Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


— Ĕмĕрне те манассăм çук, Михаил Петрович. Атте чунĕ тухичченех сире ырапа асăнатчĕ.

— Ну вăт, халь мана эсир кирлĕ пултăр...

Павăл пушшех телĕнчĕ: «Чăнăх, Михха чухлĕ пуян та хăватлă çынна эпир мĕн тума кирлĕ пултăмăр-ши?»

— Михаил Петрович, йывăра ан илĕр те, ăнланаймарăм-çке...

— Мăшăра пытартăм та тăлăха юлтăм. Çитменнине, ман ывăл çук. Хам вилсен, мĕнпур мулăм йыт-качкана юласран хăратăп.

Павăл кăштах тавçăрнă пек пулчĕ, тĕрĕсне пĕлесшĕн тĕпчеме хăтланчĕ:

— Ан та калаç, Михаил Петрович. Лукерья Семеновна чиперех пурăнмалли çынччĕ. Чунĕ сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр. Пĕр-пĕччен юлтăм тенĕрен, нивушлĕ Клавье тупăнмĕ? Астăнĕпе вăл арçын ачасенчен те ирттеретчĕ-çке.

Михха пăшăрханса ӳкрĕ. Клавьене вăл чун-чĕререн юратнине, пĕртен-пĕр тĕпкĕчĕ вырăнне шутласа, ăна мĕн-пур пурлăхне пиллесе хăварма хатĕр пулнине пурте пĕлнĕ. Анчах ĕмĕчĕ пурнăçланмарĕ. Халĕ Михха Микулапа Лукарье хушшинче мĕн пулса иртнине, Клавье хăйĕн хĕрĕ маррине пĕлтересшĕн. Анчах тĕрĕс-ши ку шухăш? Хунĕ тума шутланă çын умĕнче Микулапа Лукарьене мар, хăйне хăй хур кӳмĕ-ши? Вара Михха сассине хăпартарах çапла каларĕ:

— Хĕре хĕрарăм арçынпа танлашма пултариине никам та курман-ха, ахаль мар хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тенĕ. Клавье тупансан та текех киле кĕртместĕп. Мĕнпур мулăма упăшкипе иккĕшин ирĕкне хăварасшăнччĕ. Вăл пур, ялйыш умĕнче мана ухмаха тăратса. хăварчĕ. Вăт, пуринчен ытла ывăл кирлĕччĕ мана. Хăвах пĕлетĕн, ачана чустаран унаса тума çук... Çавăнпа авланас тетĕп. Таврари хĕрарăмсене тишкерсе тухрăм та юрăхлине сан килте кăна тупрăм. Ку вăл — Елюк. — Мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен, Михха ирĕксĕрех канăçсăрланчĕ. Ăна тиркеççĕ пек туйăнчĕ, çавăнпа витерме васкарĕ: — Пытарма çук, çулсем енчен иксĕмĕр хушăра уйрăмлăх пур ĕнтĕ, уншăн ан пăшăрханăр. Эпĕ çамрăка та ватăлтармалла арçын-ха. Елюк ман патăмра майра пек пурăнĕ. Юрама тăрăшсан, хампа пĕр тан тăвăп, мулăма ачипе иккĕшне пиллĕп. Сире те ахаль хăвармăп. Хулăм укçи мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ ыйтăр. Ан ватанăр. Вăт, ман сăмах çакă. Сирĕнне кĕтетĕп... — шухăшне вĕçлесе чĕмсĕрленчĕ Михха. Хăй ĕмĕрĕнче темле ĕç те тунă вăл, кунтан йывăррине кăна курман пулĕ.

Павăл тӳрленерех тăчĕ. Тутлă апат çисе тултарнă хырăмне сăтăркаларĕ. Куçĕ умне шутласа кăларайми лавкка тухса тăчĕ. Суту-илӳ ĕçне те Миххаран кая ӳстермĕ. Хĕрĕ çамрăкраххишĕн пăшăрханмалли çук. Вăрă-хурах юлашкине... Халь çеç прапорщикпа ампара хупăннă хĕрарăма путлĕ йĕкĕт качча илмĕ. Çапла çапкаланса пурăннипе пуçĕпех шутран тухса ӳкĕ. Сасартăк Павăл çакна аса илчĕ: вăрă-хурахĕ хăйсем патĕнче-çке. Вăл мĕн калĕ? Херĕн упăшки пуррине, вăл мунчарах выртнине пĕлтерсе сирес мар-и ку ĕçе?

