме çук пулсан, кутăнлашса та пулин тарăхтарас, укçине ытларах парĕç-и...

— Тепле çав, Михаил Петрович... Елюк качча тухнă хĕрарăм, упăшки вилни-туни илтĕнмест. Вăрмантах çӳрет-и тен. Упăшкаллă хĕрарăма урăххипе венчете тăма турă хушман.

Елюк пиçнĕ палан пек хĕрелчĕ. Кунашкал сăмах хускаласса пĕлнĕ пулсан, килĕнчен те тухман пулĕччĕ. Халь чакма çук ĕнтĕ. Çавăнпа çине тăрсах татса хучĕ:

— Ун чухне типĕ вăхăтчĕ. Çавăнпа венчете тăманнине астăватăн пуль?!.

Çамрăк хĕрарăм ытла та хăюлли пупа пушшех тĕлĕнтерчĕ. Хирĕç ним калама аптрарĕ.

— Пачăшкă! — сассине хулăнлатрĕ Михха. — Илтрĕр-и? Урăх кутăнлашма сăлтав çук. Сисетĕп, ахальтен мастăн. Сан укçине ытларах шăйăрас килет паян кăмăл уçă. Пинĕшне паратăп.

Пуп кăмăлĕ сасартăках ирĕлчĕ, тути кулчĕ. Турă йăлине тума эп яланах хатĕр!..

 

Тепĕр ирхине Михха ыйхăран вăранчĕ те тем çухалнăн пуçне çĕклерĕ. Çухалман иккен, кăмăла килентернĕ хĕрарăм юнашарах. Пичĕ-куçĕнче хаваслăх çиçет. Михха хăйма çисе тăраннă кушак пек тутине çуллакаласа илчĕ. Ма савăнас мар унăн? Лукарье вырăнне тата чипер арăм тупрĕ, Микуларан ĕмĕрлĕхе хăтăлчĕ. Вăл текех ун çулĕ çине тăраймĕ. Ыттисене те хĕсĕç. Миххан ывăл ача çуралĕ, вăл такамран та телейлĕрех пулĕ. Ĕнер чирку патĕнче çамрăксем пăлханнине аса илсен, чĕри пĕршĕнме хăтланчĕ те, Михха часах сирчĕ ăна. Вĕсене çăварлăхлама темех мар, ашшĕ-амăшĕсене çеç асăрхаттармалла. Йывăç тиеме çынсем пухнă чух Сантăра хушĕ те, ачнсене чарайманнисене ĕçе илмессипе хăратĕ.

Елюк вăранмасăрах тем пăшăлтатса месерле çаврăнче, çемçелме ĕлкĕреймен кăкăрĕсем кĕпе умĕнчен ачашшăн хухса выртрĕç. Михха тӳсеймерĕ, куштăрканă аллипе вĕсене тытса чăмăртарĕ.

— Ай!.. — шарт сиксе тăрса ларчĕ Елюк. Ăçтине тавçăраймасăр, сехри хăпнă мулкачла кăн-кан пăхкаларĕ, Миххана асăрхаса кичемленчĕ. Çак çыннăн арăмĕ пулса тăчĕ-çке ĕнтĕ вăл.

— Мĕнрен хăрарăн? Тĕлĕк куртăн-им?

Елюк упăшкине халех çиллентересрен сыхланчĕ, ачашланса карăнкаларĕ.

— Канлĕ çывăрнипе ним курнине те астумастăп, — тесе суйрĕ. Вăраниччен кăшт маларах кăна прапорщикпа йăпанатчĕ вăл. Ампар умĕнче выляса ларчĕç-ларчĕç те вĕсем шала кĕресшĕиччĕ, каллех питĕрсе илесрен хăраса, вăрманалла утрĕç. Елюк мăн юман хыçне пытанчĕ. Прапорщик туйрĕ те чуптума тытăнчĕ...

— Ман патăмра мар пулсан, кам патĕнче канлĕ çыварăн?! Эс кунта сăпкари ача вырăнĕнче, пепкеçĕм, — терĕ те Михха Елюка арки çине туртса лартрĕ. Çупăрласа илчĕ. Каç хĕрĕнкĕрех йӳлсан та, Михха мĕштĕртетнинчен, лаша пек хашкаса сывланинчен йĕрĕннĕччĕ. Халь тутине шăрт пек мăйăх тăрăнни, сивлек алăсем çара ӳте сĕртĕнни Елюк çанçурăмне çӳçентерчĕç. Анчах ним тума та çук ĕнтĕ, ăса çухатса парăннине каялла илеймĕн. Пĕр тӳсĕме тӳсмех лекет. Михха арăмĕн кăмăлĕ сӳрĕккине сисмерĕ. Çав-çавах çепĕççĕн пăшăлтатрĕ: — Эп сана ылтăнлăп, пепкеçĕм. Никамран чаплă хĕрарăм пулăн. Эс телейлинчен пĕтĕм халăх тĕлĕнĕ. Мана ытлашши темех кирлĕ мар, ывăл ача кăна çуратса пар. Елюк ассăн сывларĕ:

— Хамăртан çеç килсен, çаплаччĕ те... Турă мĕн пиллĕ ĕнтĕ, — Михха ытамĕнчен хăтăласшăн хушса хучĕ: — Атя, тăрса тирпейленер. Мĕн çитменшĕн чирлĕ çын пек тул çутипе йăваланса выртас? Уçăлса çӳрĕпĕр пĕрех хут.