Павăл аптраса тăни Миххана килĕшмерĕ:

— Эс мĕн, чĕлхӳне çыртнипех кăларса ярасшăн-им мана?

— Михаил Петрович, пире хисеп тунăшăн чунтан савăнатăп. Кĕтмен çĕртен пулнипе-ши е хĕпĕртенипе, çухалса кайрăм. Тата çакă та пур-ха, арăмна паян çеç пытарнă. Çиччĕшне, хĕрĕх кунне те ирттермен. Ултă эрнесĕр тĕпри тăвансене авланма хушмаççĕ вĕт.

Павăл арăмĕ Варуç та упăшкипе килĕшрĕ, çăварне кăна уçаймарĕ.

Йăли çавнашкалне Михха ăнланать, çапах та шутланă ĕçе вăл çав самантрах тума хăнăхнă. Тата Павăлăн хуравĕнче хирĕçле кăмăл та пур пек туйăнчĕ. Çилли кăраланчĕ.

— Павел Платонович, — йӳççĕн сăмах хушрĕ вăл, — эп сире хисеп тăвасшăнччĕ. Эс, ав, мана сиресшĕн сăлтав шыратăн. Çиччĕш, хĕрĕхмĕш кунĕ çине суратăп кăна. Ман пурăнмалла. Çавăнпа туртен кала: манпа хăталанма килĕшетĕн-и е çук?!.

Михха мĕнле çынне лайăх пĕлекен Павăл шикленсе ӳкрĕ, хирĕçлеме хăрарĕ. Ăна та çиллентермесĕр ĕçе вĕçлесен мĕн тери аванччĕ. Майлаштарма пулать-и, тен? Хĕрĕ хăех килĕшмĕ.

— Михаил Петрович, ан çилленĕр те, эпĕ тата çакна астутарасшăн. Тепĕр тесен, ĕлĕкхи йăласене пăхăнмăпăр, пурпĕр выльăх сутмастпăр-çке. Хĕр пирки калаçатпăр. Ун сăмахне илтесчĕ... — «çитменннне, упăшки пур» тесе ярасран Павăл аран тытăнса юлчĕ.

Михха тилĕре пуçларĕ. Елюка епле качча панине илтнĕ вăл. Хуçана вăрă-хурах чухлĕ те шутламаççĕ-им? Михха ятлаçма, юнама та хатĕрччĕ, Елюк чăлантан тухнипе пӳлĕнчĕ. Ун сăмахне кĕтрĕ.

Михха чăнласах хăтана килнине ĕненсен, Елюк кичемленчĕ. «Çамрăклăха çухатни çакă-шим ĕнтĕ? Каччăсемшен юрăхсăра тăрса юлтăм-и?» Çак самантрах ун Миххана та, ашшĕне те ӳпкелес килчĕ. Тăнне-пуçне çухатманнипе сасартăк тепĕр май шухăшларĕ: вăрă-хурах юлашкине мĕнле йекĕт хапçăнĕ? Вĕсем чипер хĕрсем валли те çителĕксĕр. Чылайăш вăрçăра пуç хунă. Ав, прапорщик ампарта çывăрса кайрĕ те, куçне те кăтартмасть. Елюкăн никама пăхăнман ирĕклĕ арăм пулас килет. «Мулпа пĕрле усă курăпăр» тесе Михха ахаль каламарĕ-и тен. Ăна качча тухсан, Елюк ирĕкĕнче пуянлăх, çĕршĕр тарçă пулĕ. Клавье таврăнсан, ăна та хăй аллине çавăрса илĕ. Пуяннипе, чиперрипе кĕвĕçтересшĕн тавăрĕ. Ваймистровран та хăрамалли çук. Миххана тапăнма хăяймĕ. Пурăна киле Сехмете хăй урапи çине лартасса та шанать Елюк. Анчах, йăлăхтарса çитерсен, мĕн тумалла? Пĕр упăшки пăрахса кайрĕ, куна вара хăй тăратса хăварĕ. Çапла шут тытса чăлантан тухрĕ те Елюк:

— Атте, — терĕ ним именмесĕр, — манран ыйтса чăрманмалли çук. Эпĕ килĕшетĕп.