— Хаваспах, пепкеçĕм!

Михха çĕнĕ çынна хуçалăхне кăтартса çаврăнасшăнччĕ — приказчик хашкаса кĕчĕ. Ку вăхăтра никам та чăрмантарма хăймалла маррипе Михха таçта тем сиксе тухнине тавçăрчĕ.

— Мĕн хыпар?..

— Забастовка! — пĕр сăмахпа пĕлтерчĕ лешĕ.

— Мĕн терĕн?

— Никам та ĕçе тухман, Михаил Петрович.

— Ма хăваламарăн?! — ним калама аптранипе кăшкăрса пăрахрĕ Михха.

— Халь те хăваларăм. Хăвăрпа калаçмасăр пĕр утăм та тăвасшăн мар.

Михха сасартăках вуникĕ çул каяллахи ĕçе аса илчĕ те баржăсем типпе юлас хăрушлăх çывхарнине ăнланчĕ. Килĕшӳ туни çине тăрайманшăн пайтах тăккаланма тивĕ вара, ытти хуçасен шанăçĕнчен те тухăн. Çапах та Михха татăк çăкăршăн ĕçлекен беженцăсем çирĕп тăраймасса шанать. Ытах завода чарсах тыткăнрисене баржа тиеме хушĕ. Вара...

Михха шăлне шатăртаттарчĕ те Елюк пуррине мансах тухса ыткăнчĕ.

 

IX

Натюш тепĕр каçхине те тыткăнрисем патне пычĕ, вĕсене Раççейри лару-тăрупа паллаштарчĕ, Михха тарçисен пурнăçĕ çинчен калаçрĕ. Тыткăнрисем ăнланчĕç ĕнтĕ: хăйсен çĕршывĕнчи пуянсем те, кунтисем те — пурте пĕрешкел, пурте ĕççыннисен тирне сĕвеççĕ, юнне сăхаççĕ. Вăрçи те çавсем пуяссишĕнех тапраннă. Кирек хăш патшалăхри ĕççыннин те пĕр ăраскал, пĕр шăпа — вĕсем пуянсен чурисем кăна. Пĕтĕм тĕнчери рабочисемпе чухăн хресченсен таччăн пĕтĕçсе, пуянсене хирĕç татăклă кĕрешĕве тухмалла.

Тыткăнрисемпе калаçса татăлсан, Натюш беженцăсен пурнăçĕпе паллашма тытăнчĕ. Трифунпа иккĕшĕ пĕрремĕш барак патне пычĕç. Тăпра çине вырнаçнă темиçе карчăк самаях тĕттĕмленнине те уямасăр пуç пăхаççĕ. Натюш ирĕксĕрех кичемленчĕ. Трифун карчăксен хутне кĕнĕн сăмах хушрĕ:

— Сехметĕн пĕр пысăкрах мунча лартса памалла мар-и ĕнтĕ çавсене?.

— Çапла, Трифун пичче, — килĕшрĕ унпа Натюш. Шала кĕрсен пăшăрханмалли тата ытларах тупăнчĕ.

Беженцăсем ĕçрен тин таврăннă та пăлхатнă кăткăсем пек хĕвĕшеççĕ, хырăмĕсене тултарма васкаççĕ. Халлĕхе ĕç çуккисем икĕ хутлă нар çине выртнă, кунĕпе хăма йăтса сӳсленнĕ шăмми-шаккисене кантараççĕ. Ав, пĕр кĕтесре белорус çамрăкĕсем пухăнса ларнă та юрра тăсаççĕ:

 

Ой, с чего ты, сосна, наклонилася?

Ой, с чего ты, сирота, разгрустилася?

Наклонилась сосна от ветерочка,

Разгрустилась сирота по родименькой…

 

Баракра сывлама çук пăчă. Вуншар ура тĕпне çыпçăнса кĕнĕ тусан сывлăш хумханнипе çӳлелле вĕçет, сăмса-çăвара тулать. Пĕр кĕтесре карчăк чĕркуçленнĕ те чарăнайми кĕлтăвать, леш тĕнчене куçма хатĕрленет пулмалла.