Миххан пĕтĕм хуйхи, пăлханни сирĕлчĕ. Хăйне яланхи пекех вăй-хăватлă шутласа, вăл çирĕп утăмсемпе Елюк патне пычĕ, аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ.

— Мухтав, хĕрĕм... Аçăртан ăслăрах пулнăшăн савăнатăп. Кăмăлна кура хампа тан хуçа тăвăп.

— Апла мар, Михаил Петрович, хĕрарăм хăй вырăнĕнчех юлтăр. Эп нихçан та сан сăмахунтан тухмăп, — сăпайлăхне кăтартасшăн хушса хучĕ Елюк.

— Ыр сăмахшăн тавтапуç, хĕрĕм. Эпĕ упăшка тивĕçĕпе сана нихçан та хĕсĕрлемĕп. Пĕр-пĕрне хисеплени çинчен пачăшкă е аçу-аннӳ умĕнче мар, иксĕмĕр тупа туса чуптăвар! — терĕ те Михха Елюка хăй çумне туртса чăмăртарĕ. Çамрăк хĕрарăма йăлтах парăнтарнине ĕненсен, мăнкăмăлланчĕ: — Вăт çавнашкал, Павел Платонович. Эсĕ те, Варуç... Ĕнтĕ мĕн калăр!

Тĕрĕссипе, хĕрĕ кунашкал хăтланасса кĕтмен Павăл. Качча тухма шутласан та кăштах тăхтама ыйтасса шаннă. Елюк тавçăраймарĕ курăнать. Кутăнлашма ним сăлтав та юлмарĕ. Миххала вăрă-хурахран пĕрне суйласа илмелли кăна. Хăшĕ хăрушăрах, хăшĕ вирлĕрех тавăрĕ? Тем май шухăшласан та, Михха кирлĕрех пек туйăнчĕ. Пуйма пулăшăп тĕнине çĕре ӳкермĕ. Ванмистровпа мĕн тумалли кайран курăнĕ. Вăл ун аллинче, тараяс çук.

— Эп мĕн... хĕр кăмăлне татма усал ашшĕ мар. Ыр сунатăп кăна.

Варуç та сăмах хушма кирлине ăнланать, хĕр ăраскалĕшĕн чун хускалнипе çеç шарлаймасăр тăрать. Пĕвĕ-сийĕ, сăнĕ-сăпачĕ, пултарулăхĕ те пурччĕ-çке. Ма çав териех телейсĕре юлчĕ-ши хĕрĕ? Малтая вăрă-хурахпа çыхса сая ячĕç, халь тата Сехмет çулса илесшĕн. Вăл мĕнле çынне Варуç лайăх пĕлет, пĕчĕкрен пĕр ялта, пĕр улахра ӳснĕ. Халь çеç пытарнă арăмне чипер усраманни çинчен те илтнĕ. Ун Елюкне те ыр кăтартмĕ-и тен. Çитменнине, мунчара Елюк упăшки выртать. Хĕрĕшĕн пуринчен ытла амăшне çылăх-çке.

Варуç шарламасăр тăнипе Михха каллех кăмăлсăрланчĕ:

— Эс ма чĕлхӳне çыртнă? Е Елюкпа иксĕмĕр мăшăрланассине хирĕç-и?

Михха çисе ярасла тинкерни мар, Павăл куçран пăхни парăнтарчĕ Варуçа. Вара ним тăвайман енне чĕлхине çыхлантара-çыхлантарах:

— Упăшкапа хĕр мĕнле, эпĕ те çавăн пек, — тесе хучĕ.