Трифуна кунта пурте пекех пĕлеççĕ. Алăк патĕнче кăштăртатакан хĕрарăмсем кăмăллăн саламларĕç:

— Килех, Трифон Кузьмич! Сывлăхусем мĕнле?

— Сывлăхĕ аптрамаллах мар-ха, утнă çĕрте такăнса ӳкессĕм çук. Мĕн çăмăлпа тенĕрен, çак хĕрарăм сирĕнпе калаçасшăн.

Беженцăсене кулăшла пек туйăнчĕ, ĕненмесĕртерех пăшăлтатни. илтĕнчĕ:

— Мĕн калаçасшăн вăл пирĕнпе?

— Сирĕн пурнăçупа паллашасшăн. Большевичка вал, патша тӳри-шарипе тытăçса курнă çын. Ăна Надежда Прохоровна тесе чĕнеççĕ! — паллаштарчĕ Трифун.

Беженцăсем сасартăках иртнĕ хĕл, юнкун пасарĕнче, пĕр чăваш хĕрарăмĕ уес комиссарĕпе вулăс тӳре-шарине тустарнине аса илчĕç. Çуркунне çав хĕрарăма тепĕр хут тĕрмене илсе каясран бурлаксем хăтарнă. Нумаях та пулмасть-ха Атăлкасси урамĕнчи демонстрацире çав хĕрарăм хĕрлĕ ялав йăтса пынă. Халь акă вĕсем пурăнакан барака килнĕ. Ав еплерех çын иккен вăл. Çав самантрах, юрлама чарăнса, Натюш патне кĕпĕрленсе пуçтарăнчĕç.

Натюш вĕсене хăй пĕлнĕ таран Ленин çинчен ăнлантарчĕ, Раççейри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Натюша итленĕçемĕн çынсен ăнланăвĕ йăлтах урăхланчĕ. Вăхăтлах правительствăпа ун сыхлавçисем пусмăр саманине татах тăсасшăн. Вăрçă Раççей çыннисене çеç мар, хирĕç çапăçакан патшалăхри рабочисемпе чухăн хресченсене те тарăхтарса çитернĕ, вĕсем те мирлĕ пурнăçа кĕтеççĕ.

Михха авланнă каç Натюш беженцăсен пурнăçне мĕнле юсама май пурри çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕçрен кăларасран хăракансем те пулчĕç, анчах Натюшпа Трифун çине тăрсах витернипе ытларах пайĕ Сехмете хирĕç кĕрешӳ пуçарма килĕшрĕ. Тепĕр кунне вара пĕри те ĕçе тухмарĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне хуçана пĕлтерме Натюшпа Трифуна тата виçĕ беженцăна суйларĕç. Вĕсем çула тухма ĕлкĕреймерĕç — Михха хăй персе çитрĕ.

— Эсир... Эсир?!. — терĕ те Михха, сывлăше пӳлĕнчĕ. Унччен забастовка туса çурт-йĕрне вут тивертнине, пĕтĕм йывăçне Атăл тăрăх юхтарса янине, хăйсем аран тарса хăтăлнине аса илчĕ те, хуçан чĕркуççи шăнăрĕсем чĕтреме пуçларĕç. Вара ирĕксĕрех çиллине шăмарса, тăнăçлăн курăнма тăрăшрĕ: — Ăнланаймарăм-çке, ма ĕçре мар эсир?

— Ĕç шуйттан мар, Атăла сикес çук. Унччен сирĕнпе сӳтсе явмалли пур! — мала тухса тăчĕ пĕр хĕрарăм.

Ун сасси Михха чĕрине çĕçĕ пек пырса тăрăнчĕ. Кам вăл? Юрлама та шӳтлеме юратакансене Михха пурне те пĕлет. Куна курнине астумасть вара. Çийĕнче саплăклă кĕпе хăйĕн, уринче çăпата. Çивĕтленĕ çӳçне ĕнсе хыçне чăмăрккаласа тирпейленĕ. Çамрăк чух чиперскерех пулнă курăнать, халь нушаллă пурнăç ватлăх сăрне çапса хаварнă, Михха беженцăсен кăмăлне çавăрасшăн çемçен сăмах пуçăрчĕ:

— Ĕç пирки калаçма яланах хатĕр эпĕ, анчах хăвăра ыр тунине ним вырăнне те хуманни тĕлĕнтерет мана. Мăнкун валли кашнинех кĕпелĕх парнелерĕм, арăм вилнĕ ячĕпе вуншар тенкĕ патăм. Ельпох калатăп, баржăсене тиесе пĕтерсен те ахаль хăвармăп. Хăвăртрах ĕçе тытăнăр. Ытти çинчен пушăрах вăхăтра калаçăпăр. — Михха самантлăха чарăнчĕ. Сывлăшне çавăрсан, хăратса та йăпатса хистеме ликенчĕ: — Сирĕн хушăра мана тарăхтарас текенсем пулĕ? Йăнăшаççĕ вĕсем. Ытах тесен, хăма тиеме, ытти ĕçсене тума та пиншер чăваш тупса килĕп. Ман кăмăла ан пăсăр, халех ĕçе тытăнăр!