— Паçăрах çапла каламаллаччĕ. Хĕрĕ килĕшиччен пулсан, хулăм укçине хаклăрах ыйтма пултараттăр, кутăнлашма хăтланни хакне чакарчĕ. Çаплă-и, Елюк?

— Çапла, çапла, Михаил Петрович...

— Эп саншăн текех Михаил Петрович мар, Михха тесе чĕн мана. Ĕнтĕ пуçтарăн, каятпăр.

Елюк тӳрех аса илчĕ: упăшкана парăнтарассине çак самантран пуçăнмалла, унсăрăн хăй ĕнсе çине хăпарса ларĕ.

— Сан пата халех пыраймастăп...

— Мĕн пирки? Хăвах килĕшрĕн-çке...

— Куна тунмастăп. Малтан венчете тăмалла.

Павăл çăмăллăн сывласа ячĕ. Хĕрĕ чăн та унран ăслăрах иккен. Михха паян-ыранах венчете тăрас шутлă маррине шанать вăл. Унччен каллĕ-мăллĕ шухăшлама вăхăт пулĕ.

Михха тилĕрессе кĕтмеллеччĕ — вăл пур, Елюкпа ашшĕ-амăшне тĕлĕнтерсе, кулса ячĕ. Павăл, ăнланаймасăр, Михха çине тинкерчĕ. Çакна асăрхаса, лешĕ кулма чарăнчĕ те:

— Кайрăмăр! — терĕ тепĕр хут.

— Ăçталла? — хăю çитерсех ыйтрĕ Павăл.

— Елюкпа венчете тăма!

— Арăмна халь çеç пытарнă япала пачăшкă венчет тăвĕ-и?

— Укçа чул касать тенине илтмен-им эсĕ? Пвчвшкă чул мар, вăл пĕр пуса та сутăнĕ. Венчетрен тухнă çĕре эсир те пырăр. Хулăм укçи çинчен унта калаçса татăлăпăр. Елюк, пуçтарăн!

 

VIII

Луrарьене пытарса таврăнсаyах пуп чылайччен лăпланаймарĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл виле çинче пайтах кĕлтунă та, паянхи пек ĕшеннине, кăмăл пăсăлнине астумасть. Тупăкра выртакан Лукарье çаплах куç умĕнчен каймасть. Аван мар-çке виле куç хупманни.

Пуп стрепкене чĕнсе илчĕ:

— Мархва! — терĕ вăл. —

— Мĕн, пачăшкă? — илтĕнчĕ кухньăран.

— Кил-ха кунта!

Аслă пӳлĕме хĕрĕх çулалла çитнĕ самăр хĕрарăм кĕчĕ. Трифун Варварие илсе кайсассăнах тӳпнă та ăна пуп арăм вырăнĕнче усрать.

Стрепкĕ пĕрре пăхсах пуп пăшăрханнине сисрĕ.

— Пачăшкă, ма сăнран улшăннă эсĕ?

— Ăраç?..

— Чăнах! Чирлемерĕн пулĕ те? Мунча хутас мар-и? Стрепке пулăшма хатĕрри пуп чĕрине çемçетрĕ.

— Ах, Мархва, Мархва! — терĕ вăл. — Эп çав тери сывă, кăштах кăмăл пăсăлчĕ... Аншарли тултарса пар хăвăртрах!

Сăмакун юхтарса пупа сăйласси те стрепке тивĕçĕ.

— Халех, пачăшкă! — терĕ те вăл пĕр стакан сăмакун тултарчĕ: — Ĕç, çырткала та выртса кан. Иртсе кайĕ-ха.

Хаяр сăмакун пĕр-иккĕ сыпсанах пупа савăнтарса ячĕ.

— Тепре тултар-ха! — терĕ вара, юн вĕрилене пуçланине туйса.

— Пачăшкă, выçварла кун чухлĕ ĕçнипе те çитмелле, Ухмаха ерĕн.

— Ăраç? Пĕлмен, апла ху валли те тултар. Пĕччен мар, иксĕмĕр те ăсран тухар. Хаваслăрах пулĕ. — Стрепке тем каласшăнне сиссе, татса хучĕ: — Тултар, тултар! Павраса вăхăта ан ирттер...

Стрепке, кунашкалне тем чул та курнăскер, тек турткалашса тăмарĕ, ик стакан тултарса, пĕрне пупа тыттарчĕ.

— Ну, Янашов арăмне асăнса ĕçер. Кăмăллă хĕрарăмччĕ! — ихĕлтетсе кулчĕ пуп.

Иккĕш шаккаса ĕçсен, вăхăт нумай та иртмерĕ — пуп чипер ларнă çĕртех кĕлĕ юрри ĕнĕрешме тытăнчĕ: — Со святыми упокой... Мархва, Мархвуша! Ма юрламастăн? Пасха нетленная, пасха священная. Райские двери нам отверзающая... — юлашкинчен пупа кĕлĕ юрри йăлăхтарчĕ. Вăл вырăс халăх юррине тăсса ячĕ, стрепке те хаваспах пулăшрĕ:

 

Ехал из ярмарки ухарь купец,

Ухарь купец, молодой удалец!

Трюля-ля-ля-ля,

Трюля -ля-ля-ля,

Ухарь купец, молодой удалец…

 

Сасартăк пуп юррине татрĕ те сиксе тăчĕ. Çийĕнчи вăрăм тумне хывса ывăтрĕ, кĕпе вĕççĕн кăна юлчĕ.

— Мархва! Мархвуша! Купăс кала, ташлас Килет! Кунашкаллине те куркаланă стрепке. Çавăнтах питлĕхпе патак кайса илчĕ те шаккаса чанклаттарма тытăнчĕ, ура тапса сăвă каларĕ:

 

Ах, вы сени, мой сени,

Сени новые мои…

 

Пуп ташша ячĕ. Лапчăнать, сиксе сирпĕнет, çилармань çунатти пек çаврăнать, пĕтĕрĕнет.

Çапла тĕрлетнипе те шавланипе вĕсем хапха умне урхамах çитсе чарăннине, Михха пӳрте кĕнине те сисмерĕç.

Пуп путсĕррине Михха тахçанах пĕлет те, кунашквл, çын сăн-сăпатне çухатнине курман. Малтанах кулас килчĕ. Хăйне хăй чарса, йĕрĕннĕн сăмах хушрĕ:

— Турра кĕлтăватăн иккен!..

Пӳртре çын сасси пуррине илтрĕ те стрепкĕ, намăс-симĕсне çухатма ĕлкĕрейменскер,вăтанса кайрĕ.

— Пачăшкă, çитет! Пӳртре çын пур! — терĕ.

— Ăраç? — терĕ те пуп юрласа ячĕ. — Со святыми упокой. Христе души усопших раб твоих... — Вара Миххана хирĕç тармакланса тăчĕ. — А-а... Михаил Петрович, савнă тус-йышăм килнĕ-çке. Саламлас! — хăрах аллине кăкăрĕ çине хурса пуç тайрĕ пуп. — Мĕн çăмăлпа?

Çавăнатăн эппин, сăваплă аттемĕр?.. Сехмет йĕплени пуп чĕрине тиврĕ. Вăл сасартăках урăлнă пек пулчĕ те, Михха хур кунисем пĕтĕмĕшпех куç умне тухса тăчĕç. Акă Клавье çуралнă ячĕпе ĕçкĕ пырать. Хуçа ăна ташлама туртçа кăларчĕ, килĕшменнипе килĕнчен тĕксех кăларса ячĕ. Пуринчен ытла Михха ун арăмне йывăр çын туни чĕренĕ касать. Ал айне лекнĕ пек чух пуриншĕн те тавăрма вăхăт.

— Савăнатăп, Михаил Петрович. Ма савăнас мар?! Мархва, сăмакун тултарса пар-ха пире.

Михха эрех çтаканне тмтрĕ. Кунта мĕн еçпе килнине, урамра Елюк венчете тăма кĕтнине аса илни ăна тăнăçланма хистерĕ. Пуп, ӳсĕр пулин те, венчет çĕлĕкĕ тăхăнтартма хăват çитеретех.