Ушкăнра иккĕленекенсем, Миххапа килĕшме хатĕррисем пурри палăрчĕ. Урăх кĕтме юраманнине ăнланчĕ Натюш, мала тухса тăчĕ:

— Гражданин Янашов, кăлăхах тăрашатăр. Эсир чĕлхепе çуса е сĕтел çинчи тĕпренчĕкпе илĕртсе тире сӳнине чăвашсем пайтах тӳснĕ. Вĕсем сире украинецсемпе белоруссенчен ытларах пĕлеççĕ. Пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулĕнче мариецсемпе вырăссем пулăшнипе сире кисретнĕскерсем хăйсем пекех асап тӳсекенсене хирĕç каймĕç. Халь пĕтĕм тĕнчери ĕççыннисем мул хуçисене хирĕç вилĕмле çапăçаççĕ. Вĕсем çĕнтерес пирки ан иккĕленĕр. Кутăнлашсан, хăвăр валли тата пысăкрах инкек тупăр. Тарçусем темех ыйтмаççĕ: сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ пултăр, ытларах ĕçлеттернĕшĕн хушса тулĕр, ĕç хакне çирĕм процент ӳстерĕр. Беженцăсем валли тăватă баракпа мунча тутарăр, киввисене юсаттарăр. Чирлисене çываличчен ĕç укçи тӳлĕр...

Ав кам пăлхатса çӳрет иккен... Кучерĕ те вĕсемпе. Михха сасартăк тилĕрнипе картаран тухса кайрĕ:

— Нумаях ыйтмастăр эппин?! Апла çак сăрнайсем.. — Натюшпа Трифун енне ал сулчĕ хуçа, — туса панă барака куçăр! Вĕсем лартнă мунчара çăвăнăр! Ман бараксенчен çак самантрах тасалăр! Унсăрăн милиционерсем чĕнсе килĕп! — палт каялла çаврăнса утрĕ Михха.

Беженцăсем хушшинче хыпăнчăклă сасăсем илтĕнчĕç:

— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Чăн та ĕçрен хăваласан, ăçта кайăпăр?!.

Натюш чĕри ыратрĕ. Хăйсем тĕллĕн калаçнă чух пурте паттăрччĕ, çĕнтеричченех кĕрешме хатерччĕ. Хуçапа куçа-куçăн тăрсан, каялла чакас шутлисем тупăнчĕç. Çак самантрах кăмăлĕсене çирĕплетмесен, ĕçе пуçăнакансем те пулĕç.

— Юлташсем! — тарăхса та ăшшăн чĕнчĕ Натюш. — Ытла та мĕскĕн çав эпир, çавăнпа мăшкăллаççĕ те пирĕнтен, ĕмĕртен хĕн-хур айĕнче усраççĕ. Хăшĕсем мĕнрен хăраса ӳкрĕç-ха? Хăйсен вырăнне чăвашсене илсе килесрен-и? Ан шикленĕр, чăвашсем Сехмет кăмăлне тивĕçтермĕç. Паян-ыран тиесе пĕтермесен, баржăсем типпе юлаççĕ. Хуçа ăна чухлать. Вăхăтлăх правительствăн отряд ямалли Атăлкассисĕр те нумай. Кашни хулара, кашни ялта, тенĕ пекех рабочисемпе чухăн хресченсем хăйсен пурнăçне юсасшăн кĕрешеççĕ. Ан парăнăр!

Ĕнтĕ Натюш майлисем шавларĕç:

— Мĕскĕнленнипе çитĕ! Каймастпăр ĕçе! Килĕшмесен, çурчĕ-мĕнĕпе салататпăр!

Михха хыпăнса утнинченех ырă мара тавçăрчĕ тăлмач. Беженцăсем ĕçе тытăнманнине вăл та пĕлет-ха, çапах ним сисмен пек кĕтсе илчĕ:

— Ыр кун сунатăп, господин Янашой! Михха саламлама та астăваймасăр;

— Чуп хăвăртрах! Завода ĕçлеме чарччăр, хăйсем ман пата килччĕр! — терĕ.

Хашлатса та чашлатса ларакан завод кĕçех шăпланчĕ. Тыткăнрисем, пĕрерĕн те икшерĕн цехсенчен тухса, Михха патне пухăнчĕç.

— Тăвансем! — пурте илтмелле кăшкăрчĕ Михха. — Хăма йăтма кайăр! Паян баржăсене тиесе тултармалла. Вара укçапа эрехе шеллемĕп!

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11