Лешĕ каварлă шухăшне малалла тăсрĕ:

— Пирĕн асăнса ĕçмелли юлнă, Михаял Петровнч. Хăвăрах чухламалла, иксĕмĕрĕн те еркĕнсем леш тĕнчене куçрĕç.

Пуп ырă мар самах хускатнине туйрĕ Михха, йăлтах тавçăрайман енне:

— Камсем вĕсем «пирĕн еркĕнсем»? — терĕ. — Кама асăнмалла пирĕн?

— Михаил Петрович... — кулкаларĕ пуп. — Эсир ман арăмăн еркĕнĕ пулнине мантăр ăраç? Кун çинчен вăл мана турă умĕнче каларĕ...

Михха минресе кайрĕ. Пуп ăна пĕлмесĕрех пурăнать тесеччĕ вăл. Юрать-ха, Елюк пĕрле кĕмерĕ.

— Манран кулса пурăнатăр пуль. Ухмах пачăшкă çамки тçине мăйрака лартса ятăм та, пĕтĕм халăх умĕнче намăс курса пурăнать тетĕр-и? Шалиш, Михаил Петрович, пачăшкă та ухмахах мар, вăл та сирĕн çамку çине мăйрака лартма ĕлкĕрнĕ.

— Суятăн, сăрнай! — кăшкăрса пăрахрĕ Михха.

— Ăраç? Эсир ним те сисмен иккен. Качча тухнă çулах Лукерья Семеновна чиркĕве пĕччен пычĕ. Яланхи пекех лашине хам пата тăратрĕ. Чиркурен тухрăмăр та пахча витĕр таврăннă чух хăех чĕнчĕ... Ах маттурччĕ çав Лукерья Семеновна! Тута хĕррисем шĕл-кăварччĕ! Ăшши-пăшши халĕ те асăмрах-ха.

Михха çӳçпуçĕ вирелле тăчĕ. Лукарье Микулачченех улталанă иккен ăна. Пĕлнĕ пулсан, этем тӳсмен асап кăтартмаллаччĕ. Ун умĕнче пуп мар, Лукарье тăнăн курăннипе:

— Хупла çăварна, сăрнай! — тесе кăшкăрчĕ те Михха пупа çӳçĕнчен çулса илме кармашрĕ. Лешĕ айккинелле сиксе ӳкме ĕлкĕрчĕ. Чавсине тавăрчĕ:

— Шалиш, Михаил Петрович! Хальхинче май чăмăра астивсе пăхăр! — терĕ те Миххана чышса ячĕ. Лешĕ сулăнса кайрĕ, ӳкеймерĕ кăна. Тепре чышиччен вăл тӳрленсе тăма ĕлкĕрчĕ, пупа кăкăр шăмми айĕнчен тăрăслаттарчĕ. Лешĕ стена çумне пырса сĕвенчĕ. Çавăнтах Михха ăна çĕре тăсса ӳкерчĕ, утланса ларчĕ.

— Кала, сăрнай, мĕн тăвас?

— Мархвуша, пулăш, тархасшăн! Вĕлерет!

Пĕр тĕлĕнсе те пĕр кулăшлипе аптраса тăракан стрепке сасартăках тăн илчĕ. Кăпăр-капăрах турчка ярса тытрĕ те Миххана çурăмран патлаттарчĕ. Çав самантпа усă курса, пуп Михха çине хăпарса ларчĕ.

— Вăт çавнашкал, пуçана тус... — текелесе, унтан-кунтан чышрĕ.

Михха пупа аллинчен çатăрласа тытрĕ, халь ĕнтĕ хăй çинчен çавăрса пăрахма та темех мар, анчах стрепкене турчкапа çаптариччен пуп айĕнче выртни меллĕрех тесе шутларĕ. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне çисе ярасла пăхса выртрĕç.

— Ак ăçта иккен Иуда Искариотский! Вăл Тĕмшер пачăшкин сăнарĕ пек курăнса çӳренĕ...

— Эсĕ — шыври! Шурлăх шапи! Сана тахçанах çăва шăтăкне алтса пытармаллаччĕ!

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11